Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулхи сăмах пирĕн базăра пур.
ҫулхи (тĕпĕ: ҫулхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан мӗн пур условисене тӗпчесе пӗлмесӗр план тума хӑтланни пустуй тесе шутланӑ пулин те, Вершинин иртнӗ ҫулхи тӗрлӗ плансенче виҫӗ кун хушши ҫине тӑрса чакаланнӑ, вӗсенчен уйрӑм параграфсемпе пайӗсене ҫырса илнӗ, хӑйӗнчен мӗн те пулин хушма тӑрӑшнӑ.

Вершинин, хотя и считал затею с планом без предварительного изучения всех условий зряшной, дня три старательно рылся в прошлогодних вариантах планов, списывая оттуда отдельные параграфы и разделы, пытаясь кое-что добавлять от себя.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗр пиллӗк ҫулхи Николай ятлӑ ача та тӑлӑха тӑрса юлнӑ.

Таким сиротой и остался Николка, худенький пятилетний мальчик.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

1919 ҫулхи майӑн 25-мӗшӗ.

25 мая 1919 года.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вӗсен приказӗ ҫапла: казаксене ултӑ ҫулхи ачасенчен тапратса йӳтенӗ ватӑсем таран йӑлтах тураса тӑкмалла.

— У них приказ: всех казаков от шести лет и до самых ветхих годов рубить.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав вӑхӑтрах Донец патӗнче Хӗрлӗ Ҫарӑн 1919 ҫулхи наступленийӗн ӑнӑҫлӑхне татса паракан событисем ахӑрса каяҫҫӗ.

А в это время у Донца разыгрывались события, решавшие успех наступления Красной Армии в 1919 году.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чукун Ҫеменӗн тимӗрҫе вӗреннӗ вунпилек ҫулхи ывӑлӗ (вӑл восстани пуҫланнӑ хыҫҫӑн Татарскинче пӗртен-пӗр тимӗрҫӗ юлнӑ) Мелеховсен кивӗ акапуҫне аран майлакаласа тӗрен лартса пачӗ.

Пятнадцатилетний сынишка Семена Чугуна, выучившийся кузнечному ремеслу и оставшийся со дня восстания единственным кузнецом в Татарском, с грехом пополам наложил лемех на стареньком мелеховском плуге.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуля вилмеллех пырса сӑхрӗ пулсан, ҫав вунултӑ ҫулхи «салтак» кӗлеткине йӑрӑст тӑсса хурать те, ниепле те вара ӑна хӑйӗн кӗске кӑна вунултӑ ҫулне параймастӑн.

Ежели — насмерть, вытянется такой шестнадцатилетний «воин», и ни за что не дашь ему его коротеньких шестнадцати лет.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫамрӑк, тин кӑна повстанецсен ретне илнӗ вунултӑ-вунҫичӗ ҫулхи йӗкӗтсем, аттисемпе пушмакӗсене хывса, ӑшӑ хӑйӑр тӑрӑх ҫара уран ҫатлаттарса утса пычӗҫ.

Молодые, лет по шестнадцати-семнадцати парнишки, только что призванные в повстанческие ряды, шагают по теплому песку, скинув сапоги и чиричонки.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вунҫиччӗмӗш ҫулта вӑл — ун чухне ҫирӗм тӑватӑ ҫулхи каччӑ, — таврара унччен никам курман салтак тӑлаварӗ сырса, Германи вӑрҫинчен чи малтан килнӗ; хутора таврӑнсанах шухӑшӗ-кӑмӑлӗпе йӑлтах большевиксем майли тата, тимлӗхӗпе илсен, хӑйне фронтри пекех ҫирӗп тытни палӑрнӑ.

В семнадцатом году с германской первый пришел он, тогда двадцатичетырехлетний парняга, в невиданных доселе обмотках; принес с собой большевистские убеждения и твердую фронтовую напористость.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Суяров вырӑнне повстанецсен пӗрлешнӗ вӑйӗсен командующийӗ пулма георги хӗресӗсене тӑваттӑшне те илнӗ кавалер, ҫамрӑк та япшар чӗлхеллӗ, ӑслӑ хорунжи, ҫирӗм сакӑр ҫулхи Кудинов Павел ларать.

Суярова на должности командующего объединенными повстанческими силами сменил молодой — двадцативосьмилетний — хорунжий Кудинов Павел, георгиевский кавалер всех четырех степеней, краснобай и умница.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Татарскинче Григорий пырса ҫитичченех, вунсаккӑрмӗш ҫулхи пек, Петр Мелехова утлӑ сотня командирне суйланӑ.

Командиром конной сотни в Татарском еще до приезда Григория выбрали, как и в восемнадцатом году, Петра Мелехова.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ури айӗнче ӑйӑр курман тӑватӑ ҫулхи илемлӗ кӗсре ташласа тӑрать.

Под ним ходуном ходила красавица кобылица, четырехлетняя нежеребь.

XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн аслашшӗ сакӑрҫӗр вуниккӗмӗш ҫулхи вӑрҫа хутшӑннӑшӑн тӑватӑ пин теҫеттин ҫӗр илнӗ.

Его дед получил за участие в войне восемьсот двенадцатого года четыре тысячи десятин земли.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Петро Фоминӑн ҫыхӑнусӑр сӑмахӗсене итленӗ хушӑра 1917 ҫулхи февраль уйӑхӗнче, хӑй патне Дарья пынӑ кун, Петроград ҫулӗ ҫинчи пӗр станцире Фомина курнине аса илчӗ.

А Петро, слушая бессвязную речь Фомина, вспоминал, как в феврале 1917 года, в день, когда к нему приехала Дарья, в первый раз увидел он Фомина на станции по пути к Петрограду.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Империализм вӑрҫи кунӗсенчех офицерсемпе казаксене куҫа курӑнман суха йӑранӗ пек пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑнӑ курайманлӑх 1918 ҫулхи кӗркунне тӗлне нихҫанхинчен те ытла ҫивӗчленсе ҫитет.

Враждебность, незримой бороздой разделившая офицеров и казаков еще в дни империалистической войны, к осени 1918 года приняла размеры неслыханные.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн стенисем ҫинчен сирӗн ҫинелле тепӗр вӑрҫӑ — пин те сакӑрҫӗр вуниккӗмӗш ҫулхи халӑх вӑрҫи паттӑрӗсен чӗмсӗр куҫӗсем пӑхаҫҫӗ.

Со стен его на вас смотрят немые глаза героев другой народной войны, тысяча восемьсот двенадцатого года.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑватӑ ҫулхи вӑрҫӑн пирвайхи кунӗсенче-ха, Лешнюв патӗнчи куринке ҫинчен Австро-Венгри ҫарӗсемпе обозӗсем хӗвӗшнине чи малтан сӑнанӑ чухне, унӑн ӑшӗнче: «Мӗнле ҫынсем-ши вӗсем? Мӗнлерехскерсем?» — текен айванла шухӑш ҫуралнӑччӗ.

Наивное чувство родилось в первые дни четырехлетней войны, когда он под Лешнювом с кургана наблюдал в первый раз за суетой австро-венгерских войск и обозов: «А что за люди? А какие они?»

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмахран, акӑ, Мишка ватӑлса пыракан ӑйӑр Бахарь, ытти кӗсресемпе лӑплантарма ҫук хаяр та чӑртмахскер, сарлака ҫӑлтӑрлӑ ҫамкаллӑ, ҫунса тӑракан куҫлӑ тӑватӑ ҫулхи ҫӳрен кӗсрене уйрӑмах килӗштерсе пӑхнине асӑрхарӗ.

Например, замечал Мишка, что стареющий жеребец Бахарь, неукротимо-злой и грубоватый в обращении с кобылицами, выделял одну рыжую четырехлетнюю красавицу, с широкой прозвездью во лбу и горячими глазами.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пирӗн казаксем вӑтӑр ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчех, Дон полкӗсем Валленштейн ҫарӗнче тӑнӑ чухне, Германи халӑхӗпе пӗрле ҫумма-ҫуммӑн ҫапаҫнӑ, 1807 — 1813-мӗш ҫулсенче вара хӑйсен атаманӗпе — граф Платовпа пӗрле Германи ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ.

C германским народом казаки бились плечом к плечу еще во время Тридцатилетней войны, когда донские полки находились в рядах армии Валленштейна, а в 1807-1813 годы донские казаки со своим атаманом, графом Платовым, боролись за свободу Германии.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

1918 ҫулхи апрель уйӑхӗнче Дон ҫинчи чамасӑр пайлану тинех вӗҫне тухса ҫитет: ҫурҫӗр тӑрӑхри — Хопер, Усть-Медведица тата пӑртакҫах Тури Дон округӗсенчи фронтовик-казаксем хӗрлӗ армеецсен каялла чакакан чаҫӗсемпе каяҫҫӗ; анатри казаксем вӗсене, хыҫалтан хӑваласа, область чиккисем патнелле хӗсеҫҫӗ.

В апреле 1918 года на Дону завершился великий раздел: казаки-фронтовики северных округов — Хоперского, Усть-Медведицкого и частично Верхнедонского — пошли с отступавшими частями красноармейцев; казаки низовских округов гнали их и теснили к границам области.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех