Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Анчах Эпӗ пӗлетӗп: Египет патши [фараон], хӑйне хӑватлӑ алӑпа хистемесессӗн, сире кайма ирӗк памӗ; 20. вара Хамӑн аллӑма тӑсӑп та Египета, унӑн ҫӗрӗнче Хамӑн пӗтӗм хӑватӑма кӑтартса, ҫӗмӗрсе тӑкӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл сире кӑларса ярӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн халӑхӑм Египетра асапланнине куртӑм, пӑхавҫӑсем ӑна мӗнле макӑртнине илтрӗм; Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп, 8. ӑна Египет ҫыннисен аллинчен хӑтармашкӑн, ӑна ҫав ҫӗртен илсе тухса, сӗтпе пыл юхса выртакан паха та анлӑ ҫӗре — ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне — [илсе кӗмешкӗн] каятӑп.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Анчах ашшӗ килӗшмен, вӑл: пӗлетӗп, ывӑлӑм, пӗлетӗп; унран та халӑх тухӗ, вӑл та аслӑ пулӗ; анчах унӑн шӑллӗ унран аслӑрах пулӗ, унӑн вӑрлӑхӗнчен йышлӑ халӑх тухӗ, тенӗ.
Пулт 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ангел каланӑ: ачу ҫине аллуна ан ҫӗкле, ӑна нимӗн те ан ту; халӗ ӗнтӗ Эпӗ эсӗ Турӑран хӑранине пӗлетӗп: эсӗ Маншӑн хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенмерӗн, тенӗ.
Пулт 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ ӑна тӗлӗкре каланӑ: ҫакна эсӗ таса чӗрепе тунине Эпӗ те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сана Хамӑн умӑмра ҫылӑха кӗресрен тытса чартӑм, ҫавӑнпа сана ӑна тӗкӗнме памарӑм; 7. халех арӑма упӑшкине пар, вӑл — пророк, вӑл саншӑн кӗлтӑвӗ те, вара эсӗ чӗрӗ юлӑн; тавӑрса памасассӑн, пӗлсех тӑр: эсӗ хӑв та, пӗтӗм кил-йышу та вилмесӗр юлас ҫук, тенӗ.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Египет патнелле ҫывӑхарса ҫитнӗ чухне вӑл Сарӑна, хӑйӗн арӑмне, каланӑ: акӑ эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм пулнине эпӗ пӗлетӗп; 12. сана курсассӑн Египет ҫыннисем: «ку унӑн арӑмӗ» тейӗҫ; вара мана вӗлерӗҫ, сана чӗрӗ хӑварӗҫ; 13. эсӗ: эпӗ унӑн йӑмӑкӗ пулатӑп, те, сан тӗлӗшпе мана аван пултӑр, сан урлӑ манӑн чунӑм чӗрӗ юлтӑр, тенӗ.
Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кашни пациентпах мӗнлерех калаҫмаллине пӗлетӗп: кампа — кӑшт ҫепӗҫрех, кампа — ҫирӗпрех.
«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
- Пушаннӑ уй-хире кӗркунне йӑлтах сухаласа хӑварнине пӗлетӗп.
Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Ытла ҫӳле вӗҫсе хӑпарсан ӳкме йывӑррине пӗлетӗп.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Халӗ артист профессийӗ чи йывӑр ӗҫсенчен пӗри иккенне питӗ аван пӗлетӗп.
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
«Павел Афандерова питӗ лайӑх пӗлетӗп, сӑнне хаҫатра курсанах палласа илтӗм. Салтакран таврӑнсан авланнӑ, мӑшӑрӗ Вера ятлӑ пулнӑ. Пӗр тӑван Иванпа Егор вара вӑрҫӑчченех ҫӗре кӗнӗ. Павел Хыркасси ҫывӑхӗнчи ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн асфальт бетон заводӗнче ӗҫленӗ. Халӗ ҫав вырӑнта «Дорожный» автобус чарӑнӑвӗ. Ҫавӑнпа та вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑна «бронь» ят панӑ. Ялтан иккӗн кӑна пулнӑ броньпа. Тепри, Валериан Бусов, Чалтан (финн) вӑрҫине хутшӑннӑ салтак пулнӑ. Павел мучине ачасем «Баламут» тесе чӗннӗ. Хӑйсен ача пулманран пӗчӗккисене юратнӑ. Ачасене панулмисем илсе тухса ҫитернӗ. Вӑл 1965 ҫулсенче ҫӗре кӗнӗ», – терӗ Илья Фомин.
Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Эпӗ пӗлетӗп: чылай «единорос»-депутат ҫак ҫивӗч ыйтӑва татса парассине хӑйсен суйлав умӗнхи программине кӗртнӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Эпӗ пӗлетӗп: ҫӗнӗ ҫул-йӗр пурне те килӗшмест.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Ҫынпа калаҫма пӗлетӗп.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Мӑн асаттерен пуҫласа хамӑн историе ҫапах та пӗлетӗп.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).
- Эсир кӑмӑллӑ лару-тӑрура паллашнине пӗлетӗп.
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).