Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килте сăмах пирĕн базăра пур.
Килте (тĕпĕ: килте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Давыдов малтан ҫине тӑрсах вак-тӗвек выльӑхсемпе чӑх-чӗпсене пӗрлештерессине хирӗҫлерӗ, анчах Нагульнов татӑклӑнах ҫапла каласа хучӗ: колхозниксен пухӑвӗнче килте усракан пӗтӗм чӗрчунсене пӗрлештересси ҫинчен решени йышӑнтармасан, ҫураки туса ирттересси пӑчланса ларать, мӗншӗн тесен пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе тата ҫакӑнпа пӗрлех чӑх-чӗпсене те пусса пӗтереҫҫӗ, терӗ.

Давыдов вначале упорно выступал против обобществления мелкого скота и птицы, но Нагульнов решительно заявил, что если на собрании колхозников не провести решения об обобществлении всей живности, то весенняя посевная будет сорвана, так как скот весь будет перерезан, и заодно и птица.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ман килте шӑрши те ан пултӑр какайӑн.

И на дух не надо мяса.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпир пухуран таврӑнатпӑр, вӑл ҫаплах килте ҫук!

Мы с собрания приходим, а ее все нет!

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ман килте нимӗнле офицер та ҫук, — тесе хучӗ уҫӑмсӑр сассипе Яков Лукич.

— Никакого офицера у меня нету, — глухо сказал Яков Лукич.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пирӗн килте ҫӗвӗ машини пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

— Пирӗн килте никам та ҫук, — терӗ Федор.

— У меня дома все равно никого, — сказал Федор.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Манӑн килте те шӑп ҫавӑн пек Чебурашка пур.

— У меня дома оказался точно такой же Чебурашка.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Маргарита трубкӑна вырӑнне ҫакрӗ — Вӑл Японие тухса кайнӑ, ӗҫрисем шӑнкӑравласа ан чӑрмантарччӑр тесе кӗсье телефонне килте хӑварнӑ.

— Маргарита положила трубку на аппарат. — Он уехал в Японию, а мобильный телефон оставил дома, чтобы его не смогли достать с работы.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вунӑ ҫултанпах килте пӗччен юлса эп йӑлтах хам тума хӑнӑхнӑ.

Я с десяти лет все время один дома целыми днями. Пришлось всему научиться.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Амӑшӗ килте пулмарӗ.

Но мамы дома не было.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Килте овчарка пур тенӗ-ҫке эс хураха.

— Ты же говорила, что у тебя дома овчарка.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Вӗсем чӑнах та килте мар.

— Их действительно нет дома.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Выртать килте йӑваланса.

Так он дома без дела и валяется.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Пӗр тӑватӑ сехетрен килне таврӑнсан, килте пурте йӗркеллех пулнӑ.

Часа через четыре возвратились назад, найдя дома все в полном порядке.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Телефонпа ыйтрӗҫ те, эпӗ сире килте терӗм.

Тут звонили, и я сообщил, что вы дома.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ килте ҫук, тейӗр.

— Скажите, что меня нет дома.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катьӑна шыраса тупма ӗмӗтленсе, е ун ҫинчен мӗнле те пулин хыпар пӗлес тесе Ярославле тухса кайнӑ май, сан патна кӗрсе тухрӑм та, эсӗ килте пулманнишӗн питӗ кӳрентӗм.

 по дороге в Ярославль, где надеюсь найти Катю или хоть разузнать о ней, заехал к тебе и, к глубокому сожалению, не нашёл тебя дома.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

1942 ҫулта ҫуллахи вӑхӑтра, пӗтӗм Мускав халӑхӗ ӗҫленӗ ҫӗртех пурӑннӑ чух, ҫитменнине тата кӑнтӑр вӑхӑтӗнче, ӗҫленӗ кунхине Жуков профессор килте пулманнинчен тимӗн тӗлӗнмелли те ҫук.

Ничего удивительного не было в том, что летом 1942 года, когда почти все москвичи жили на работе, да ещё днём, в служебное время, я не застал профессора Жукова дома.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ун ҫинчен эпир час-часах калаҫаттӑмӑр, столовӑйра та, килте те, виҫсӗмӗр пӗрле пурӑнакан землянкӑра та.

Об этом мы говорили часто, очень часто — и в столовой, и на дому, в землянке, где мы жили втроём:

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пур тискер кайӑкне те кунта усраман ӗнтӗ, паллах чи хаклӑ йышшисене ҫеҫ, ҫакна вара питӗ вырӑнлӑ ӑс ҫитернӗ, Вальӑн инҫетри ҫӗршывран илсе килнӗ йӗкехӳре пурччӗ те хӗсӗрччӗ вӑл, килте усрани усса пычӗ пулмалла — вӑл ҫурланӑ.

Разумеется, он взял не всех зверей, а только ценные экземпляры, и это была превосходная мысль — хотя бы потому, что какая-то редкая заморская крыса, которая до сих пор решительно отказывалась иметь детей, у Вали родила: так подействовала на неё семейная обстановка.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех