Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утса (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Зоя килсе кӗчӗ те, Анна Васильевна вӑранманни ҫинчен систерчӗ, чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫӳреме пуҫларӗ.

Появилась Зоя и стала ходить по комнате на цыпочках, давая тем знать, что Анна Васильевна еще не проснулась.

XIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Инсаров тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх утса ҫаврӑнса килчӗ.

Инсаров встал и прошелся по комнате.

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Берсенев алӑк урати урлӑ каҫсанах, Инсаров ӑна хирӗҫ утса пычӗ; анчах: «э, эсир-ҫке ку» е «ах, турӑҫӑм, мӗнле майпа?» тесе кӑшкӑрмарӗ, «сывлӑх сунатӑп!» тесе те каламарӗ, унӑн аллине ҫеҫ тытса чӑмӑртарӗ те пӳлӗмри пӗртен-пӗр пукан патне ҫавӑтса кайрӗ.

Инсаров пошел навстречу Берсеневу, как только тот переступил порог дверей, но не воскликнул: «А, это вы!» или: «Ах, боже мой! какими судьбами?», не сказал даже: «Здравствуйте», а просто стиснул ему руку и подвел его к единственному, находившемуся в комнате, стулу.

VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Аллисем унӑн ҫинҫе, шупка-хӗрлӗ, вӑрӑм пӳрнеллӗ, урисем те ҫинҫе; вӑл кӑштах малалла ӳпӗнсе хӑвӑрт, ыткӑнса чупнӑ пекех, утса ҫӳрет.

Руки у ней были узкие, розовые, с длинными пальцами, ноги тоже узкие: она ходила быстро, почти стремительно, немного наклоняясь вперед.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Берсенев, Елена аллине тытса, унпа юнашар йывӑҫсем хушшипе утса кайрӗ, анчах пуҫланнӑ калаҫу, кансӗрленипе ҫийӗнчех татӑлнӑскер, ҫӗнӗрен пуҫланмарӗ.

Берсенев взял руку Елены и пошел за ней по саду, но начатый разговор, слишком рано прерванный, не возобновился.

IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вара вӑл, кашни ярса пусмассеренех ҫинҫе кӗлеткипе кӑштах тайкаланса, хура перчетке тӑхӑннӑ илемлӗ пӗчӗк аллипе пичӗ ҫине усӑнса анакан ҫемҫе те варӑм ҫӳҫ пайӑркисене каялла ывӑткаласа, сукмакпа вӗсенчен малтан утса кайрӗ.

Она отправилась вперед по тропинке, слегка раскачивая свой тонкий стан при каждом шаге и откидывая хорошенькою ручкой, одетой в черную митенку, мягкие длинные локоны от лица.

II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫак самантра икӗ тус утса пыракан сукмак ҫинче ҫап-ҫамрӑк хӗр курӑнса кайрӗ; вӑл сарлака улӑм шлепке тӑхӑннӑ, хулпуҫҫие ҫине кӗрен зонтик хунӑ.

Молодая девушка, в широкой соломенной шляпе, с розовым зонтиком на плече, показалась в это мгновение на тропинке, по которой шли приятели.

II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫамрӑксем Мускав ҫырми патне анчӗҫ те ҫыран хӗррипе утса кайрӗҫ.

Молодые люди спустились к Москве-реке и пошли вдоль ее берега.

II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Шубин сиксе тӑчӗ те пӗр-икӗ хутчен каллӗ-маллӗ утса тухрӗ, Берсенев вара пуҫне пӗкрӗ, унӑн сӑн-пичӗ те кӑштах хӗрелчӗ.

Шубин вскочил на ноги и прошелся раза два взад и вперед, а Берсенев наклонил голову, и лицо его покрылось слабой краской.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Тин ҫеҫ эпир стереотрубапа пӑхсаттӑмӑр та ҫуртсемпе садсене, котелоксем йӑтса, ним пытанмасӑр, ирӗклӗн утса ҫӳрекен нимӗҫсене (пӗри тата тутапа каламалли пӗчӗк купӑспа), вӗсене ҫеҫ мар, ҫурт стенисем ҫине ҫыпӑҫтарнӑ фольксштурм ретне кӗме чӗнекен плакатсене курсаттӑмӑр, трубана сулахай енне ҫавӑрса, унта нимӗҫсен гаубицӑллӑ батареи ларнине, нимӗҫсем апатланнине (вӗсем шӑпах палӑртнӑ вӑхӑтра апатланаҫҫӗ) асӑрхасаттӑмӑр…

Только что мы смотрели в стереотрубу: домики, сад и спокойно прогуливающиеся немцы с котелками, а один и с губной гармошкой, и даже плакаты на стенах домов, призывающие вступать в ряды фольксштурма, а когда перевели трубу влево — немецкая гаубичная батарея и опять обед: немцы питаются точно по расписанию…

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпир ӑна урлӑ та пирлӗ утса тухнӑ ӗнтӗ: пӗр ҫын чунӗ ҫук.

Исхоженная нами вдоль и поперек, и ни души вокруг.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Эпӗ аякран утса пыратӑп.

Я шел сбоку колонны.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Катонин, Буньков тата Соколов ҫӗлӗкӗсене хывнӑ та ман машина хыҫҫӑн утса пыраҫҫӗ, оркестр хурлӑхлӑ юрӑ кӗвви калать, анчах ку Шопенӑн траур маршӗ мар, темле урӑх музыка.

Катонин, Буньков и Соколов, сняв зимние шапки, шли за машиной, на которой лежал я, а оркестр исполнял грустную песню, но это был не траурный марш Шопена, а что-то другое.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл пирӗнтен кая утса тухнӑ тетӗр-и вӑрҫӑ ҫулне?

Разве он меньше нас с вами фронтовых дорог прошел?

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Акӑ халь атте колоннӑпа юнашар утса пырать, ҫынсем унӑн кашни сӑмахне, кашни командине итлеҫҫӗ.

И вот сейчас мой отец идет рядом с нашей колонной, и к его словам, к его командам прислушиваются все.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсем, салтак пулса, хӑрушӑ вӑрҫӑн йывӑр ҫулне утса тухнӑ, Берлина тата Прагӑна ҫитнӗ.

Они, стали солдатами, прошли тяжелый путь страшной войны, добрались до Берлина и Праги.

Сергей Баруздинӑн «Пӗр ҫулпах» романӗ // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с. — 4 с.

Пӑлханнипе нимӗн тума пӗлмен Гленарван Айртон каюти патӗнче каллӑ-маллӑ утса ҫӳрет.

Гленарван, весь во власти нервного возбуждения, бродил вокруг каюты Айртона,

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вара вӑл ҫавӑн пекех хыттӑн та виҫеллӗн утса хӑйӗн каютине кайрӗ.

И тем же размеренным и твёрдым шагом он вернулся в свою каюту.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла вӗсем икӗ кун хушши пуртӑна алӑран ямасӑр утса пычӗҫ.

Так, не выпуская топора из рук, они продвигались двое суток.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эленпа Мэри вӑл сукмаксем тӑрӑх Гленарванпа Джон Мангльс пулӑшнипе кӑна утса пыраҫҫӗ.

Элен и Мэри шагали по ним с помощью Гленарвана и Джона Мангльса.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех