Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйрӑлнӑ (тĕпĕ: уйрӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1972 ҫулта мӑшӑр уйрӑлнӑ.

В 1972 году супруги развелись.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсем пӗрлешсен икӗ ҫултанах уйрӑлнӑ.

Их брак развалился через два года.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Аллилуевӑпа Жданов часах уйрӑлнӑ.

Вскоре Аллилуева и Жданов развелись.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Сӑвӑсем» /1963/, «Фронтра» /1979/ кӗнекесен /вӗсене поэт пурнӑҫран уйрӑлнӑ хыҫҫӑн кӑларнӑ/ авторӑн кӗске ӗмӗрӗ иртнӗ ҫурта, Анат Сурӑм ялӗнче, кивелнӗ пулин те, курма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 13 ҫемье чӑмӑртаннӑ, 7 мӑшӑр уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

ЗАГС пӗлтерет // В.НОВИКОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Пурнӑҫран уйрӑлнӑ арҫынсен вӑтам ӳсӗмӗ 58 ҫул, хӗрарӑмсен - 75 ҫул.

Куҫарса пулӑш

ЗАГС пӗлтерет // В.НОВИКОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Акӑ, иртнӗ ҫул 32 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ пулсан, 12 ача ҫеҫ ҫутӑ тӗнчене килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

36. Унтан Иисус халӑхран уйрӑлнӑ та пӳрте кӗнӗ.

36. Тогда Иисус, отпустив народ, вошел в дом.

Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

100. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: апла пулсассӑн ӳтрен уйрӑлнӑ чунсене Эсӗ мӗн каланине курмашкӑн вӑхӑт параҫҫӗ-и? терӗм.

100. И я отвечал и сказал: «значит, душам по разлучению их с телом будет дано время, чтобы видеть то, о чем Ты мне сказал?»

3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Хӑтӑлса юлнисем, хӑйсене халӑхсем хушшине тыткӑна илсе кайсассӑн, Эпӗ вӗсенӗн Манран уйрӑлнӑ аскӑн чӗрисене тата йӗрӗхсем хыҫҫӑн асса ҫӳренӗ куҫӗсене касӑлтарсассӑн, Мана аса илӗҫ; вӗсем хӑйсен ирсӗрлӗхӗсемпе туса тултарнӑ усал ӗҫӗсемшӗн хӑйсенчен хӑйсем йӗрӗнӗҫ, 10. вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ; вӗсем ҫине ҫакӑн пек хӗн-асап яратӑп тесе ахаль каламарӑм, тесе калать те.

9. И вспомнят о Мне уцелевшие ваши среди народов, куда будут отведены в плен, когда Я приведу в сокрушение блудное сердце их, отпавшее от Меня, и глаза их, блудившие вслед идолов; и они к самим себе почувствуют отвращение за то зло, какое они делали во всех мерзостях своих; 10. и узнают, что Я Господь; не напрасно говорил Я, что наведу на них такое бедствие.

Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Турӑран уйрӑлнӑ чухне епле хастар пултӑр, Турӑ енне ҫаврӑнма, Ӑна шырама ҫав хастарлӑха вунӑ хут ӳстерӗр: 29. сирӗн ҫине ҫак хӗн-хура Яраканӗ, сире ҫӑлса, сирӗн ҫине ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ ярӗ.

28. Какова была решимость ваша, чтобы удалиться от Бога, увеличьте ее в десять раз, чтобы обратиться и искать Его, 29. ибо Тот, Который навел на вас сии бедствия, наведет на вас вечное веселье со спасением».

Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Седекия ӗнтӗ Вавилон патшинчен уйрӑлнӑ.

И отложился Седекия от царя Вавилонского.

4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ун вӑхӑтӗнче Навуходоносор, Вавилон патши, Иудейӑна тапӑнса кӗнӗ, вара Иоаким ӑна виҫӗ ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ, кайран, унран хӑпса, уйрӑлнӑ.

1. Во дни его выступил Навуходоносор, царь Вавилонский, и сделался Иоаким подвластным ему на три года, но потом отложился от него.

4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ кашни салтака, ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ кашни ветерана асра тытса пӗр минут шӑп тӑрас-тӑк, тӗнче аллӑ ҫуллӑха шӑпланӗччӗ», — ҫакӑн пек шухӑша вуланӑччӗ эпӗ нумаях пулмасть социаллӑ сетьре.

Куҫарса пулӑш

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫичӗ ҫул каялла 3534 ҫемье чӑмӑртаннӑ, 1 пине яхӑн мӑшӑр уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Унӑн шухӑшӗпе, парӑмҫӑ йышланни мӑшӑрсем уйрӑлнӑ тӗслӗх нумайланнипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Шухӑшласан, уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Володя та, Оля та мӑшӑрланнӑ, кашнинех пурӑнмалли кӗтес пур.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Упӑшкинчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Ирина ывӑлӗпе пӗрле тӑван ялне, Вӑрнар районӗнчи Шӗнер Ишеке ашшӗ-амӑшӗн кил-ҫуртне, таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫулталӑк каялла упӑшкинчен уйрӑлнӑ хыҫҫӑн арҫынсене пачах асӑрхаманскер, шанманскер хӑйӗнпе сасартӑк мӗн пулса иртнине ӑнланман.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех