Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗр, чарӑна пӗлми пакӑлтатакан ҫыннӑн вӗҫӗмсӗр халлапӗсене итленӗ хушӑра, чей тултарса ларнӑ.Она разливала чай, слушая неистощимые рассказы любезного говоруна.
XIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кудларова, малтан нимӗн пӗлми пулнӑскере, полици участокне илсе кайса, врача кӑтарнӑ.
Савӑнӑҫ // Мирун Еник. https://chuvash.org/lib/haylav/7085.html
— Ҫаратаҫҫӗ! — чарӑна пӗлми ҫухӑрчӗ Наум.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Вӗсем ҫакна ҫеҫ пӗлнӗ; вӑхӑт питӗ нумай иртсен (хӑйсене ҫапла туйӑинӑ) вӗсем иккӗшӗ те ыйха кайса ним пӗлми пулнине хӑйсем ҫинчен сирсе пӑрахнӑ та хӑйсене пырса тивне инкеке каллех туйма пуҫланӑ.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ал-ура ним пӗлми пулчӗ темелле. Халӗ автоматпа тӗллеме те пултарас ҫук эп тӑшмана. Эх, мӗншӗн пӗрремӗш машина иртсе кайсанах сиксе тӑмарӑмӑр-ши?
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Урасем халех ним пӗлми шӑнчӗҫ те.
Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970
Ним пӗлми выртакана ҫав каҫах самолетпа «Пысӑк ҫӗр» ҫине ӑсатнӑ.В ту же ночь, лежащего без сознания, отправили на "Большую землю".
Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Авал тӑван халӑх ҫакна питӗ лайӑх ӑнланнӑ, халӗ вара ытла ӑслӑланса кайрӑмӑр та — пӗлми пултӑмӑр.В старину родной народ это понимал очень хорошо, сейчас же слишком поумнели — стали невеждами.
Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№
10. Сирӗн валли хатӗрленӗ тивлет ҫинчен малтанах каласа тӑнӑ пророксем ҫав ҫӑлӑнӑҫа шыранӑ, ҫавна пӗлсе ҫитме тӑрӑшнӑ; 11. хӑйсенӗн ӑшӗнчи Христос Сывлӑшӗ вӗсене Христос асапланасси ҫинчен, асапланнӑ хыҫҫӑн мухтава тухасси ҫинчен каласа тӑнӑ, вӗсем ӗнтӗ ҫав Сывлӑш хӑш вӑхӑт ҫинчен, мӗнле вӑхӑт ҫинчен пӗлтернине чухласа илесшӗн пулнӑ; 12. вӗсемшӗн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӗсем хӑйсемшӗн мар, пирӗншӗн ӗҫленӗ, вӗсенӗн сӑмахӗсем те — ҫӳлтен янӑ Таса Сывлӑш халӗ сире Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем урлӑ каланӑ сӑмахсем — сирӗн валли пулнӑ; ҫав пӗлми ӗҫе ангелсем те пӗлесшӗн тӗмсӗлеҫҫӗ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Виҫеллӗ ӗҫсе ҫисессӗн, ыйхӑ та канлӗ пулать: ирех тӑрать вӑл, чунӗ те хаваслӑ; 23. ҫисе тӑрана пӗлми ҫын ыйхӑсӑр асапланать, вар чирӗпе, ӑшӗ чиксе ыратнипе хӗн курать.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Мӗншӗн эсир те мана Турӑ пек йӗрлетӗр, мана тӑрана пӗлми кӑшлатӑр?22. Зачем и вы преследуете меня, как Бог, и плотью моею не можете насытиться?
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.