Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хул сăмах пирĕн базăра пур.
хул (тĕпĕ: хул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫех ҫул ҫинче хӑйӗн чи хулӑн тутӑрне ҫыхнӑ, хул хушшине сумка хӗстернӗ Командирша курӑнса кайрӗ.

Они видели, как Командирша, закутавшись в свой самый толстый шерстяной платок, вышла с сумой под мышкой.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хул хушшине хулӑн папка хӗстерни бульдозериста пӳртсене ҫырмана тӗксе антарма хушрӗ.

Чиновник с толстой папкой под мышкой велел бульдозеристу столкнуть дома в овраг.

Манӑҫӑнмасть самана саламачӗ // Е. АРСЕНТЬЕВ. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.

Бауман аллине ҫӳлех ҫӗклесе, Лёшӑна йӑтрӗ, ку вӑл пакета хул тӑрӑх мӗн май килнӗ таран шаларах, чавсаран шаларах, хул патне шуса анма кирлӗ.

Бауман поднял Лешу, высоко вытянув руки, чтобы загнать — по рукаву — пакет как можно глубже, за локтевой сгиб, к плечу.

XXXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫав сӑмахсем хыҫҫӑн Лентул Сура Каталинӑна хул айӗнчен тытсах хула варринелле ертсе кайнӑ.

И с этими словами Лентул Сура, взяв под руку погруженного в глубокие думы Катилину, повел его с собой по направлению к центру города.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хулӑн пӑявне вӑл Костя пулӑшнипе кимӗ сӑмсинчи тимӗр ункӑран ҫыхать, йӑлмакне хӑй ҫине хул урлӑ тӑхӑнса ярать.

Толстую он с помощью Кости привязывает к скобе на носу, петлю надевает через плечо.

Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл унӑн блузки ҫинчи пӑнчӑллӑ кӑвак виҫкӗтеслӗхсене, хулӗ ҫинчи кукӑр хӗрлӗ йӗрсене — кукуруз ҫулҫи каснӑ йӗрсене, тӗрленӗ блузӑн хул тӗпӗнчи тӗксӗм ҫурункӑсене… аса илчӗ.

Он помнил голубые треугольники с крапинками на ее вышитой кофточке, кривые, красноватые царапины от кукурузы на ее руках и темные тени подмышками.

5 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Хыҫалтан, хул лапатки айӗнчен, шӑпах хул лапатки айӗнчен чикме пулать, — тет малалла Балабан, — кӑкӑртан та пама пулать, Дульник, анчах аяк пӗрчи хушшине тӗллемелле, ҫавӑнпа та анатомие вӗренме сӗнетӗп.

— Можно бить сзади — под лопатку, точно под лопатку, — продолжал Балабан, — можно бить и в грудь, Дульник, только целить между ребер, а поэтому советую изучить анатомию.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Ҫӑткӑн динозаврӑн сулахай хул калакӗн катӑкӗ — терӗ Шатров, тусӗн хулӗ урлӑ кармашса, — анчах леш пуҫ купташки урӑх чӗрчунӑн.

— Обломок левой лопатки хищного динозавра, — говорил Шатров, склоняясь через плечо приятеля, — но не того животного, чей череп.

Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.

 — Шерккей, ак, кур-ха, эп кӑштах чӗкелтӗм пулас, сана кӑна калам та, мӑнтӑрлантӑм пек, ме, хыпашласа пӑх-ха хул шӑшине, — кӳршине вӑл аллинчен тытрӗ те хул шӑшине хыпашлаттарчӗ, хӑй тата ҫумнерех хӗсӗнсе ларчӗ.

— Шерккей, тебе только доверяюсь: я, пожалуй, растолстела, ну-ка пощупай мои руки, — она схватила в темноте руку Шерккея и приложила к своему плечу, прижавшись одновременно к нему всем телом.

XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пирвайхи хул айне тулли пысӑк портфель хӗстернӗ, тепри хул пуҫҫийӗ ҫине чӗн ҫӳҫеллӗ чӑпӑркка ҫакса янӑ.

У первого под мышкой был прижат объемистый, пухлый портфель, у второго через плечо висел кнут с нарядными ременными махрами.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Саппун кулленхи пекех, ҫухавипе хул хушшине тӗрӗ тӗрленӗ, вӗтӗ хутламлӑ юбка;

Передник как в будни, дополнительно ворот и проймы обшиты вышивкой, юбка с мелкими складками;

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

Папка вӑл пуҫлӑхсем хул хушшине хӗстерсе ҫӳрекен мӗнччӗ-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Унӑн Мами // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Апатне хул хушшине чик.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хул хушшине симӗс апат хӗстерсе чупса ҫитнӗ Вихтӗре Мӗтри конюх ырламаллипех ырлать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Хул хушшине хӗстерме ҫук ӑна.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Пар-ха, сан ҫине лайӑхрах пӑхам, тӑванӑм, — вӑл ӑна хул пуҫҫийӗсенчен тытса ҫутталла чӳрече еннелле ҫавӑрса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ хӑйӗн кӗрӗкне хул пуҫҫийӗсенчен уртса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Леснике хӑйне те тахӑшӗ сулахай хул урлӑ темпе туртса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Укахви, картишӗнче ларнӑ сысна валашкине хул хушшине хӗстерсе кӗрсе тӑнӑскер, упӑшки вӑраннӑшӑн савӑнанҫи турӗ: «Ӑхӑ, — терӗ, — ытти чухнехи пек, силлесе нушаланма кирлех мар иккен: хӑвах тӑнӑ… Ме!» — вараланчӑк та шӑршлӑ валашкана диван умне шак пырса лартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ӑхӑ, — шӑлавара ҫӗртен илсе хул хушшине хӗстерет Олег амӑшӗ, — кунта сирӗн целӑй шайкка иккен-ха…

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех