Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVIII. Таптанми йӗр

Пай: Хура ҫӑкӑр –> Пӗрремӗш кӗнеке

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫул: 1989; Хушнӑ: 2020.10.29 17:44

Пуплевӗш: 360; Сӑмах: 3255

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Шерккейӗн пит-куҫӗ кӗтмен ҫӗртен пӗркелене пуҫларӗ. Юрӗ ӗнтӗ, мӗн тӑвас тетӗн, шӑла ҫыртса та пулин чӑтмалла. Ҫурчӗ унӑн йӑлтах пушанса юлчӗ… Ӗлӗк кӳршӗ ҫыннисем те пулин килкелесе каятчӗҫ, халь вӗсем те ҫӳреми пулчӗҫ. Эх пӳртре арӑм ҫукки, пӗтӗм ал-урана ҫыхӑнтарать те, нимӗн тума ҫук. Пысӑк ӗҫ хускатмалла-ҫке унӑн: пӳрт хӑпартмалла! Ӗнтӗ урай-мачча хӑмине те саваласа хатӗрленӗ, мӑк та кӑларса килнӗ, кӳршӗ-аршӑсем вак-тӗвек ӗҫрен пушанасса кӑна кӗтет Шерккей, вара пӳрт хӑпартма тытӑнать.

Пӳртне хӑртлама тесе, вӑл Пикмӑрса арӑмне вунсакӑр витре сӑра тутарчӗ. Сӑри пит ӑнса пулчӗ, кӑпӑкӗ хӑймаланса кӑна тӑрать. Шерккей ӑна кӑшт тутанса пӑхрӗ те урӑхран, сӗвӗрӗлтерес марччӗ тесе, пичкине пӑхма та хӑрать. Килте яшка пӗҫерекен ҫук-ҫке, ҫавӑ та пулин пӑтӑрмахла ӗҫ иккен. Улма та улма — йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ. Тимрук, ав, халиччен яшка пӗҫерменскер, хуран патне те пымасть.

Паян ир Шерккей хӑех шӳрпе пӗҫерсе пӑхма шутларӗ. Ильяспа иккӗшӗ вӗсем улма шуратрӗҫ, Тимрукӗ хуранне ҫуса тасатрӗ, шыв ӑсса кӗчӗ. Какайсӑр шӳрпе часах пиҫрӗ. Сӗчӗ пит сахалччӗ. Ӗнине вӑхӑтра суманнипе вӑл та пулин сӗтне антарми пулчӗ. Тепӗр ӗни, Кантюк папайӗнчен илни, ниҫта та тупӑнмарӗ. Шерккей ӑна ялта ик-виҫӗ кун та шыраттарчӗ, ют ялсене те, вӑрмана та ҫитсе пӑхрӗҫ. Тарӑнварта пӗркун темле мишерсем, тет-ҫке, иккӗн, тет, пӗр ӗнене хӑваласа каятчӗҫ, тет. Ҫавсемех илсе кайнӑ пулӗ-ши? Шыра унта! Халиччен шӑмми кӑна тӑрса юлчӗ пуль…

Шерккей аптрасах ӳкрӗ. Ӗнтӗ мӗнле кӑна нуша капланмарӗ ӑна. Ҫапах чӑтать-ха. Тепӗр тесен, ӗнешӗнех хуйхӑрса вилес мар-ха тесе алӑ сулчӗ те, ӗҫӗ те пӗтрӗ.

Сӗтел хушшине ҫиме ларчӗҫ. Ильяс пӗр кашӑк сыпрӗ те Тимрука пӑхрӗ. Кашӑкне сӗтел ҫине хӑюсӑр хучӗ. Тимрук та пӗр кашӑк яшка ӑсса илчӗ, васкавлӑн сыпса ячӗ та куҫне-пуҫне чалӑртрӗ, кашӑкне хучӗ.

— Мӗн тӑта эсӗ, эсӗр… ҫиме, ҫиме ларнӑ пулсан, ҫимелле ӗнтӗ, ҫимелле! — терӗ ашшӗ.

— Тӑвар яшки пӗҫерсе патӑн эс пире, атте…

— Епле апла?..

Шерккей хӑй те яшкине тутанса пӑхрӗ.

— Ай, тупата, икӗ хут, икӗ хут тӑвар янӑ-ҫке кунта? Кам апла хӑтланчӗ?

Тимрук та, Ильяс та тӑвар яман иккен, Шерккей хӑех манӑҫнӑ та тӑварне икӗ хут янӑ. Яшки ҫӑвара хӑпаласа илес пек тӑварлӑ пулнӑ. Халь вӑл улмине те пулин ҫиесшӗнччӗ, пӗри те ҫиеймерӗҫ, сӗтел хушшинче пӗр калаҫмасӑр ларса, типӗ ҫӑкӑр чӑмлама тытӑнчӗҫ. Часах Ильяс тухса кайрӗ, ун хыҫҫӑн Тимрук тухрӗ, сӗтел хушшинче пӗртен-пӗр Шерккей тӑрса юлчӗ. Мӗн тумалла?..

Шерккей сӗтел ҫине чавсаланчӗ. Хӑрах аллипе сайра сухаллӑ янахне тытрӗ. Сӗтелӗ те тикӗс ларман; ӳсӗрӗлнӗ пек тайкаланса тӑрать, ҫуртра алла пуртӑ тытма пӗлекен арҫын ҫук тейӗнех. Тем мар-ха тата вӑл, тӳрлетӗ-ҫке пӗр-пӗр…

Ҫапах кама та пулин яшка пӗҫерекенни тупмалла. Пӗркунсенче Уття килкелесе каятчӗ. Чӗнме пӑрахнӑранпа вӑл та килсе курми пулчӗ, ӗнер, ав, Шерккей ун амӑшӗпе: Уття пирӗн пата яшка пӗҫеркелеме пыраймӗ-ши тесе калаҫса пӑхрӗ. Уття пымастӑпах тесе каларӗ тет. Килмесен, ан килтӗр пӗрех хут. Урӑххине тупӑп тесе, Шерккей ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ, уткаласа ҫӳрерӗ. Несихва-и? Чӗнсен килет те-ха, анчах вӑл та пӗрре пӗҫерсе парӗ, иккӗ пӗҫерсе парӗ, виҫҫӗмӗшне — чӗнме те лайӑх мар. Чӗнме тет-ха! Ҫакӑн пек ӗҫсем пулса тӑнӑ хыҫҫӑн мӗн калаҫмалли пур? Шӑллӗ халь ялти чи хӑрушӑ тӑшманӗ пулса тӑчӗ. Ҫаплах каларӗ: «Ура ярса пусассӑм ҫук, тете», — терӗ Элентей. Пыр та калаҫ. Тӑван тесе тӑр ҫавӑн хыҫҫӑн. Чим-ха, Шерккей сана калаҫтарӗ те-ха ӳлӗмрен. Ун патне ура та ярса пусӑн. Анчах вӑл ӳлӗмрен пулӗ. Ӳлӗмрен ҫав…

Кӑнтӑрла ҫитиччен Шерккей Куҫинккасем патне кайса килчӗ — хуҫи килӗнче пулмарӗ: ыйткалама кайнӑ-мӗн. Пӗччен ҫынсем патне ҫитсе пӑхмалла ӗнтӗ, Анаткасра Велла йӑмӑкӗ пӗччен пурӑнать. Шерккей унта та ҫитсе пӑхрӗ. Лешӗ хамӑн ӗҫӗм нумай тет, кӗрӗшсе тӗртетӗп тет, ҫип арлатӑп тет. Мӗн тӑвӑн ҫынна, мӗнле ӗҫпе ӑс ҫитерет, ҫавӑнпа тӑранса пурӑнать ӗнтӗ.

Кӑмӑлсӑр таврӑнчӗ вӑл килне. Кӗрсе тухас тесен, тепӗр ҫын та пурччӗ-ха ун ӗмӗтӗнче. Анчах Шерккей тӑр-кӑнтӑрла вӗсем патне чарӑнсан, ҫын тем калӗ тесе шухӑшларӗ. Арӑмӗпе хӗрне ҫӗре чикни икӗ уйӑх иртмен, вӑл пур — пӗччен арӑм патне ҫӳре те пуҫларӗ тейӗҫ. Ҫын сӑмахӗнчен ытла хӑрать-ҫке Шерккей. Ялта ӑна халиччен кирек кам та лӑпкӑ-сӑпӑ ҫын тетчӗ-ха. Пӗр усал ят та тухманччӗ. Иртнӗ уйӑхра ҫеҫ вӑл хӑй ҫинчен пӗр лӑнккӑ-ланккӑ сӑмах илтрӗ: ӑна Лаша Шерккейӗ теме тытӑннӑ иккен. Илтессе ҫав сӑмаха ҫынран кӑна илтрӗ-ха вӑл, мӗншӗн аплах мӑшкӑлланине пӗлесшӗн пулчӗ те пӑхма ҫук вӑтанчӗ, ҫӗр минне анса каясса ҫитрӗ: юмӑҫ патне лаша утланса кайнӑ пулать те, лашине хапхаран мар, крыльцаран утланса тухнӑ, теҫҫӗ. «Ҫын сӑмахӗ-ҫке, ун пекки пулман», — теме пӑхрӗ Шерккей. Анчах вӑл халиччен никама та улталаса курман, хальхинче хӑй хӗрелсе намӑсланнинченех: Шерккей, ав, пире улталасшӑн терӗҫ. Ҫавӑнтан вара ӑна ҫӗнӗ ят туянтарчӗҫ: Лаша Шерккейӗ! Ҫыпӑҫтарса ярать-ҫке ҫапла пӗр-пӗр карма ҫӑвар, ай, тупата! Шерккейӗн хӑй ӗмӗрне кӑна мар, ачин ачи ӗмӗрне те ҫитӗ! Мӗн вӑл лаша тени? Ҫын тенӗ пулсан, тепреччӗ хуть, капла… Ҫук!

Шерккей хӑйне ҫапла тӑрӑхласа чӗннине туясса лайӑх туять-ха, анчах ним те тӑваймасть. Ют ҫын та ҫукчӗ пек-ҫке ун чух? Килӗнче кам-кам пулнине, урамра кама тӗл пулнине асне илесшӗн пулчӗ вӑл. Тухтар пурччӗ. Тухтар ун пек-кун пек калаҫакан ҫын мар, Шерккей ӑна шута илмерӗ. Урамра кама курнине ниепле те асне илеймерӗ. Юрӗ пӗрех хут, Лаша Шерккейӗ теччӗрех-ха, ют ҫӑвара явлӑк туртса караймӑн. Вӑтаннине пула Шерккей тепӗр ҫын патне кӑнтӑр ҫутипе мар, каҫ тӗттӗмӗпе ҫитсе килӗп, каласан, вӑл яшка пӗҫерме те килкелесе кайӗ тесе шут тытрӗ.

Кӗтнӗ вӑхӑт час ҫитмест ҫав. Шерккее паян кун тӑршшӗ нихҫанхинчен те вӑрӑм пек туйӑнчӗ. Кунӗ хӑвӑртрах ирттӗр тесе вӑл витери тислӗкне тасатрӗ, Тимрукӗпе пӗрле вутӑ татрӗ, ӑна ҫурса пӗтерчӗ, купаласса Ильяс купаларӗ. Ачасем урама тухса чупрӗҫ.

Акӑ тинех хӗвел анчӗ, кӑштах тӑрсан, ҫанталак тӗттӗмленчӗ. Хӗрсем сӑвӑ каласа иртрӗҫ. Шерккей хӑй ҫитсе пӑхас тенӗ ҫурталла ҫул тытрӗ. Ҫын курасран халӗ те пулин чунӗ ҫукчӗ-ха унӑн. Ҫавӑнпа вӑл тавра ҫулпа кайма шутларӗ: малтан пахчине тухрӗ, унта вӗрлӗк картине пӑхам пекки туса ҫӳрерӗ, анкарти урлӑ каҫса тӑкӑрлӑка ҫитрӗ, Ҫӗнӗ касалла таптарчӗ. Урамра унта-кунта ҫын ҫӳрет, пӗри анаталла, тепри Турикас еннелле ҫул тытать. Шерккей пахча хыҫне хӑюллӑн тухрӗ. Кунта никам та ҫук. Сетриван Ваҫҫукӗн пахчине ҫурса кӗрекен варанкӑ кунта пӗчӗк канав пек кӑна. Шерккей астӑвать-ха, хӑй ҫамрӑк чух ҫакӑнтан кӗлте лавӗпе иртсе пыратчӗ те, каҫрӑм-каҫрӑм тенӗ ҫӗртен, лавӗ тӳнчӗ кайрӗ, хӑй аран сиксе ӗлкӗрчӗ. Тахҫан пулнӑ вӑл, ҫапах та асӗнчен каймасть.

Каҫхи ҫил лӑпкӑн вӗрет. Шерккей мӑкаҫей кӗлечӗ ҫумӗпе иртрӗ. Унтан леререх, сӑртра, Илтиер арманӗ курӑнать. Сарлака ҫуначӗсем васкамасӑр авӑсса, халь-халь вӗҫсе ҫӗкленес пек, шатӑртатса ҫаврӑнаҫҫӗ. Шерккей пӗр-пӗр ӗҫе васкать тейӗн, хытӑрах ута пуҫларӗ. Акӑ Анаткас вӗҫӗ. Кунта ӗнтӗ вӑл хир енчен, таҫта Васан ялӗнчен таврӑннӑ пек пултӑр тесе, урама кӗчӗ. Ҫапах та, темӗн сиссе, унӑн ӑшӗ вӑркама тытӑнчӗ. «Ҫынсем пӑхса тӑмаҫҫӗ-ши?» — енчен енне тӗплӗн сӑнаса ҫаврӑнчӗ — ҫын тавраш мар, йыт-качка та курӑнмасть. «Ҫавӑ лайӑх та, лайӑх та», — терӗ Шерккей ӑшӗнче. Вара тӳрех пӗчӗк пӳрт патнелле пычӗ. Пӑлтӑр хӳтлӗхне ҫитсе, пӳрнипе майӗпен ҫеҫ тӑкӑр-тӑкӑр шаккарӗ. Хирӗҫ сасӑ илтӗнмерӗ. Шерккей тепӗр хут — хальхинче паҫӑрхинчен хытӑрах тӑкӑртаттарчӗ.

— Кам унта? — хӗрарӑм сасси илтӗнчӗ шалтан.

— Эпӗ-ха, Шерпике, уҫ-ха, уҫ алӑкна… — татах енчен енне пӑхкаласа илчӗ Шерккей. Никам те ҫуккине шанса, алӑк патӗнче тӑчӗ.

Сасартӑк ӑна ҫак самантра тепӗр майлӑ шухӑш килсе кӗчӗ: луша килчӗ пуль-ха вӑл кунта. Мӗне кирлӗ, тепӗр тесен, ҫак тирпейсӗр хӗрарӑма яшка-ҫӑкӑр пӗҫерме шанни? Ачисемпе те пулин калаҫса пӑхмаллаччӗ. Кӑлӑхах вӗсемпе килӗшсе татӑлмарӗ иккен. Тем курасси пулӗ тата, Шерпике яшка пӗҫерсе парӗ те, ҫиекен пӗри пулмӗ. Тимрук кӑна мар, Шерккей хӑй те ӑна-кӑна ытла тиркешсе ҫиет. Сайте унӑн ҫав тӗлӗшрен пит тирпейлӗ ҫынччӗ.. Яшка лартас умӗн вӑл таса сӗтеле те, таса кашӑк-ҫӑпалана та тепӗр хут ҫуса каятчӗ…

Вӑл юрӗ-ха ӗнтӗ, чим, акӑ пӳртре васкамасӑр мӑшӑлтатни илтӗнет. Шерккей: «Кӗрес-ши, кӗрес мар-ши», — тесе аптраса тӑчӗ. Ӗнтӗ кунта кӗрсен те, йӑпанса лармӗ-ха, йӑпӑрт тухса кайӗ.

Алӑк хытӑ чӗриклетсе уҫӑлчӗ.

— Шерккей, эс пултӑн-и ҫак?

— Эпӗ, эпӗ-ха.

— Атя, кӗр. Пӳртре улах-ҫке, никам та ҫук.

Шерккей, тикӗс мар урай тӑрӑх такӑнкаласа, Шерпике умӗн иртсе кӗчӗ. Шерпике алӑка питӗрчӗ.

Тӗттӗм пӳртре пӑчӑ. Ҫӗрӗшнӗ урай шӑрши, тӑм шӑрши — сывлӑш ҫавӑрма кансӗр. Килнӗ ҫын ни малалла, ни каялла иртеймесӗр аптраса тӑчӗ, тӗпелерехрен кӑна тӗнӗ пысӑкӑш пӗчӗк чӳречерен ҫӗрлехи тӗксӗм ҫутӑ сӑрхӑнать.

— Кунтарах ирт-ха, мӗн алӑк патӗнче тӑратӑн? — терӗ Шерпике.

— Ӑҫталла иртмелли те курӑнмасть, курӑнмасть…

— Ара, тахҫан пӗрре хам патӑмра пулнӑ пек астӑватӑп-ҫке?  — Тухатланӑ чух, пӗлтӗр, чӗнме килсен, кӗрсе тухрӑм-и ҫав, — аса илем пек пулчӗ Шерккей.

— Килсе курни аван-ха вӑл, ак ирт кунталла, — кил хуҫи Шерккее хулӗнчен тытрӗ те, маларах ирттерсе, вӑрӑм сак ҫине ларма пулӑшрӗ.

— Ҫуллахи каҫ тесе, хӑйӑ ҫутса-туса тӑмастӑп. Пӗччен пуҫпа нимӗн тумалли те ҫук. Упа пек ҫав. Ахаль те килен-каян пулмасть ман патӑмра. Юрать-ха, эс килсе кӗтӗн. Тепӗр чух ҫапла иккӗн калаҫса ларни те темӗне тӑрать.

— Ҫапла пулмасӑр, ҫапла пулмасӑр…

Хӗпӗртенӗ Шерпике унталла-кунталла ирткелесе ҫӳрет. Хӑй пӳртӗнче хӑй, тӗттӗм пулсан та, витӗр курать пулас.

— Ҫиме тавраш хатӗрлесе вӑхӑт ирттерер мар пуль? Ахаль, ҫӑмарта пӗҫерме пулать те…

— Ҫисе кӑна тухрӑм-ха, пӗр пӗрчӗ те хыпас килмест, — тунчӗ Шерккей.

— Ӗнтӗ эпӗ хам пуҫӑмпа ҫавна каламастӑп-и-ха? Сирӗн хӗрӗрпе капла инкек пулса тӑчӗ иккен. Тупата, кам апла-капла шухӑшлама пултарнӑ?..

— Ан та кала, — йывӑррӑн сывлӑш ҫавӑрчӗ Шерккей.

Вӑл ҫапла сывланинченех Шерпике урӑхран Шерккей хӗрӗ пирки сӑмах хускатма кирлӗ маррине тавҫӑрчӗ.

— Ҫӑкӑр-тӑвар кам пӗҫерсе парать-ши ҫак янаварсене тесе, кунсерен тенӗ пек пӑшӑрханатӑп вара хам тӗллӗн, — Шерккей шухӑшне пӗлнӗ пекех каларӗ Шерпике. Анчах килнӗ ҫын ун-кун пирки ачисемпе калаҫса татӑлмасӑр хальхинче уҫҫӑнах пӗлтерме шутламарӗ.

— Яшкине-ҫӑкӑрне пире Пикмӑрса хӗрӗ Уття пӗҫерсе парать-ха, — тесе кӑна систерчӗ.

— Урайне те вӑлах ҫӑвать пуль ҫав?

— Урайне те вӑлах ҫӑвать, ҫӑвать…

— И-и, апла нккен. Ҫуртра унсӑрӑн юрамасть ҫав, — хӗрхенсе хутне кӗрес пек, каласа хучӗ Шерпике. — Мӑшӑрланма иртерех тесе тӑратӑн пуль ҫав-ха?

— Ун пирки шухӑша та илмен, шухӑша та илмен, Шерпике. Ӗҫӗм ахаль те нумай-ҫке…

— Акӑ тата! Мӗнле ӗҫ пултӑр халь, шӑпах ӗҫсем пӗтнӗ вӑхӑтра?

— Пӳрт лартас тесе айланатпӑр-ха.

— И-и, илтсеттӗм, илтсеттӗм. Ара, кам каларӗ-ши мана, ҫав Шерккейсем пӳрт лартаҫҫӗ тесе, Кантюксемччӗ пулас, ҫавсем каларӗҫ-ши, халь ниҫта кайса хураймастӑп, тупата, ҫавсемех каларӗҫ пулмалла. Шерккей пуйсах кайрӗ иккен тетӗп. Ак хай, тахҫан хӑвӑра хам каланӑ сӑмахӑм та ҫитрӗ иккен теттӗм-ха…

Шерккей каллех ахлатса сывлӑш ҫавӑрчӗ.

— Пуясси пулмасан та, телейлӗ пуласса кӗтнӗччӗ те ҫав, ӗмӗтленнӗ пек пулмарӗ-ҫке, Шерпике, — терӗ вара вӑл.

— Ытти ачӑрсем мӗнле халь тата, чипер сывлӑхлӑ пулсан юрӗччӗ, икӗ ача пулас-ха санӑн?

— Иккӗ. Тимрукӗ хама пулӑшакан пулчӗ ҫав ӗнтӗ. Кӗҫӗнни те ӗҫ патне явӑҫма пӑхать.

— Кунӗсем вӑрӑм пулччӑр ҫав, вӑрӑм пулччӑр.

Шерпике чӳрече патне пырса пӑхрӗ. Урамра никам та ҫуккине кура, лӑпланчӗ те каҫхи хӑна ҫумнерех пырса ларчӗ.

— Пӳртре ӑшӑ, кансӗрлекен ҫук, ҫӗр хута ҫывӑратӑп. Савӑнатӑп-ҫке, тӗлӗк курса. Анне калатчӗ-ха мана: хӗрӗм, эсӗ ху ҫураличчен ҫичӗ кун малтан тӗлӗк курнӑ тетчӗ. Тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и те, пулма пултарнӑ пуль, халь тесен, ав, ҫӗркаҫа тӑватӑ-пилӗк тӗлӗк куратӑп. Пӗлессӳ килсен, пӗлтӗр ҫав пӗр вӑхӑтра тӗлӗк курми пултӑм та хуйхӑрсах типрӗм-ҫке. Чим-ха ӗнтӗ, мӗнле капла тетӗп, тӗлӗк курми пултӑм тетӗп; темле асӑнса выртсан та, курӑнмастчӗ, элле курнине манатӑп-ши теттӗм вара. Кӑҫал нумай куратӑп ҫав… Тӗлӗксем те, Шерккейӗм, сана кӑна калатӑп, пӗринчен пӗри аваннисем. Ак эс килсе кӗрес умӗн кӑна ҫапла тӗлленнӗ те, кукамайпа пӗрле — йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑрах-ха унӑн — пасара тухма пуҫтарӑнтӑмӑр пек. Кукамай хӑй пӗр сӑмах та чӗнмест. Ку, ман кукамай, пит лайӑх ҫынччӗ те, тӗлӗкре курӑнса та нимӗн те тарӑхтармасть ҫав — ну, каятпӑр ӗнтӗ пасара. Унччен малтан, ҫапла, пӗр кӑмака ҫӑкӑр кӑлартӑм пек: сана кӑна калатӑп, ырӑ ят илтессе е тупӑш пуласса вӑл. Тупата, хам ун чухлӗ ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑларнине, курсан та, тӗлӗкре кӑна куратӑп ҫав. Ҫӑкӑрӗсем сап-сарӑ, хӑпарса кӑна пиҫнӗ, халь тесен халь ҫисе пӑхассӑм килчӗ… Хай, ҫӑкӑр кӑлартӑм та, тухрӑмӑр пек ӗнтӗ пасара. Мӗнле ҫиткеленине астӑваймастӑп та. Пасарта вара эпӗ кукамая ҫухатрӑм. Вилнӗ ҫынна ҫухатни ырра пӗлтерет-ха — аттене курах кайрӑм — йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑрах — арҫынна курни тӗлекре питӗ аван вӑл, ҫитменнине тата, атте-ҫке; тӗлӗкре кӑна куратӑп пулсан та, тӑван-ҫке, савӑнтарать мана ҫапла тунсӑхланӑ чух, вӑхӑтран вӑхӑта килкелесе — ҫавӑ та пулин лайӑх теместӗп-и? Ҫапла ҫав, атте мана вӑрӑм чӗн тилхепе илсе пачӗ пек: япала пани лайӑх-ха вӑл, тилхепи ҫула пӗлтерет, ак, ырансенче пӗр-пӗри ман пата килсе кӗрет те, атя та атя тесе, йӑлӑнма тытӑнать. Чухласса тӗрӗс чухлатӑп та, ӑҫтан килессе кӑна пӗлейместӗп — ют ялтанах килеҫҫӗ пуль тетӗп-ха. Ак каларӗ тесе калӑн, ыран ирпе ирех килеҫҫӗ. Мана мӗн, килччӗрех, хисеплӗ ӗҫӗмпе эпӗ хам та кӳршӗ яла ҫитсе килме ӳркенместӗп, уншӑн урам татӑлса ӳкес ҫук, кӑштах ҫӑкӑр хутне кӗни те маншӑн тесен, мӗне тӑрать…

— Ҫавӑ ӗнтӗ.

— Э, халь кӑна асӑма илтӗм тата: унччен малтан тепӗр тӗлӗк куртӑм иккен-ха. Кӑсӑк ҫав, чӑнах, каласа пама та аван мар…

— Кала ӗнтӗ, кала, — терӗ Шерккей еккине янӑ юмӑҫа, хӑй пӗр сӑмах пуҫласа калама аптранӑскер. Шерккейшӗн пулсан халь вӑхӑтне мӗнле те пулин ҫапла ытахальтен тӑсса пултӑр, унтан кунта мӗнле килсе кӗнӗ, ҫаплипех тухса кайӗ. Ӗнтӗ сисрӗ вӑл хӑй кунта луша килнине. Тен, ачисем те килне таврӑнчӗҫ пуль, атте ӑҫта кайнӑ тесе, пӗр-пӗринчен ыйтаҫҫӗ пуль…

— Ара ҫав, пӗр кӑсӑк пулса иртрӗ тетӗп-ҫке. Сана кӑна калатӑп та, тӗлӗкӗмре ман ҫума темле пысӑк йытӑ ҫулӑхрӗ пек. Йытӑччӗ-ши вӑл, упа пулмарӗ-ши тесе те иккӗленетӗп халь акӑ. Кай, тупата, ун пек пысӑк йытӑ пулсан та, тӗлӗкре кӑна курӑнать пуль ҫав. Кушак лаша пек пысӑкки пулать, тет те, йытӑ та пур-тӑр ҫав. Эс, Шерккей, курман-и ҫавӑн пек пысӑк йытӑсем?

— Курман, курман…

— Тӗлӗкре усал йытӑ курӑнсан, кампа та пулин хирӗҫессе ӗнтӗ, ӑна ҫапла иккенне кӗтсех тӑр, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Шерпике. — Ку ытла йӑваш йытӑ пулчӗ ҫав. «Тепе», — тетӗп ҫакна. Хӑй ачашланать пек ҫапла, ача пек ӗнтӗ, йытта, хӑй, нях тесе йыхӑратпӑр-ха, няххаҫӑм тетӗп те ҫакна, хам ҫумах пырса сӗртӗнет пек. Калам-ха сана, — Шерпикен сурчӑкӗ Шерккей питнех сирпӗне пуҫларӗ. — тинкеререх пӑхатӑп пек те хайхискере, йытӑ та мар пулчӗ, чипер арҫын пулчӗ тӑчӗ, ӑсран кӑна кӑйӑн ҫав! Арҫынни, калам сана, Шерккейӗм, сан пекех платна кӑна ҫын та, курсан ҫеҫ савӑнмалла ӗнтӗ. Пилӗкӗмрен ыталать пек, пӗҫӗмрен шӑлать пек… Ахаль, ун пек-кун пек ар шучӗпе пурӑнмастӑп та, хӗр пуҫҫӑнах ҫамрӑклӑхӑм иртет мар-и?.. — Шерпике ун ҫумнерех сиксе ларчӗ. — Тӗлӗк ҫынна ҫамрӑклатать, теҫҫӗ те, эс те куркалатна ҫавӑн пек тӗлӗксем?

— Тем, астусах каймастӑп та, куркалатӑп, куркалатӑп пулмалла, — сасси хӑйне ют пек илтӗнчӗ Шерккейӗн, пырӗ тӗпӗнче темӗн тытӑнса тӑчӗ. Хӑй ҫумӗнче хӗрарӑм пурри, унӑн хӑйне кура вӗри сывлӑшӗ Шерккейӗн халиччен пытанса тӑран туйӑмне хускатрӗ. Ҫакӑнтан хӑранипех вӑл кунтӑ кӗресшӗн марччӗ ҫав. Пӳртре сивӗ мар пулин те, Шерккей темле ҫӳҫеннӗ пек пулчӗ. «Епле апла?.. Епле апла?..» — хӑй ӑшӗнче ҫине-ҫине ыйтрӗ вӑл, анчах путлӗн нимӗн те тавӑрса калаймарӗ. Ҫапах та хӑйне чипер тытма тӑрӑшрӗ-ха, килнине никам куракан пулманниех ӑна кӑшт та пулин лӑплантарчӗ; е кам та пулин асӑрхарӗ пулсан?.. Тӗтӗмсӗр вут тухмасть, теҫҫӗ ав, ял ҫинче темле сӑмах-юмах илтес пур, сыхлана пӗлмесен, ырӑ ят кайма пултарать. Ҫак йӗркесӗр юмӑҫ патне ҫулӑхиччен, пӗр-пӗр ҫӗрте вӑл халран кайса ӳкиччен хӑма ҫурнӑ пулӗччӗ, ҫавӑ та уншӑн ҫӑмӑлтарах пек туйӑнчӗ. Капла вара…

Юмӑҫӑн вӗҫӗмсӗр тӗлӗкӗсене Шерккей урӑх итлесшӗн пулмарӗ. Сӑмаха мӗнле те пулин тепӗр май ҫавӑрма хӑтланса, вӑл Шерпикене тӗрлӗ майпа чӑрмантарма шут тытрӗ.

— Вӑхӑтна, вӑхӑтна мӗнле ирттеретӗн ҫак? — терӗ вӑл, сӑмахӗ ытла хавшак та вырӑнсӑр иккенне вӑтанчӑклӑн туйса.

— Вӑхӑтӑма мӗнле ирттернине пӗлесшӗн иккен-ха эсӗ, — терӗ Шерпике. — Мӗн вӑл, ман пек хӗрарӑмӑн? Иртет ӗнтӗ майӗпен, хӑй тӗллӗн. Кунӗ вӑрӑм халь, кутӑруҫӑн аякка кайса ҫӳресе пулмарӗ, пӳрт умне тухса ларсах кун ҫутине сӳнтеретӗп. Манӑн ҫавӑн пек-ҫке, выльӑх пӑхас тертӗм ҫук, пӗртен-пӗр тӗпеклӗ чӑхӑ пурччӗ те, ӑна та пулин кӳршӗ автанӗ ерте-ерте кайса ҫуртран пистерчӗ. Пусса ҫирӗм вара. Пит мӑнтӑрччӗ, ҫӑвӗ ҫур кӗрепенкке патне пуҫтарӑнчӗ, савӑнтӑм-ҫке хам та, тукмакӗ, сана калам, алӑ шӑши пысӑкӑшчӗ. Ах, епле пысӑк чӑхсем пулаҫҫӗ. Халь ӗнтӗ ҫуртӑмра шӑшипе арланран урӑх нимӗн те усрамастӑп.

— Арлан?

— Арлан пуль ҫав, ара. Тӗпсакайне таҫтан вӗреннӗ те пӗтӗмпе шӑтарса пӗтернӗ. Пӗлтӗр унта эпӗ хӑш чух чӑкӑтпа хӑйма тыткалаттӑм та, ҫавсене пула вӗреннӗ пуль-и… Ара. Ҫаплах кун кунлатӑп ҫав, хӗвелпе пӗрле кӗрсе ҫывӑратӑп. Вӑрансан та вырӑсла апат ҫити ҫемҫе тӳшекӗм ҫинче выртатӑп, саҫҫим. Тушекӗм аван манӑн. Мамӑк тӳшек. Асаннеренех юлнӑ-ха вӑл пирӗн, сарлака та вӑрӑм, иккӗн выртсан та шӑпах. Ак кӑтартам-ха сана… э, халь курӑнмасть иккен, тепрехинче кӑтартӑп-ха… Кӑнтӑрла ҫитиччен те хускалмастӑп, — сасси ытла янӑранӑ пекрех туйӑнчӗ пуль хӑйне, Шерпике малалла шӑппӑн калама тытӑнчӗ:  — Шерккей, ак, кур-ха, эп кӑштах чӗкелтӗм пулас, сана кӑна калам та, мӑнтӑрлантӑм пек, ме, хыпашласа пӑх-ха хул шӑшине, — кӳршине вӑл аллинчен тытрӗ те хул шӑшине хыпашлаттарчӗ, хӑй тата ҫумнерех хӗсӗнсе ларчӗ. Шерккей аллине вӗҫертмерӗ вӑл, хӑйӗн пилӗкӗ тавра явтарчӗ, месерле питех те каҫӑрӑлса карӑнса илчӗ. Шерккейӗн тар тапса тухрӗ.

— Эпӗ… эпӗ сан пата пӗр ҫӑмӑлпа, пӗр ҫӑмӑлпа килсеттӗм, — терӗ вӑл чӗтренсе тухакан сассипе сӑмахсене аран пӗр-пӗринпе килӗштерсе, анчах унӑн хӑйне ҫирӗп тытас хӑвачӗ чакнӑҫемӗн чакса пычӗ, чӑтӑмӗ пӗтнине хӑй те сиссе юлаймаре, Шерпикене ирӗксӗрех хӑй патнелле туртса илчӗ.

— Пӗлетӗп. Пӗлместӗп тетне сан ҫӑмӑлна?.. Чим-ха, чим, и-хи, — ихӗлтетрӗ Шерпике. — Кил кунтарах, кил-ха эс, ман тӳшеке кур, епле ҫемҫе… Няххаҫӑм, ман няхха…

…Автан иккӗмӗш хут авӑтрӗ. Шерпике хӑйӗн каҫхи хӑнине шӑппӑн ӑсатасшӑнччӗ, алӑкне тем пек хуллен уҫма тӑрӑшрӗ, ҫавна пула алӑкӗ, тарӑхса кӑшкӑрнӑ пек, вӑрахчен чӗриклетрӗ.

— Ыран тата кил, ҫӑмарта пӗҫерсе хурӑп, — терӗ вӑл Шерккее.

Шерккей ырӑ та, хаяр та чӗнмерӗ. Вӑл каялла та ҫаврӑнса пӑхмарӗ. Урамра ҫын ҫук-и тесе, каҫхи лаша вӑрри пек, пӗр вӑхӑт хушши сӑнаса тӑчӗ. Ҫын тавраш курӑнмарӗ. Вӑл каллех хир еннелле тухрӗ. Хӑй хыҫҫӑн такам пӗри халь-халь хуса ҫитсе: «Эс кунта мӗн туса ҫӳретӗн-ха ҫӗр варринче?» — тесе кӑшкӑрса ыйтассӑн туйӑнчӗ ӑна. Шерккей васкаса утма тытӑнчӗ унтан чупа та пуҫларӗ. Урӑхран ҫак пӗчек ҫурт енне, ҫав Анаткас вӗҫне ҫаврӑнса пӑхмашкӑн та хӑрарӗ вӑл. Акӑ — пахча хыҫӗ. Мӑкаҫей кӗлечӗ. Илтиер арманӗ. Кӗлте лавӗ тӳннӗ вырӑн. Ҫӗнӗ кас. Кунта чупма юрамасть. Лачкам шыва ӳкнӗ хӑй, ҫамкине ҫаннипе шӑлса илчӗ. Тӑкӑрлӑкран вӗрлӗк урлӑ каҫса кӗресси тем мар. Ҫара сывлӑм ун урине йӗпетет, Шерккейӗн йӗр хывӑнса юласран чунӗ ҫук. Никам та курмасть-ши?.. Йӗркеллӗ ҫын ӑҫта ҫӳретӗр ҫак вӑхӑтра?.. Хӑй килне кӗчӗ. Ачисем тутлӑн ҫывӑраҫҫӗ. Ҫывӑрччӑрах, ҫавӑ аван та. Шерккей кутник сакки ҫине тӗренчӗ. Вырӑн сарса хунӑ иккен ун валли. Тимрук-ши, Ильясӗ-ши? Тӳшекӗ унӑн хӑйӗн тата ҫемҫерех иккен… Пурнӑҫ те ӗнтӗ. Юрать-ха, ӑна никам та курмарӗ, Шерккей тинех канса сывлӑш ҫавӑрчӗ. Енчен ыран ачисем: «Атте, эс каҫхине ӑҫта пултан?» — тесе ыйтсан, хурал пӳртӗнче ҫӗмрӗлсе лартӑмӑр, вӑхӑт нумай иртрӗ-ҫке тесе тӳрре тухӗ ӗнтӗ.

Кантӑкран ирхи кӑвак ҫутӑ ҫапрӗ. Йывӑр шухӑшсене аса илес мар тесе, Шерккей чаппанӗпе пуҫ ҫийӗнченех витӗнсе выртрӗ…

Ирхине, хӗвел тухса сарӑлсан, Тимрук акӑ ашшӗ патне пычӗ те хулпуҫҫинчен хуллен ҫеҫ силлесе вӑратрӗ.

— Атте, илтетне, атте! — терӗ вӑл майӗпен ҫеҫ.

— Мӗн? — куҫне чармакласа уҫрӗ Шерккей, унтан, хӑрах чавси вӗҫҫӗн ҫӗкленсе, Тимрука пӑхса илчӗ:  — Ҫутӑлчӗ-им? Ҫутӑлчӗ-им?

— Ҫутӑлни-мӗнӗ, паҫӑрах хӗвел тухрӗ. Вӑл тем мар-ха, атте, тӑр тетӗп…

Шерккей тӑрса ларчӗ. Ик аллине ӗнси тӗлӗнче тытса, тутлӑн карӑнса илчӗ, унтан тарӑн анасларӗ, вырӑнне пуҫтармасӑрах хутлатса хучӗ.

— Урамра, ав, темӗн туса тухнӑ…

— Камсем? Мӗн туса тухнӑ?

— Камне кам пӗлет унта… Тухса пӑх-ха.

— Мӗншӗн, мӗншӗн ман тухса пӑхмалла вара унта?

— Тухса пӑх тетӗп-ҫке.

Тимрук ҫине тӑрсах ҫапла калани Шерккее килӗшмерӗ. Вӑл ҫарран, тӑрмакланса тӑракан ҫӳҫне аллипе шӑлкаласа, кӗпе-йӗм вӗҫҫӗнех урамалла тухрӗ те тӗлӗнсе кайрӗ: шӑпах унӑн крыльци патӗнчен пуҫласа анаталла каякан аслӑ урам варрипе шит сарлакӑш пулӗ, вӗр-ҫӗнӗ хӑма кӗрпи сапса тухнӑ. Кӗрпине хӑйӗн пури патӗнченех ҫӗкленӗ пулмалла. Ку йӗр мӗнле йӗр иккенне Шерккей ҫийӗнчех ӑнланчӗ, вӑл ӑҫта ҫити кайнине те тӗрӗс чухласа илчӗ: пӗр йӗкӗлти ҫӑвар ҫавӑн пек хӑтланнӑ ӗнтӗ, ҫав йӗр мӗн Шерпике ҫурчӗ патне ҫитиех пырать… Шерккейӗн ҫӳҫпуҫӗ вирелле тӑрса кайрӗ, ҫанҫурӑмнӗ сивӗ ҫапрӗ, кӑшкӑрса йӗрсе ярӗччӗ те, ввӑлӗ умӗнче калама ҫук намӑс. Ывӑлӗ умӗнче кӑна-и? Паянах пӗтӗм ял ҫакӑн ҫинчен сӳпӗлтетме тытӑнать. Мӗн ыррине кӗтмелли пур, урампа кашни кун иртсе пымассерен — миҫе ҫула пырӗ-ши ҫавӑ? — ялти кашни ҫын ӑна, пӳрнепе тӗллесе: «Авӑ, пӑхӑр-ха, пӑхӑр-ха Шерккей епле вӗҫтерсе пырать, вӑл аскӑн Шерпике патне ҫӳреме ҫул такӑрлатнӑ!» — тесе калаҫҫех ӗнтӗ. Ҫак хыпар Шинкӗл патне ҫитсен-и? Велюш патне ҫитсен-и? Темӗскер шухӑшласа, темӗскер хушӗҫ те ҫичҫӗр минне анса каймалла юптарӗҫ. Тӗнче кулӑшӗ ҫав, эх, пурнӑҫ те ӗнтӗ ҫакна!.. Ҫын мар, хӑйӗнчен йытӑ та ахӑлтатса кулассӑн туйӑнчӗ Шерккее. «Няххаҫӑм ман няхха…» — асне илчӗ вӑл каҫхи сӑмаха. Няхха пулмасӑр, шӑпах няхха ӗнтӗ хӑй те. Ыррине кӗтес пирки пӗр шухӑш та ҫук, ак Шерпике хӑех ял тӑрӑх килӗрен киле ҫӳресе: «Ман пата Шерккей ҫӳрет», — тесе кашни ҫын умӗнче мухтанӗ-ха: ҫав вӑтанма пӗлмен юмӑҫран тем те кӗтме пулать. Ах, чавса ҫывӑх та, ҫыртма ҫук… Тимрукӗ те ун умӗнче.

— Мӗн пӑхса тӑратӑн тата?.. Шӑл хӑвӑртрах! Хамӑр умран та пулин, умран та пулин шӑлса тасат! — хушрӗ вӑл Тимрука чӗтресе тухакан сассипе.

— Мӗнпе шӑлса тасатас? — ыйтрӗ Тимрук.

Аслӑ урамӑн тӑршшӗпе сарса тухнӑ хӑма кӗрпи йӗрне шӑпӑрпа шӑлса мар, кӗллӗ шывпа ҫусан та, тасатса пӗтерме ҫук. Ҫавна Шерккей хӑй те лайӑх ӑнланать. Ҫак мӑшкӑл йӗр ӗмӗрне тасалмасса туйрӗ те вӑл, аллипе ҫиллессӗн сулса, пӳртне хӑвӑрт кӗрсе кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех