Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хул сăмах пирĕн базăра пур.
хул (тĕпĕ: хул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрринчи Н. Комаров тухтӑр М. Тимофеев чӑваша, Шупашкар уесӗнчи Котовщиков тухтӑр А. Павлова хул касма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Сӑмахран, чечче шатри тухасран хул касма пӗлекенсем ҫителӗксӗр пулнӑ пирки иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенчех хӑш-пӗр хресченсене ҫак ӗҫе хӑнӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Асламӑшӗ хул хушшинчи хаҫатсене сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Эпӗ те, ав, иртен пуҫласа каҫчен, хул калакӗсем ыратакан пуличченех баранкӑна ҫавӑратӑп, обществӑшӑн тӑрӑшатӑп, темелле, халь акӑ сире фон-барон пек лартса килтӗм…

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Унтан хул сасартӑках чӑтма ҫук ыратса кайрӗ те, ырату шӑмӑ тӑрӑх хӑпарчӗ, кӑкӑра куҫрӗ…

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хул хушшине хӑй пӗрре ҫӑмарта пӗҫермелӗх тип шанкӑ хӗстернӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви ҫӗр ҫывӑраймарӗ: ал хурҫи те, хул та ыратать, шӑмӑ сӑслать.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хул, кӗлетке айне лексен, юн ҫывӑрса ларать те ыратакан пулать.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

— Темскер, хул ыратать ҫак чавса кукрашки тӗлӗнчен, — тавӑрчӗ Укахви, аллине йывӑҫ пӑтаран вӗҫертсе.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви халь яла таврӑннӑранпа хул асра-тӗсре ҫеҫ мар, тӑтӑшах ыратнине туя пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл ӗнтӗ ҫулталӑк ытла хушшӑн-хушшӑн е хул, е ура шӑмми ыратнине туятчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Темскер хӑрах хул — суллахаййи — чавса кукрашки тӗлӗнчен ыратакан пулса ларнӑ, те ҫывӑрнӑ чух аяк айне лекнӗ вара: ҫӗрӗпех манӑҫ памарӗ вӑл, темӗнле шалтан туртса ыратать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

…Саня мӑйне вӗри хул ҫавӑрса илчӗ, пӗчӗк ачан ӑвӑ пек ҫемҫе алли пите сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хул ҫине «кайӑксиккипе» тӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кӑвак комбинезонӗ айӗнче ик хул ҫӑпали выляни палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Хӑрах алли хул пуҫҫи таранах пулман, суран шалах кайнӑран пурнӑҫран та ирех уйрӑлнӑ кил хуҫи.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Нихӑҫан та шутлас ҫук вӑл ҫапла ҫӑмӑл ташлама пултарать тесе! — Павӑла хул айӗнчен тӗртет, лах-лах кулать ҫумра тӑракан Харлампи, ҫак клуба тунӑ каменщиксенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑл мана хул айӗнчен тытса куҫран тинкерчӗ:

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Сылтӑм аллинчи туйине вӑл е пӳрнисем ҫинче вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫавӑркаласа илет, е калаҫнӑ хушӑра ӑна сӑркӑҫпа (кистьпе) картина ӳкернӗ чухнехи пек вылятать, е хул айне хӗстерет, е ҫурӑм хыҫне тытать, е тата унпа тротуар хӗрринчи чул катӑкӗсене шӑк-шак тутарса хускатать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Пурне те ҫапла куҫран пӑхса тӑрасчӗ сан, Тимуш, хул та ыратмӗччӗ пирӗн, салтак маткисен, чӗре те нӑйкӑшмӗччӗ. Виҫӗ хут туптарӑн-ши паян Укаҫ ҫавине, тӑватӑ хут та-ши», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех