Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Спартак, эпӗ санӑн фехтование вӗрентес ӗҫри ӑсталӑхна хаклас тетӗп, — терӗ Сулла рудиарие.— Я хочу оценить, Спартак, — сказал Сулла рудиарию, — твое искусство в обучении фехтованию.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Чӑн-чӑн ҫар ҫыннисен, лейтенантран пуҫласа генерала ҫитичченех, хӑшпӗр чухне «тӑшманшӑн шухӑшлас» йӑла пур, урӑхла каласан, вӗсем пӗр-пӗр участокри лару-тӑру мӗнлине тӑшман шухӑшланӑ пек шухӑшласа хаклас, хӑйсем тӑшман вырӑнӗнче пулсан, мӗн курассине тавҫӑрса илес, ҫапла вара, унӑн тӗллевӗсене пӗлес, ун хыҫҫӑн тӑшман ӗҫне вӑхӑтра пӑчлантарса хурас тӗлӗшпе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ӑс-хакӑлпа тишкӗрес, юратас, илеме хаклас пултарулӑх тӗрлӗ ҫыннӑн тӗрлӗ аталаннӑ, ҫапах та ҫынсен кашни ушкӑнӗн е кашни ҫемьен унашкал пултарулӑх хӑйне расна уйрӑм шая ҫити аталанать, эпӗ вӑл пултарулӑха ӑнлану тесе калам.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман ӑса тивӗҫлипе хаклас пулсан, сирӗн малашне мӗн пулассине курма ҫеҫ пӗлмелле, эпӗ урӑхла тунӑ пулсан, мӗн пулса тухма пултарнӑ пулӗччӗ-ха?И чтобы признать мою мудрость, вам достаточно представить себе, будто я сделал обратное.
IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Ҫынна хаклас тивӗҫе кашнинех паман.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хулана мӗнле хӑвӑртлӑхпа тунине тата вӑрҫӑ хыҫҫӑн ӑна мӗнле хӑвӑртлӑхсемпе тӑвассине епле хаклас мар-ха.Разве можно не оценить размаха, с каким строился и будет дальше строиться город после войны?
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫын ӗҫне хаклас пулать!
Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Эсир хӑвӑра хаклас тӗлӗшрен пит те йӑваш-ҫке, Мистер Джеральд.
XXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ӗҫӗсене кура хаклас пулать.
34 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Сирӗн хӑвӑра хӑвӑрӑн шалтан хаклас пулать, тӑшмансем валли мар, — туссем валли…Вы должны сами себя оценить, изнутри, не для врагов, а для друзей…
XVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Вӑл ҫапла калать: ҫак ҫӗршывӑн пур паха енӗсене те тӗрӗс хаклас пулсан, чылай вӑхӑт кирлӗ, тет, сэр…— Он говорит, что ему нужно время, чтобы оценить все достоинства этой страны, сэр…
XXX // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унтан вӑл тирпӗйлӗхпе тирпейсӗрлӗхе ҫухатни ҫинчен, йӗркесӗрлӗхпе ҫыннӑн хӑйне хӑй хаклас туйӑмӗ ҫинчен хушса хучӗ.
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
— Ҫынна тӗрӗс хаклас тесен унӑн ырӑ ӗҫӗсене те аса илмелле.— Чтобы судить о человеке, нужно вспомнить и о хороших его делах.
Вуннӑмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.
Хаклас пулать ӑна.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эпӗ вӑт ҫав ниме пӗлтермен А-цзине пула ҫынсене хаклас енӗпе темле расналана пуҫларӑм.
А-Цзинь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 162–169 стр.
Ҫапах та эсир, учитель, ҫынна хаклас енӗпе нихҫан та йӑнӑшмастӑр…
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Вӑл ман ҫине пӑхрӗ, пӗтӗмпех хаклас тесе, хӑрах куҫне те хупрӗ.Он посмотрел на меня, даже закрыл один глаз, чтобы оценить во всех деталях.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
никама пӑхӑнмасӑр хаклас енӗпе ӗҫлекен обществӑлла канаш ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан информацие «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетӗнчи (малалла – «Интернет» сеть) хӑйӗн официаллӑ сайтне вырнаҫтарасси;
Чӑваш Республикин "Культура ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №15 от 30 марта 2018 г.
никама пӑхӑнмасӑр хаклас енӗпе ӗҫлекен обществӑлла канаш ҫинчен калакан положение ҫирӗплетесси;утверждение положения об общественном совете по независимой оценке качества;
Чӑваш Республикин "Культура ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №15 от 30 марта 2018 г.
Чӑваш Республикин Общество палатине культура организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен условийӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас енӗпе ӗҫлекен обществӑлла канаш (малалла – никама пӑхӑнмасӑр хаклас енӗпе ӗҫлекен обществӑлла канаш) туса хурасси ҫинчен пӗлтересси;
Чӑваш Республикин "Культура ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №15 от 30 марта 2018 г.