Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Культура ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №15 от 30 марта 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.25 00:07

Пуплевӗш: 16; Сӑмах: 416

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Культура

Чӑваш Республикин «Культура ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Культура ҫинчен» 1993 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи саккунне («Советская Чувашия» хаҫат, 1993, утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 1997, 22 №; 2001, 39 №; 2004, 61 №; 2006, 69 №; 2008, 78 №; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2014, 3, 12 №-сем; 2015, 9 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 20 статья хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

2) 24 статьян 3-мӗш пайӗн 4-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«4) Раҫҫей Федерацийӗн Культура ҫинчен калакан саккун никӗсӗсемпе палӑртнӑ йӗрке тата условисем тӑрӑх культура организацийӗсем, вӗсем Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ тата вӗсен учредителӗсем Чӑваш Республики, муниципалитет пӗрлӗхӗсем пулса тӑраҫҫӗ (муниципалитетӑн культура организацийӗсемсӗр пуҫне – вӗсен тӗлӗшпе никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем йӗркеленӗ обществӑлла канашсем ирттереҫҫӗ), ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн бюджет тытӑмӗн тивӗҫлӗ бюджет укҫи-тенки шучӗпе культура сферинче пулӑшу ӗҫӗсем туса паракан патшалӑхӑн мар культура организацийӗсем (малалла ҫак пунктра – культура организацийӗсем) туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен условийӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас ӗҫе йӗркелеме майсем туса парасси:

Чӑваш Республикин Общество палатине культура организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен условийӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хаклас енӗпе ӗҫлекен обществӑлла канаш (малалла – никама пӑхӑнмасӑр хаклас енӗпе ӗҫлекен обществӑлла канаш) туса хурасси ҫинчен пӗлтересси;

никама пӑхӑнмасӑр хаклас енӗпе ӗҫлекен обществӑлла канаш ҫинчен калакан положение ҫирӗплетесси;

никама пӑхӑнмасӑр хаклас енӗпе ӗҫлекен обществӑлла канаш ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан информацие «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетӗнчи (малалла – «Интернет» сеть) хӑйӗн официаллӑ сайтне вырнаҫтарасси;

культура организацийӗсем ӗҫсем пурнӑҫлас, туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен условийӗсен пахалӑхӗ ҫинчен информаци пухас тата пӗтӗмлетес енӗпе пулӑшу ӗҫӗсем туса парас тӗллевпе тунӑ патшалӑх контракчӗсен результачӗсем тӑрӑх культура организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен условийӗсен пахалӑхӗ ҫинчен калакан информацие пуҫтаракан тата пӗтӗмлетекен организацие (малалла – оператор) палӑртасси ҫинчен калакан йышӑнӑва хатӗрлесси, ҫавӑн пекех, кирлӗ пулсан, оператора ҫав организацисен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен патшалӑх тата ведомствӑн статистика отчетлӑхӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ пурне те тивӗҫекен информацие парасси (енчен
те ӑна организацин официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарман пулсан);

культура организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен условийӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хакланин результачӗсем ҫинчен пырса кӗнӗ информацие Раҫҫей Федерацийӗн Культура ҫинчен калакан саккун никӗсӗсемпе палӑртнӑ срокра пӑхса тухасси тата культура организацийӗсен ӗҫ-хӗлне лайӑхлатас енӗпе мерӑсем йышӑннӑ чухне тата вӗсен ертӳҫисен ӗҫ-хӗлне хакланӑ чухне ӑна шута илесси;

культура организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен условийӗсен пахалӑхне никама пӑхӑнмасӑр хакланин результачӗсем ҫинчен калакан информацие «Интернет» сетьри хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче, ҫавӑн пекех федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви полномочи панӑ органӗ ҫирӗплетнӗ чухлӗ тата йӗркепе «Интернет» сетьри патшалӑх учрежденийӗсем ҫинчен информаци вырнаҫтармалли официаллӑ сайтра вырнаҫтарасси;

«Интернет» сетьри хӑйӗн официаллӑ сайтӗнче культура организацийӗсем туса паракан пулӑшу ӗҫӗсен условийӗсен пахалӑхӗ ҫинчен пулӑшу илекенсем мӗн шухӑшланине палӑртма техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси;".

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех