Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах кӗҫех Вакулин батальонӗ восстани туни ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, Фомин хӑйне яланхи пек асӑрханса тытайми пулчӗ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тӑшман куҫне курӑнман, ҫӗр айӗнчи никам тытайми ытарлӑ ҫынсем, сӗм тӗттӗмре пытанса, тӗл лекекен пулясемпе, кӗтмен-ҫӗртен шӑп кирлӗ ҫӗре ӳкекен гранатӑсемпе, ҫӗҫӗсемпе чул галерейӑсен кӗтессисенчен сасартӑк сиксе тухса, фашистсен ҫулне пӳле-пӳле лартаҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫап-ҫутӑ тумлам пӗр сасӑсӑр, йӗр хӑвармасӑр, куҫкӗски ҫинчен ӳкекен алпа тытайми хӗвел ҫути пек, коробка тарӑх чупать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл каҫӑхса кайсах чуптуни манӑн чир хыҫҫӑн ҫирӗпленсе ҫитеймен пуҫа эрех пекех ӳсӗртсе ячӗ, эпӗ вара хама хам та тытайми пула пуҫларӑм.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл ҫӗнтерӳ ҫинчен хаҫат листисем ҫинче хура саспаллисемпе ҫапманччӗ-ха, уншӑн нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫне памаллаччӗ-ха, анчах ӗмӗтленнӗ ҫӗнтерӳ пур ҫӗре сӑрса илнӗ «таврӑну туйӑмӗнче» алӑпа тытайми пулсан та палӑрмаллах курӑнса тӑратчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пугачев сӗнӗвӗсене илтнӗ хыҫҫӑн, Швабрин хӑйне хӑй тытайми пулса ҫитрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Унӑн кӗлетки ытларах та ытларах хӑрушла сарӑхнӑ шыҫӑпа тулса пычӗ, аллисем аран-аран хутланчӗҫ, вӗсем ӗнтӗ карандаша та, апат ҫинӗ чух кашӑка та тытайми пулчӗҫ.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1
- 2