Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл икӗ кун туртман ӗнтӗ, ҫавӑнпа табак мӗнлине те маннӑ пек туйӑнать.Он не курил два дня, но до этой минуты словно и забыл о табаке.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ те хӗрӗх ҫичӗ ҫул туртман, хӗрӗх саккӑрмӗшӗнче чӑтаймарӑм.Я тоже вот сорок семь лет не курил, на сорок восьмом не вытерпел.
Атӑл хӗрринче // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 97–102 с.
Кӑткӑс мар, уҫӑмлӑн курӑнакан япаласем пӗтсе пынӑ, ун вырӑнне кӑмӑла кайман, чун туртман япаласем сиксе тухнӑ, ҫӗнӗ ҫынсем курӑннӑ.Простое, ясное исчезало, отовсюду вторгалось неприятное, появлялись новые люди.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ача, ашшӗ каланине астуса, ручкӑна пӗр пек тытса пынӑ, хӑй ҫинелле туртман; вӗсем хӑйӑр хысакӗсем урлӑ аран-аран каҫса кайнӑ ӗнтӗ, ручкӑна пӗррех туртасран тытӑнса тӑма ачана ҫав тери пысӑк хастарлӑх кирлӗ пулнӑ, — куна Бен пит лайӑх ӑнланчӗ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Тупасса тупрӗ те-ха хӑй валли, хӑлхасӑр тӑрса юлминччӗ ҫак чун туртман ялта.Вот нашел себе, ладно вовсе без уха не остался в этой проклятой деревне.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Кунӗпех туртман паян…
13. Машина ҫинче // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Хӑш чухне ирхине Тёмӑн вырӑнтан тӑрас килмен вӑхӑтра, гимназие кайма мӗншӗн те пулин чун туртман хушӑра, Тёма сасартӑк хӑйӗн тусне аса илет те, канлӗ туйӑм ҫавӑрса илет ӑна, вара вӑл, сиксе тӑрса, тумланма тытӑнать.
Иванов // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Вӑл эрех ӗҫмен, табак туртман, ҫынсемпе ятлаҫман, турӑ ячӗпе те тупа туман.Он не курил, не пил, не говорил бранных слов, и не клялся богом.
II. Доль // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Серёжа ачасемпе ҫапӑҫма та хирӗҫех пулман, анчах вӑл пӗчӗк ачасене тата хӗрачасене ыттисем пек тивмен, вӗсене пӳрнипе ҫара ӗнсисенчен шаклаттарман, хӑлхисенчен туртман.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
«Мӗскер калаҫатӑр эсир, тухтӑр! Эп ӗмӗрне туртман!» — хирӗҫленӗ ӑна анне.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл иртнӗ ҫӗр ҫӗрӗпех ҫывӑрман, табак туртман, темиҫе кун нимӗн те ҫимен пекех пурӑннӑ.Предшествовавшую ночь он всю не спал и не курил и почти ничего не ел уже несколько дней.
XIX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Чун туртман ӗҫе тытӑнма пултараймастӑп вӗт-ха эпӗ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чӗлӗм ӗмӗрте туртман, эрехне тасине ӗҫетпӗр, мӗн пӗчӗкрен кулач ҫисе ӳсетпӗр.Спокон веков не курим, водку пьем натурально, хлеб с махоньких едим пшеничный.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий кӑмӑл туртман ҫӗртенех итлерӗ.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Сёмка, туртма пар-ха, каҫран вара туртман.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Пантелей Прокофьевич, малтанхи хут вӗсем патне шиклӗн, чун туртман ҫӗртенех кайрӗ хӗр ҫураҫмашкӑн.Поэтому-то с робостью и затаенной неохотой ехал в первый раз Пантелей Прокофьевич свататься.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Павел Павлович Алешкин — чылай ҫула ҫитнӗ арҫын, самӑрскер, унӑн чакӑр куҫӗсем яланах савӑнӑҫлӑ, вӑл табак туртаканскер, анчах унӑн яланах тап-таса хырнӑ пичӗ туртман ҫынсенни пекех тулли та сывлӑхлӑ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Полозов килне тулакан пушӑ чунлӑ обществӑн шавлӑ пурнӑҫӗ вара ӑна нимле чаплӑ идеалсем патне те туртман.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӗсем пӗр-пӗрин умӗнче яланах тӳрӗ чунлӑ, пӗрне-пӗри вӗсем вунӑ ҫултан туй кунӗнчинчен те хытӑрах, илемлӗрех юратаҫҫӗ, ҫак вунӑ ҫул хушшинче вӗсем пӗрне-пӗри кӑмӑл туртман, юратман чухне пӗрре те чуптуман, чӗререн тухман пӗр сӑмах каламан.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та, чи пысӑк хӗпӗртӳ ҫакӑ пулнӑ, тесе шутлани тӗрӗс мар; ҫук, ман туйӑм кунта пур япаларан та пысӑкрах пулнӑ: эпӗ хам чун туртман ӗҫе тӑвассинчен хӑтӑлассине курса тӑнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.