Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗркенчӗк сăмах пирĕн базăра пур.
пӗркенчӗк (тĕпĕ: пӗркенчӗк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Свифт шухӑшӗпе тӗн вӑл тӗрлӗ преступленисемпе усал ӗҫсене пытарма пулӑшакан пӗркенчӗк кӑна.

Религия, по мнению Свифта, — это лишь удобная внешняя оболочка, за которой скрываются всяческие преступления и прячутся любые пороки.

2 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Ӳсес ӳсӗмсем, качча кайса пӗркенчӗк пӗркенессисем те пӗрре кӑна мар-ха килӗнче вӗсен — пиллӗкӗн тан.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матвипе Кӗҫени тӗлне, ирхи куна каҫ туса, райцентртан хӑна-вӗрле сӗтелли ҫине сӑй-мӗн туянса таврӑнакансен тӗлне (тӗп ӗмӗчӗ вӗсен Кӗҫени валли туй кӗпи туянассиччӗ, пусма-тавар лавккисене кӗменни хӑвармарӗҫ — ҫук, тупӑнмарӗ ҫураҫнӑ хӗр валли шурӑ-шурӑ пӗркенчӗк, туйне вырсаникуна, ыран каҫалана, палӑртнӑ!), поселока ҫитесси пӗр вунӑ ҫухрӑмсем юласпа тухрӗ ӑнсарт чӑрмав: машина, хӑй еккипе чиперех пыраканскер, айлӑмалла пӑрӑннӑ чухне сасартӑк чӑх-чах тукаларӗ те ҫавӑнтах мотор лап сӳнсе ларчӗ; урӑх, мӗн чул чӗртес тесе тӑрмашсассӑн та, мӑкӑл та сас памарӗ — хуллен-хулленех лапама анса лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пуҫне хитре те кӑткӑс тӗрӗпе тӗрленӗ, тӑррине пакша хӳри лартса илемлетнӗ пӗчӗк ҫӗлӗк лартса янӑ, ҫӗлӗк айӗнчен ҫавӑн пекех тӗрлесе пӗтернӗ пӗркенчӗк евӗрлӗскер тӑхӑннӑ.

На голове у него была надета шапочка, вышитая красивым и сложным узором, а на макушке — беличий хвост, из-под шапки было надето вышитое таким же образом покрывало.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Аре, ҫав ӗнтӗ пирӗн, пӗркенчӗк айне тӑрасскерсен: иртнишӗн куҫҫульпе кулянатпӑр, ӳлӗмхи — карӑнса пӑхсан та курӑнмасть-ха.

Вот так вот у нас, стоящих под фатой: со слезами на глазах переживаем прошлое, а будущего, даже на цыпочках вытянувшись, не видно.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, пӗркенчӗк айӗнче йӗреп-йӗреп хам, хӗр ӗмӗри иртсе кайнӑшӑн кулянап-кулянап.

Как фату-то надела я эту, так и заревела: кончились, кончились мои девичьи дни золотые.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Качча каякан хӗр тумне авалтан тӑхӑнакан пӗркенчӗк (вӑл мӗн тӑршшӗ пуласси модӑран килет) илемлетет.

Красоту подвенечного наряда дополняет традиционная фата, которую диктует мода.

Кӗпе-тумтир // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Симӗс пӗркенчӗк айӗнчен ытларах та ытларах ҫӗрӗн хура тӗсӗ ҫиеле тухать, тӳпере сивӗ тӗссем нумайланса пыраҫҫӗ…

Земля все больше проступает из-под зелени своей чернотой, в небе господствуют холодные тоны…

VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Ку вӑл ахаль пӗркенчӗк кӑна вӗт…

— Это же просто ширма…

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пӗр ҫулталӑк хушшинче вилӗм унӑн тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсене ытла та нумай ҫулса кайрӗ те, вӗсене аса илсенех ӑшчик тӑвӑнса килет, пӗтӗм тӗнче, тӗксӗмленсе, темле хура пӗркенчӗк витӗннӗн туйӑнать.

За один год смерть сразила столько родных и знакомых, что при одной мысли о них на душе его становилось тяжко и весь мир тускнел и словно одевался какой-то черной пеленой.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кунта казак тумне тӑхӑннӑ мӑн сухаллӑ ватӑ ҫынсем, ҫарапакка пӗчӗк ачасем, винтовкӑпа тата ҫара хӗҫпе тӑракан красноармеецсем, каччипе юнашар пӗркенчӗк витӗннӗ качча каякан илемлӗ хӗр — пурте Сергей ҫине пӑхаҫҫӗ.

На Сергея смотрели и бородачи в казачьей форме, и еще голые малютки, и красноармейцы с винтовками и с оголенными шашками, и невеста под фатой рядом с женихом.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Венчете кӗмелли тумтир тӑхӑнса, пӗркенчӗк витӗннӗ Наталие сӗтел хушшинче хуралласа лараҫҫӗ.

Наталью, уже одетую в подвенечное платье и фату, стерегли за столом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шурӑ кӗпепе вӑл, хӑй ҫине шурӑ пӗркенчӗк витсе янӑ…

В белой рубашке он, с накрытою головою.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хутора сӗм хура — куҫран е нимӗн курӑнми хура — пӗркенчӗк витсе хупӑрласа илчӗ.

Черная — глаз коли — наволочь крыла хутор.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗркенчӗк, пуҫ кӑшӑлӗ, юрату, юрату!

Покрывало, венок, любовь, любовь!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов Ольгӑна хӑй алтарь умне мӗнле ҫавӑтса пынине ӗмӗтӗнче курать: Ольгӑн пуҫӗ ҫинче померанец турачӗ, шурӑ вӑрӑм пӗркенчӗк.

Он представил себе, как он ведет Ольгу к алтарю: она — с померанцевой веткой на голове, с длинным покрывалом.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Малтанах ӑна ҫав хӗрарӑм алтарь умӗнче, чечексемпе эрешленӗ вӑрӑм пӗркенчӗк айӗнче пек курӑнчӗ, унтан арлӑ-арӑмлӑ вырӑнӑн пуҫелӗкӗ умӗнче именчӗклӗн пуҫне усса ларнӑ пек, юлашкинчен ача амӑшӗ пек, ача-пӑча ушкӑнӗнче курӑнчӗ.

Снилась она ему сначала вся в цветах, у алтаря, с длинным покрывалом, потом у изголовья супружеского ложа, с стыдливо опущенными глазами, наконец — матерью, среди группы детей.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Каҫ тӗксӗмӗ Ольгӑн пит-куҫӗпе кӗлеткине ҫӳхе пӗркенчӗк витнӗ пек хупласа хучӗ; унӑн пичӗ ҫине мӗлке ӳкерчӗ; ҫинҫе те анчах вӑйлӑ сасӑ ҫеҫ, туйӑмсене пула, чӗтревлӗн илтӗнсе тӑчӗ.

Сумрак скрыл очертания лица и фигуры Ольги и набросил на нее как будто флёровое покрывало; лицо было в тени: слышался только мягкий, но сильный голос, с нервной дрожью чувства.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

14. Анчах вӗсенӗн ӑсӗ пӗлми-курми пулнӑ: Авалхи Халала вуланӑ чухне вӗсемшӗн ҫав пӗркенчӗк мӗн халичченех сирӗлмесӗр тӑрать — вӑл Христос урлӑ ҫеҫ сирӗлет.

14. Но умы их ослеплены: ибо то же самое покрывало доныне остается неснятым при чтении Ветхого Завета, потому что оно снимается Христом.

2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Сана тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑнтартрӑм, уруна хӗрлӗ сафьян сантали тӑхӑнтартрӑм, сана виссон ҫыхтартӑм, сана пурҫӑн пӗркенчӗк пӗркентертӗм.

10. И надел на тебя узорчатое платье, и обул тебя в сафьяные сандалии, и опоясал тебя виссоном, и покрыл тебя шелковым покрывалом.

Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех