Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пирваях (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи пирваях казак офицерӗ сӑмах илчӗ:

Первым заговорил казачий офицер:

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пирваях вӗсем сан ҫине те, эсир Мишка Кошевойпа иксӗр малтан ман ҫине пӑхнӑ пекех, шанмасӑр пӑхӗҫ.

Вначале к тебе будут относиться с таким же предубеждением, с каким и ты и Мишка Кошевой относились вначале ко мне.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Травкин пирваях Бражников ҫуккине те, Аникановпа Семёнов аманнине те асӑрхаман.

Травкин вначале нe заметил отсутствия Бражникова, как не заметил и того, что Аниканов и Семенов ранены.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

— Питӗ шел, Симӑн каймалли пур, — пирваях асӑрхаттарчӗ анне.

— Жаль, Симочке идти скоро, — предупредила мама.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Чи пирваях вӗренӳ пайӗн заведующийӗ Ружичек килчӗ, ӑна Пархатарлӑ Фаддей тесе мӑшкӑллатчӗҫ.

Первым пришел заведующий учебной частью Ружичек, по прозвищу Благородный Фаддей.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Олег чӑн-чӑн арҫынла пирваях мӗн-мӗн тумаллине, мӗн-мӗн кирлӗ пуласса калама пуҫларӗ, Зоя тата хуша-хуша каласа пычӗ, Тамара вара кӑсӑя ҫинчен куҫне илеймерӗ…

Олег, как настоящий мужчина, начал перечислять, что нужно отремонтировать, какие материалы необходимы, Зоя дополняла его список, а Тамара не могла оторвать глаз от синицы…

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн зоотехника ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тӗп спецалист-эксперчӗ Г. Н. Матвеев пирваях выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен 2009 ҫулхи ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ, кӑҫалхи тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Чӑн та, пирваях йывӑр пулнине вӑл пытармасть.

Куҫарса пулӑш

Автанран та иртерех тӑрать // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пирваях сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла, усал йӑласене пӑрахӑҫламалла, тӗрлӗ витаминпа пуян апат-ҫимӗҫпе апатланмалла.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра сипленмелле // Л.ХАБИБРАХМАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Пирваях вӑрман мулкачӗн йӗрӗсене ҫеҫ асӑрхарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех