Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн ҫап-ҫара хырса янӑ пуҫӗ тарпа ҫуталса йӑлтӑртатать, чӑлт-шурӑ катанпир кӗпи хӗп-хӗрлӗ пичӗпе хӗвел ҫинче ҫӳресе хӑмӑр тӗс ҫапнӑ мӑйне пушшех тӗксӗмлетсе кӑтартать.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Прохора чӗнсе илсе, Григорий Ягоднӑй еннелле пӑрӑнчӗ те, ҫур ҫухрӑм пек кайсан, тахӑш казакӗ ятарласах ҫумма илнӗ шурӑ катанпир тӑрӑхӗ малти сотни умӗнче ҫилпеле варкӑшса чӳхеннине курчӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫавӑнпах повстанецсен ҫӗлӗкӗсем ҫинче те пӗр шурӑ хӑю е катанпир татӑкӗ вырӑнне халӗ иккӗ — хӗреслӗ ҫӗлесе хунӑ шурӑпа хӗрлӗ хӑюсем курӑнма пуҫлаҫҫӗ…
XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑҫалхи ярмаркӑра пирӗн катанпир пулмасть: типӗтекен тата шуратакан лаҫсене ҫӑрапа питӗрсе илтӗм, кӑнтӑрла та ҫӗрле те сыхлама Сычуга лартрӑм: вӑл йӗркеллӗ ҫын; хуҫанне нимӗн те ан вӑрлатӑр тесе, ӑна эпӗ кунӗн-ҫӗрӗн асӑрхатӑп.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Катанпир татӑкӗсене салтса пӑхсан, Яков Иванович тӗлӗнсех кайрӗ.
Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980
Сӑрт тӑррисем, ҫӳллӗрех вырӑнсем юр ирӗлсе пӗтнипе, шурӑ катанпир ҫине тӗл-тӗл хура кайӑк хурса ҫӗлетнӗ витӗнкӗч евӗрлӗ курӑнаҫҫӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Вӑл вӑрт-варт сиксе тӑчӗ, пуртенкине чӗркерӗ, аттине тӑхӑнчӗ — вара ҫак вӑхӑтра пуҫӗ вӗҫӗнче ҫуса тасатнӑ, ӑста, вӗтӗ ҫӗвӗпе ҫӗлесе лартнӑ тельняшкипе хӑйӗн таса катанпир кӗпине курчӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1
- 2