Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парса (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пиллӗкмӗшӗ те пулин хӗр ҫураласчӗ, тӑваттӑшӗ те арҫын ача, заказ парса тунӑ пекех.

— Да хоть бы на пятый раз девочка родилась, а то одни хлопчики, как на заказ.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫапла мӗскӗнӗн пӑхни: мӗншӗн вӑхӑтсӑр ыйту парса лармалла?

Этот взгляд точно говорил: зачем же преждевременно задавать вопросы?

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шыв парса тӑракан урапа кивӗ, хуралса кайнӑ, ҫиелтен ҫапнӑ хӑмасем ҫӗрӗкпе витӗннӗ.

Колесо, подававшее воду, было старое, доски на нем почернели, обшивка покрылась зеленой плесенью.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл сарай тӑррине хӑпарса тӑчӗ те Анфисӑна витме хатӗр йӗпе улӑма парса тӑма каларӗ…

Забравшись на стропила, он попросил Анфису подавать ему мокрую, приготовленную для кровли солому…

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пӗтӗм вӑрҫӑ вӑхӑтне бронь парса усрарӑмӑр.

Всю войну на броне держали, жалели.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Тырӑ! — сӑмаха пысӑк хак парса каларӗ Федор Лукич.

— Хлеб! — значительно произнес Федор Лукич.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мана тем ят парса хурласан та, нимӗн те тума ҫук, хытӑ пулма тӳр килет, пурнӑҫ ҫапла хушать.

И хоть меня жадюгой зовут, оскорбление наносят, а ничего не поделаешь, приходится скупиться, сама жизнь заставляет…

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак паттӑрла ӗҫшӗн вӗсене «За отвагу» медаль парса чыс тунӑ.

За этот подвиг им оказали чест вручив медаль «За отвагу».

Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14

Хӑйне наркӑмӑш парса вӗлерме пынӑ ҫынна ирӗке янине ниепле те ӑнкарса илеймест губернатор.

Не может губернатор понять, как это так, чтобы злодей Пугачев — и вдруг отпустил подосланного с ядом к нему человека.

Кобылин мучин юлашки сӑмахӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӑл патша-аттемӗре наркӑмӑш парса вӗлерме тӑчӗ.

Он царя-батюшку травить собирался.

Турӑ чури // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Каярахпа аслӑ писатель, ҫамрӑк Шолоховпа тачӑ ҫыхӑну тытса, ӑна ялан канашсем парса пулӑшса пынӑ.

Впоследствии великий писатель поддерживал тесные связи с молодым Шолоховым, постоянно давая ему советы.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Ӑна вӑл Житомир хулинче усламҫӑ еврейрен икӗ тенкӗ парса илнӗччӗ те, хӑйӗн куҫ шӑрҫине сыхласа усранӑ пекех сыхласа усранӑччӗ, походсенче кӑлара-кӑлара пӑхса, унӑн асамат пек кӑвакӑн-симӗсӗн йӑлкӑшса тӑракан тӗрри ҫине пӑхса савӑнса пурӑнатчӗ.

Его купил он в Житомире у торговца-еврея за два рубля и хранил как зеницу ока, вынимал на походе и любовался его переливчатой радугой цветов.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Салтаксен отвечӗсем ҫумне госпиталь пуҫлӑхӗ, хӑй енчен сӑмахсем хушса, комментарисем парса пырать.

Комментарии к ответам солдат давал заведующий госпиталем.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ирхи чей хыҫҫӑн Врублевскипе фельдшерица нимӗҫ патне магазина кайрӗҫ те, лешӗ каллех куҫ лартса парса ячӗ.

После утреннего чая Врублевский поехал с фельдшерицей в магазин к немцу, и тот вновь подобрал глаз.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вырӑсланса кайнӑ темӗнле нимӗҫ ҫынни, кантӑк куҫсемпе сутӑ тӑваканскер, патриотла хавхаланупа ҫӗкленсе кайнӑ пирки, хӑйӗн таварне салтаксене укҫасӑрах парса тӑнӑ.

Какой-то обрусевший немец, торговец искусственными глазами, движимый патриотическими побуждениями, выдавал свой товар солдатам бесплатно.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Тепӗр виҫӗ эрнерен Евгений Листницкий киле отпуска килме тухни ҫинчен телеграмма парса пӗлтерчӗ.

Через три недели Евгений Листницкий прислал телеграмму, извещая о том, что получил отпуск и выехал домой.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мелехов, айтӑр манпа, сирӗн куҫӑра пӑхар, — терӗ вӑл хулӑнрах сасӑпа, Григорие коридора тухма ҫул парса.

— Мелехов, пойдемте, посмотрим ваш глаз, — сказала она низким грудным голосом и посторонилась, пропуская Григория в коридор.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ Зарайскран, — вашаватлӑн халаплама пуҫларӗ вӑл, Григорие пукан шутарса лартса парса.

Я из Зарайска, — общительно заявил он, придвигая Григорию стул.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Бунчук ҫаврӑнса пӑхрӗ те, сотника честь парса, аяккалла пӑрӑнса тӑчӗ.

Бунчук повернул голову и, козыряя, посторонился.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Халӗ ҫав полка лашасем, ҫынсем хушса парса, ӑна васкавлӑн йӗркелесе вӑйлатаҫҫӗ.

Теперь этот полк спешно ремонтировался конским составом, пополнялся людьми.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех