Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнта (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк кадрсене яла илӗртмелли тата унтах хӑвармалли ҫӗнӗ механизмсем шухӑшласа кӑлармалла, анчах ҫакӑн валли ӗҫ паракансен вырӑнта пурӑнма тата ӗҫлеме кирлӗ условисем йӗркелемелле.

Надо придумать новые механизмы, которые бы привлекали и оставляли на местах молодые кадры, однако для этого работодателям необходимо создать нужные условия для проживания и работы на местах.

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Районти искусство шкулӗн ансамблӗ (Н. Никоноров) — иккӗмӗш, чатукассисем (В. Николаева) виҫҫӗмӗш вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Тӑватӑ пинлисен клубӗн членӗсен тӗл пулӑвӗнче пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашасси — тӗп вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Депутатсем тырӑ тасатса сортлама вырӑнта ӑсталанӑ комплекса та ҫитсе курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Республикӑри муниципалитетсен рейтингӗнче Комсомольски районӗ ҫирӗммӗш вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Ҫуртсен ҫивиттийӗсене улӑштарӗҫ // Л.ГЕОРГИЕВА. «Каҫал Ен», 2016.07.29

ЖКХ тытӑмне инвестицисем явӑҫтарма хатӗр регионсен рейтингӗнче - ӑна Раҫҫей Стройминӗ хатӗрленӗ - 2016 ҫулхи иккӗмӗш кварталта Чулхула облаҫӗ лидер пулса тӑнӑ, иккӗмӗш вырӑнта - Вологда облаҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен те - малтисен йышӗнче // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Ҫамрӑксен пуҫарӑвне ырласа аслӑ ӑрурисем уява тахҫан 6 арман тытнӑ Мостовсен йӑхӗ пурӑннӑ вырӑнта – халӗ кунта уҫӑ лапам – ирттерме палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

40 пин тенке экстрасенс ҫав кунах ҫав вырӑнта тавӑрса пама шантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html

Вӑл сидерат шутланать тата нематода ыраш ӳсекен вырӑнта ӗрчеймест.

Куҫарса пулӑш

Нематодaран хaтaлмаллах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Халӗ ку вырӑнта тутӑхса мӑкланнӑ палӑксем ҫеҫ выртаҫҫӗ, - пӑшӑрханса калаҫать Александр Герасимович.

Куҫарса пулӑш

Сархайнӑ сӑнӳкерчӗк // Нина РАЗУМОВА. «Канаш», 19(1368)№, 2016.05.13

Пӗр вырӑнта хытса тӑнӑ Аннапа Улька та амӑшӗпе пӗрле йӗре-йӗре салтака ыталаса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Нимӗҫ пӗр вырӑнта хӑлаҫкаланса, ҫаврӑнкаласа илчӗ те лаплатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Валя савнине ӑсатма кайнӑ чухне, ял хуҫалӑх техники вырнаҫнӑ вырӑнта, палланӑ ял ҫыннисемех колхоз тракторӗн подшипникӗсене кӑларса илнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Пӗр вырӑнта ҫӳллӗ ҫӑкасем ӳсетчӗҫ.

В одном месте росли высокие липы.

Ӗмӗт // Лаврентий Данилов. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Хускану кирлӗ, пӗр вырӑнта хытса лармалла мар, — палӑртать Валериан Семенович.

Движение необходимо, не надо сидеть в оном месте, - помечает Валериан Семенович.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ахальтен мар-ҫке ҫак шкулӑн пахчи районта ҫуллен иртекен конкурсра малти вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Пӗр талӑк ытла пурӑнтӑм ҫав вырӑнта кун хыҫҫӑн, никама та курмарӑм, нимӗн те тупаймарӑм, – тенӗччӗ Александр Григорьевич пире.

Куҫарса пулӑш

Чикету патӗнчи ҫапӑҫу // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ново-Савиновски районӗн Акатуй тӳремӗнче (Гаврилов, Чуйков урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта) Атӑлҫи халӑхӗсен «ҫуртӗнче» чӑвашсем те йышлӑ пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

— Ют вырӑнта та тӑван кӗтес, ҫӗршыв ӑшшине туйса илме яланах питӗ кӑмӑллӑ, — терӗ Владимир Александрович.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Строительсем сӳрӗкленсен вырӑнта канашлу ирттерсе, обкомпа Министрсен Совечӗ шайӗнчи ыйтусене хӑй татса парса хӑвӑртлатма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех