Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗччен сăмах пирĕн базăра пур.
пӗччен (тĕпĕ: пӗччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак тапхӑрта сахал тупӑшлӑ граждансене, пӗччен ватӑсене, сусӑрсене пурлӑх тӗлӗшӗнчен хавхалантарас, социаллӑх енӗпе, йӑлара пулӑшас тӗллевпе тӗрлӗ акци, тӳлевсӗр концертсем, ыркӑмӑллӑх спектаклӗсем пулаҫҫӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗсене, вӑрӑм ӗмӗрлисене, ҫемье ӑшшине чылай ҫул упрама хевте ҫитернӗ мӑшӑрсене хисеп тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ӑру хисепре // Хыпар. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хаклӑ хӑнасене, жюри председательне, республикӑри культура училищин преподавательне Е. Матлаевана, жюри членӗсене — И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗччен юрламалли кафедра преподавателӗнче вӑй хуракан, Карайра ҫуралса ӳснӗ В. Егорова, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культурологи кафедрин аслӑ преподавательне, республикӑри тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Р. Андреевана, Чӑваш енти тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреатне Н. Андреева, райадминистрацин культура, спорт, ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне А. Лебедева, районти искусство шкулӗн директорне Н. Никонорова алӑ ҫупса кӗтсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Пӗччен ӗҫес килмен-мӗн шельмӑн.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Пӗччен мар-ҫке.

Ведь не одинок.

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Кӳршӗре пурӑнакан пӗччен хӗрарӑмпа ҫыхланса ялтан тухса кайнӑ.

Связавшись по соседству живущей одинокой женщиной уехал с деревни.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Пӗччен ҫыннӑн апачӗ те ансах каймасть.

У одинокого человека и пища в рот не лезет.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Час-часах чӑваш писателӗсемпе пӗрле е пӗччен — колхозсемпе совхозсене, шефа илнӗ хуҫалӑхсене тухса ҫӳретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Корреспондент ӗҫ-пуҫа пӗччен майлаштарма ҫуккине ӑнланса илсе кӳршӗсене чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Нивушлӗ панӑ яваплӑ ӗҫе эпӗ пӗччен пурнӑҫлаймасран хӑранӑ?

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Арӑмӗпе уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Витали пӗччен нумай пурӑнмарӗ.

После развода с женой Виталий долго не жил один.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Арӑмӗпе уйрӑлнӑ хыҫҫӑн Витали пӗччен нумай пурӑнмарӗ.

Недолго жил Виталий в одиночестве после развода с женой.

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Хӑй пӗччен ӳснӗрен, никампа калаҫма ҫукран ачисене тӑван хыҫҫӑн тӑван парнеленӗ вӑл.

От того, что она росла одна, не с кем было поговорить, детям она дарила друг за другом родных.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Пуҫлӑх арӑмӗ пулма ҫӑмӑл мар, унӑн упӑшки ҫук, йӑлтах пӗччен тапаҫланма тивет.

Не легко быть женой главы, у нее мужа нет, все приходится делать одной.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

«Пӗччен чун ҫил вӗрсен те ҫӳҫенет» тенешкел, редакцисем ҫирӗпрех чӑмӑртанма шут тытрӗҫ.

Как говорится, "одинокая душа содрогается и от порыва ветра", редакции решили плотнее сплотиться.

Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

«Пӗччен сурать — типсех пырать, халӑх сурать — кӳлӗ пулать», — тенӗ шурсухалсем.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пысӑк ӗҫе пӗччен тума май ҫуккине ваттисем те каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«Аня, тархасшӑн, аннене упра. Текех ҫамрӑк мар, ҫитменнине вӑрҫӑ та сывлӑхне хавшатрӗ. Ӑна санӑн пӑхмалла пулать. Пӗччен ан хӑвар эсӗ ӑна — нихӑҫан та! Ӑнлансам, уншӑн чи ҫывӑх ҫынсенчен пӗри эсӗ пулатӑн», — тесе шӑрҫаланӑ Тихон хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чун ыратӑвӗ // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Вӑл пӗччен мар!..

Он не один!..

Ман пурнӑҫӑн ир-каҫӗсем… // АЛЬБЕРТ НИКОЛАЕВ-КӲЛЬВАР. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Юля качча кайсан пӗччен юлнӑ ача ҫимелли ҫуккипе «кушака мӗнпе тӑрантарас ман» тесе макӑрнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗншӗн мар, кушакшӑн пӑшӑрханнӑ // Тамара Верендеева. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Паллах, пӗччен мар ӗнтӗ: ерҫӳллӗ самантра хӗрӗсемпе мӑнукӗсем тата вӗсен ачисем пулӑшмашкӑн пыраҫҫӗ.

Конечно, не одна: в свободное время приходят помогать дочери, внуки и правнуки.

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех