Шырав
Шырав ĕçĕ:
37. Вара куртӑм эпӗ: темӗскер, арӑслан евӗрлӗскер, вӑрмантан ӳхӗрсе чупса тухрӗ те ӑмӑрткайӑка этем сассипе каларӗ: 38. итле эпӗ хӑвна мӗн калассине тата Ҫӳлти Турӑ мӗн калассине итле: 39. Эпӗ Хам пултарнӑ тӗнчере пуҫ пулма лартнӑ тӑватӑ чӗрчунран пӗри пулмарӑн-и-ха эсӗ?
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Этем йӑхӗ кӑшкӑрса йӗтӗр, хир кайӑкӗсем савӑнччӑр; ҫуралнисем пурте кӑшкӑрса йӗччӗр, тӑватӑ ураллисемпе выльӑх-чӗрлӗх савӑнччӑр: 66. мӗншӗн тесессӗн вӗсене пирӗнтен чылай лайӑхрах — вӗсем сут пуласса кӗтмеҫҫӗ; вӗсем хӑйсене вилӗм хыҫҫӑн пама пулнӑ асапа та, ырӑлӑха та пӗлмеҫҫӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Санӑн мухтавлӑху тӑватӑ хапха витӗр — вут-ҫулӑм, ҫӗр чӗтревӗ, ҫил тата сивӗ витӗр — иртнӗ, ҫапла Эсӗ Иаков вӑрлӑхне саккун панӑ, Израиль йӑхне ӳкӗтсем панӑ, 20. анчах вӗсенӗн ултавлӑ чӗрисене туртса илмен: Хӑвӑн саккуну ҫав чӗресенче ҫимӗҫ кӳтӗр тенӗ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑйпе пӗрле пулнисене «Турӑ ҫӗнтерӗвӗ» текен паллӑ парса, вӑл суйласа илнӗ патвар ҫамрӑксемпе ҫӗрле патша чатӑрне тапӑннӑ, унӑн ҫарӗнчи тӑватӑ пине яхӑн ҫынна вӗлернӗ, кунсӑр пуҫне чи пысӑк сӑланне ун ҫинче ларакан халӑхӗ-мӗнӗпе тӗп тунӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Маккавей ҫыннисем ҫак кереме тӑватӑ кун хушши хавхаланса хупӑрласа тӑнӑ.33. Бывшие с Маккавеем весело осаждали эту крепость в продолжение четырех дней.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иуда вара ҫара тӑватӑ ушкӑна уйӑрнӑ, 22. кашни ушкӑнне ертсе пыма хӑйӗн тӑванӗсене Симона, Иосифа тата Ионафана уйӑрса лартнӑ, вӗсене кашнинех пин те пилӗкҫӗр ҫын пӑхӑнса тӑнӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл вӗсене Турӑ хута кӗнипе хӑйсен аслашшӗсем Сеннахирим патӗнче ҫӗр сакӑрвун пилӗк пин ҫынна тӗп туни ҫинчен те, 20. Вавилонра галатсене хирӗҫ ҫапӑҫни ҫинчен те каласа панӑ: вӗсем ҫапӑҫу хирне сакӑр пинлӗ йышпа анчах килнӗ, вӗсенчен тӑватӑ пинӗ Македони ҫынни пулнӑ; ҫавсем хутшӑнса кайсассӑн, тӳперен пулӑшу пулнипе ҫак сакӑр пин ҫын ҫавӑн чухне ҫӗр ҫирӗм пин ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ, питӗ нумай тупӑш пуҫтарса илнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ашшӗпе тӑванӗсен тупӑклӑхӗ ҫине Симон палӑк лартнӑ, инҫетренех курӑнтӑр тесе ӑна ҫӳллӗ тунӑ, умӗпе хыҫал енне чутласа якатнӑ чулран тунӑ, 28. унӑн тӑррине вӑл ашшӗпе амӑшӗн ячӗпе, тӑватӑ тӑванӗн ячӗпе, пӗр-пӗрне тӗлме-тӗллӗн, ҫичӗ пирамида лартнӑ; 29. вӗсен аякӗсене эрешлесе илемлетнӗ, йӗри-тавра ҫӳллӗ юпасем лартса тухнӑ, юписем ҫине, ӗмӗр асӑнмалӑх, вӑрҫӑ кӑралӗпе карапсем ӳкернӗ пулнӑ, вӗсене мӑкӑрӑлса тӑмалла ӑсталанӑ, вӗсем ӗнтӗ тинӗсре ҫӳрекенсене аякранах курӑнса тӑнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Ҫамрӑк Антиох ӗнтӗ Ионафан патне акӑ ҫапла ҫырса янӑ: «эпӗ сана аслӑ священника лартатӑп, тӑватӑ ҫӗр пуҫлӑхӗ тӑватӑп, эсӗ патша тусӗсен шутӗнче пулӑн» тенӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Сӑланӗсем ҫинче ҫыхса лартнӑ ҫирӗп йывӑҫ пашне пекки пулнӑ, ун ӑшӗнче ҫавӑнтан вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗр тӑватӑ паттӑр ҫын тӑнӑ, сӑланне тытса-ертсе ҫӳрекенӗ пӗр Инди ҫынни пулнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ангел мана хуравласа каларӗ: кусем — тӳпенӗн тӑватӑ сывлӑшӗ, вӗсем пӗтӗм ҫӗрӗн Ҫӳлхуҫи умӗнче тӑраҫҫӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ каллех пуҫӑма ҫӗклерӗм те — куратӑп: акӑ икӗ ту варринчи хушӑкран тӑватӑ ҫар урапи тухать; тӑвӗсем вара пӑхӑр тусемччӗ.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй, эй! ҫурҫӗрти ҫӗршывран тарса килӗр, тет Ҫӳлхуҫа: Эпӗ сире тӗнченӗн тӑватӑ енне салатса янӑччӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Кайран Ҫӳлхуҫа мана тӑватӑ ӗҫлевҫӗне кӑтартрӗ.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ пуҫӑма ҫӗклерӗм те куртӑм: акӑ тӑватӑ мӑйрака.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Израилӗн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен тӳрӗ ҫынна кӗмӗлле, чухӑна пӗр мӑшӑр ура сыррилле сутаҫҫӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иудӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫа саккунне йышӑнмарӗҫ, Вӑл хунӑ йӗркесене тытса тӑмарӗҫ, хӑйсенӗн ашшӗсемех пуҫҫапнӑ йӗрӗхсем вӗсене ҫултан пӑрса ячӗҫ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Моавӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӑл Эдом патшин шӑмми-шаккине акшар пулса кайичченех ҫунтарчӗ.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Аммон ывӑлӗсен йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп вӗсене, мӗншӗн тесен вӗсем, хӑйсенӗн чиккисене сарас тесе, Галаадра йывӑр ҫӳрекен арӑмсене каса-каса тухнӑ.
Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эдомӑн йӗркесӗр виҫӗ ӗҫӗшӗн те, тӑватӑ ӗҫӗшӗн те хӗрхенсе тӑмӑп ӑна, мӗншӗн тесен вӑл хӑй тӑванне хӗҫпе хӑваларӗ, тӑванлӑх туйӑмне таптарӗ, пӗрмаях хӑйӗн ҫиллипе тискерленчӗ, хӑйӗн хаярлӑхне нихӑҫан та пусармарӗ.
Ам 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.