Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӑватӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Тӑватӑ (тĕпĕ: тӑватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑнах та, йӑнӑшман арҫын: Ольга Прокопьевна кӗтмен хӑнана тӳрех тӑватӑ статьяпа — киревсӗр сӑмахпа хӑртнӑшӑн, тапӑнса укҫа ыйтнӑшӑн, ҫын кил-ҫуртне пырса кӗнӗшӗн, хӗненӗшӗн — айӑплама йӗрке хуралҫисем патне ыйту ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Анне, тӑватӑ ҫӑкӑр ил, кӗрпе таврашӗ нумайрах туян, атту укҫа пӗтсен каллех выҫӑ ларӑпӑр», — тенӗ Сара.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Унта мӗн тумалла? Тӑватӑ стена сыхласа пурӑнмалла-им?» — шӳтлесе калаҫрӗ 33 ҫулти Татьяна.

Куҫарса пулӑш

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Надежда тӑватӑ сехетрех ура ҫине тӑма хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Чӑваш Енрен 80 ҫултан аслӑрах икӗ спортсмен, Ленинград блокадине хутшӑннӑ ватӑ тата тӑватӑ спорт ветеранӗ хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Смоленскран – медальсемпе // Татьяна Майорова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Виҫӗ кун чирлесен те ухмаха тухма тытӑнатӑп эпӗ, тӑватӑ кӗтесре ҫав тери тӑвӑр пулса ҫитет.

Три дня болезни дома и я начинаю сходить с ума, мне очень тесно в четырех стенах.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Унтанпа тӑватӑ ҫул иртрӗ ӗнтӗ.

С тех пор прошло четыре года.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Совхоз директорӗнче тӑватӑ ҫул ӗҫленӗ Зоя Спиридонова.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Эпир те, атте-аннен тӑватӑ ачи, ӳссе ҫунат сартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Унпа 346354 ҫынна, республикӑра пурӑнакансен 28%, е кашни тӑватӑ ҫынран пӗрне, тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Тӑрӑм ял тӑрӑхӗнче хальхи вӑхӑтра 90 ҫултан иртнӗ тӑватӑ ватӑ пурӑнать.

На сегодняшний день в Сабанчинском сельском поселении живут 4 старожила, которым больше 90 лет.

Ӗҫ ветеранне чысланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

1906-1909 ҫулсенче вӑл пулӑшнипе хӗрарӑмсен прогимназине ҫӗнетме май килнӗ, ҫуртӑн иккӗмӗш хутне тунӑ, унта тата тӑватӑ класс вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Пӗлтӗр ку проекта тӑватӑ пин ҫурӑ ытла ҫын хутшӑннӑ.

В прошлом году в этом проекте участвовали больше четырех с половиной тысячи человек.

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

«Йӗрекен Таня» тата урине татнӑ упа ҫури пирки тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсем ҫинче темиҫе ӑру ача ӳснӗ, «Подкидыш» кивӗ кино та хальхи куракансен чӗрине пырса тивет.

Куҫарса пулӑш

Ачасем библиотекăра пулнă // О.МАТВЕЕВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Сӑн ӳкерчӗкре – 1906 ҫулсенче ҫуралнӑ тӑватӑ чӑваш салтакӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Иртнӗ ҫул тӑватӑ тӗрлӗ тум ҫӗлеттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Пирӗн вара ҫав вӑхӑт тӗлне тӑватӑ ача кӑна пулнӑ.

У нас к этому времени было только четыре ребенка.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

40 ҫулта «Кӑйкӑрсем» хӑйсен пухмачне плей-офра 4 «бронзӑпа» тата 1 «кӗмӗлпе» пуянлатнӑ, ҫӗршыв чемпионатӗнче тӑватӑ хутчен призер пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

1990 ҫулччен пирӗн республикӑра ҫӗршыв е Европа шайӗнчи ӑмӑртусене ирттерме юрӑхлӑ тӑватӑ спорт керменӗ кӑначчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Тӑватӑ метра яхӑнччӗ те вӑл, таҫтанах курӑнса ларатчӗ.

Она была почти четырехметровая, была видна издалека.

Ӳркенмен çын чăннипех те ăста // А.МАРИЯН. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех