Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Унтан священник кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен тырӑ-пулӑ парнине арӑм аллинчен илӗ те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫӗклесе кӑтартӗ, кайран парне вырӑнӗ ҫине кайса хурӗ; 26. священник тырӑ-пулӑ парнинчен асӑнмалӑх пай ывӑҫласа илӗ те ӑна парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, унтан арӑма шыв ӗҫтерӗ; 27. эхер те арӑм таса мар пулсассӑн, упӑшки тӗлӗшӗнчен йӗркесӗр ӗҫ тунӑ пулсассӑн, ӑна шыв ӗҫтернӗ хыҫҫӑн ҫав ылхан кӳрекен йӳҫӗ шыв ӑна сиен тума унӑн ӑшне-чиккине кӗрӗ, ӗнтӗ унӑн ӑшӗ шыҫӑнса кайӗ, варӗ типсе ларӗ, ҫак арӑм вара хӑйӗн халӑхӗ хушшинче ылханлӑ пулӗ; 28. эхер те арӑмӗ ирсӗрленмен, тасах пулнӑ пулсассӑн, вӑл сиен курмӗ, ар вӑрлӑхӗпе пӗтӗҫленӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Священник вара ҫак арӑма Ҫӳлхуҫа умне илсе пырса тӑраттӑр, 17. унтан священник тӑм савӑтпа сӑваплӑ шыв илтӗр, унтан священник кӗлӗ чатӑрӗнчи урайӗнчен тӑпра илтӗр те ӑна шыва ятӑр; 18. кайран священник ҫак арӑма Ҫӳлхуҫа умне тӑраттӑр, унӑн пуҫ виттине сиртӗр, асӑнса кӳрекен парнине аллине тыттартӑр, ку ӗнтӗ кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен парне, священник аллинче вара ылхан кӳрекен йӳҫӗ шыв пулӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш кунне священник каллех пырӗ, чирӗ пӳрт стенисем тӑрӑх сарӑлнине курсассӑн, 40. священник чир ернӗ чулӗсене хайӑрса кӑларма, унтан вӗсене хула тулашне таса мар ҫӗре кайса пӑрахма хушӗ; 41. пӳртне шалтан пӗтӗмпех хырса тухчӑр, хырса тӑкнӑ тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкчӑр; 42. унтан урӑх чулсем илччӗр те леш чулӗсем вырӑнне кӗртсе лартчӑр, урӑх тӑм илччӗр те пӳрте ҫӗнӗрен тӑмпа шӑлса тухчӑр.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Саккӑрмӗш кунне вӑл айӑпсӑр [пӗр ҫулхи] икӗ така, айӑпсӑр пӗр ҫулхи сурӑх тата тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн виҫҫӗ вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑш илсе пырӗ, тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пырӗ; 11. тасатакан священник тасалакан ҫынна ҫав парнисемпе Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 12. унтан священник пӗр такине илӗ те ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе пырӗ тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ, ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 13. такине вӑл ҫылӑх парнине тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пусакан ҫӗрте, сӑваплӑ ҫӗрте, пусӗ, мӗншӗн тесессӗн ку ӳкӗнӗҫ парни, ҫылӑх парни пекех, священника тивӗҫлӗ: вӑл — аслӑ сӑваплӑ япала; 14. унтан священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 15. священник пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине юхтарӗ; 16. священник сылтӑм аллин пӳрнине сулахай ывӑҫӗнчи ҫу ҫине пуҫа-пуҫа пӳрни ҫинчи йывӑҫ ҫӑвӗпе Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 17. ывӑҫӗнче юлнӑ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине, сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 18. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫапла священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. тилҫе чирӗпе чирлӗ ҫынна тасатмалла пулсассӑн, ун тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун акӑ ҫакӑ: ӑна священник патне илсе пырӗҫ; 3. священник тапӑр тулашне тухӗ, тилҫе чирӗпе чирлекен ҫын тилҫе чирӗнчен сывалнине курсассӑн, 4. священник тасалакан ҫын валли икӗ таса чӗрӗ вӗҫен кайӑк, кедр йывӑҫӗ, йӑм хӗрлӗ ҫип, иссоп илсе пыма хушӗ, 5. унтан священник пӗр вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тултарнӑ тӑм савӑт тӗлне тытса пусма хушӗ; 6. хӑй вӑл чӗрӗ вӗҫен кайӑкне, кедр йывӑҫне, йӑм хӗрлӗ ҫиппине, иссопне илӗ, ҫакна тата чӗрӗ вӗҫен кайӑкне ҫӑл шывӗ тӗлне тытса пуснӑ вӗҫен кайӑк юнӗпе йӗпетӗ; 7. унтан тилҫе чирӗнчен тасалакан ҫын ҫине ҫичӗ хутчен юн сирпӗтӗ, вара ҫав ҫынна таса тейӗ, чӗрӗ вӗҫен кайӑкне хире вӗҫтерсе ярӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисей ӗнтӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене илсе пынӑ та вӗсене шывпа ҫунӑ; 7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарона хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, унтан ӑна ҫиелти риза тӑхӑнтартнӑ, ун ҫийӗнчен ефод тӑхӑнтартнӑ, ӑна ефод пиҫиххийӗпе ҫавӑрса ҫыхса, ефодне ун ҫумне тачӑ ҫыхса хунӑ, 8. унтан ун ҫине кӑкӑрлӑх ҫакнӑ, кӑкӑрлӑхне урим тата туммим хунӑ, 9. пуҫне кидар тӑхӑнтартнӑ, кидар ҫине, мал енне, якатса ҫутатнӑ пӗчӗкҫӗ хӑма, сӑваплӑ ҫутанкка, ҫыпӑҫтарса хунӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫу сӗрсе суйланӑ священник пӑру юнне пуху чатӑрне илсе кӗтӗр, 17. унтан священник хӑйӗн пӳрнине [пӑру] юнӗ ӑшне чиксе кӑлартӑр та [сӑваплӑ пӳлӗмӗн] чаршавӗ умӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут ҫав юнпа сирпӗттӗр, 18. унтан пуху чатӑрӗнче Ҫӳлхуҫа умӗнче ларакан [ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли] парне вырӑнӗн мӑйракисене ҫав юнпа сӗртӗр, юлашки юнне пуху чатӑрне кӗнӗ ҫӗрте ларакан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 19. ун ӑшӗнчен мӗнпур ҫӑвне кӑларса илтӗр те парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ятӑр; 20. ҫылӑхшӑн кӳрекен пӑру тӗлӗшӗнчен мӗнле тунӑ, ҫак пӑру тӗлӗшӗнчен те ҫапла тутӑр: ӑна ҫапла тумалла, священник вӗсене ҫапла туса тасатӗ, вара вӗсен ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ; 21. пӑрӑвне тапӑр тулашне илсе тухтӑр та малтанхи пӑрӑвне ҫунтарса янӑ пек ҫунтарса ятӑр.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унтан ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ: кӗлӗ чатӑрӗн пӗр енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта, 32. кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта, кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта тунӑ; 33. унтан витӗр ямалли кашта тунӑ, вӑл пӑрӑссем витӗр пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитиех тухнӑ; 34. пӑрӑссене ылтӑн сӑрнӑ, каштисене тӑхӑнтартса хумалли ункӑсене те ылтӑнран тунӑ, каштисене те ылтӑн сӑрнӑ.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2011-мӗш ҫулта бизнесмен каллех федераллӑ МИХсен тимлӗхне лекнӗ, хӑйӗн агрофирма ҫурчӗ ҫине вӑл плакатсем ҫакса тухнӑ: малтан «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей, коррупципе кӗрешме пулӑш», унтан — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей — шулӗксемпе вӑрӑсен партийӗ».
Мочалов Эдуард Валерьевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87
Пенсие тухнӑ хыҫҫӑн «Агитатор блокночӗ» журналӑн, унтан «Пирӗн сӑмах» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗ пулса ӗҫленӗ.
Крысин Павел Афиногенович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D1%80%D ... 0%B8%D1%87
Унтан Луцкинчи, Хирти Сӗнтӗрти, Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи чиркӳсенче пулса курӗҫ.
Ҫӗнӗ маршрут хатӗрленӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%97/
Унтан таврӑнсан, пӗр вӑхӑт, колхозра ӗҫлет, кайран Мускава кайса тӗпленет, ҫавӑнтах ҫемье ҫавӑрса, ӗҫлесе пурӑнать.
Ӗҫ ҫулӗ трактор ҫинче иртнӗ // Геннадий Карсаков. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... cince-irtn
Унтан, тыткӑна лекнисене пуҫлӑхсене парса хӑварнӑ хыҫҫӑн ҫапӑҫӑва таврӑннӑ та танк десанчӗ йышӗнче 167,8 ҫӳллӗ вырӑна штурмланӑ ҫӗре хастар хутшӑннӑ, унта малалла тапӑнма чӑрмантарнӑ тӑшман дзочӗ пулнӑ.
Кошелев Михаил Тимофеевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87
Унтан ашшӗ ҫӑпата ӑсталанӑ.
"Турӑ мана хӗр пачӗ" // Альбина КАПИТОНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50253-tur- ... -kh-r-pach
Унтан Ульяновск хулинчи Столыпин ячӗпе хисепленекен патшалӑхӑн ял хуҫалӑх академийӗнче вӗрентӗм.
Ӗҫлӗ пулӑшу кӑтартнӑшӑн хисеп те пулмалла // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... e-pulmalla
Чикӗ хуралҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пуҫӗсене хунӑ салтаксене асӑнса шӑплӑх минучӗ пулчӗ, унтан пухӑннисем палӑк умне чӗрӗ чечексем пырса хучӗҫ.
Пограничниксем ялан стройра // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12013-pogran ... an-strojra
Сцена ҫине малтан округри пӗрлештернӗ хор тухӗ, унтан – тӗрлӗ коллектив.
Лантӑш ялӗнче Акатуя пуҫтарӑнӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/38186.html
Чи малтанах ҫӗнӗ кӗпер ҫинче икӗ чукун ҫул (метро пуйӑсӗсем валли) йӗрӗ, утлӑ экипажсем (унтан автомобильсем) валли тӑватӑ полоса тата ҫуран ҫӳрекенсем валли (автомобильсен ҫулӗнчен ҫӳлерех вырӑнта) ҫул пӑхса хӑварнӑ пулнӑ.
Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95
Унтан Линдберг Кларк университӗнчи физика профессорӑн, ракета ӑсталас тӗлӗшпе пионер шутланакан Роберт Годдардӑн тӗпчевӗсем ҫинчен пӗлнӗ, ҫапла вара Гуггенхайм кил-йышне Годдард эксперименчӗсене пулӑшма ӳкӗте кӗртнӗ.
Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3
«Малтан вӑл механик пулнӑ, — аса илнӗ тӗп инструктор Роберт Линч, — унтан парашютист тата сывлӑшра иртӗхекенскер пулса тӑнӑ».
Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3