Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Таса сăмах пирĕн базăра пур.
Таса (тĕпĕ: таса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таса кӗпепе хӗрлӗ ҫӑм юбка тӑхӑнчӗ, тутӑр ҫыхрӗ, хӑй ҫине тӗкӗр витӗр пӑхса илсе, пӳртрен тухрӗ.

Надела чистую рубаху, шерстяную бордовую юбку, покрылась, мельком взглянула на себя в зеркальце, вышла.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Богатырев, шакла кастарнӑ, тӗксӗм те арпус пек чӑмӑр пуҫне сӑтӑркаласа, аялтан тӑхӑннӑ таса мар кӗпе вӗҫҫӗнех сӗтел хушшине пырса ларчӗ.

Богатырев, потирая голо остриженную темную и круглую, как арбуз, голову, сидел за столом в одной грязной нижней рубахе.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑма сарнӑ кӗпер ҫинче, ҫуркунннхи таса шӑплӑхра, унӑн сайран илтӗнекен ури сассисемпе ӑна хӑваласа ҫитме васкакан Наталья вӗтӗртетни янӑраса тӑчӗ.

По деревянному настилу мостка в прозрачной весенней тишине четко зазвучали его редкие шаги и отзвуки дробной поступи Натальи, поспешавшей за ним.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ладан, пӑнтӑх, ҫӗрӗк шӑршипе ватӑ ҫыннӑн таса мар шӑрши тӳрех ун сӑмсине кӳ! ҫапрӗ.

Запах ладана, плесени и гнили, запах старого неопрятного человека густо ударил ему в ноздри.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутортан вӗсем кичеммӗн, анчах тутӑ хырӑмпа, таса кӗпе-йӗмпе тухрӗҫ.

Шли они невеселые, но зато сытые, обстиранные.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑнпа та эсӗ таса алсасӑр ман ӑшчике ан кӗрсе кай…

И ты ко мне без чистых рукавичек в душу не лазай…

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман хӑй умӗнче утса пыракан хӗрлӗармеецӑн патвар, йӑрӑс тӳрӗ те тӑлпан хул-ҫурӑмӗ ҫине, шинель ҫухипе ҫӗлӗкӗ хушшинче курӑнакан хӗрлӗ те таса, кӗреш каччӑнни пек ҫаврака майӗ ҫине тӑван ашшӗ пек киленсе пӑхрӗ, унтан куҫне юнашар утакан кӳрши ҫине куҫарчӗ.

Штокман с удовольствием, похожим на отцовское чувство, смотрел на могучую, крутую крупную спину идущего впереди него красноармейца, на видневшийся между воротником и шапкой красный и чистый отрезок юношески круглой шеи, перевел глаза на своего соседа.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑлавар тӗркисем, телефон пӑралукӗн купчашкисемпе ытти тӗрлӗ ҫар япалисем купаласа хунӑ таса пӳлӗмре Штокман чылайччен Политкомпа калаҫса ларчӗ.

В чистенькой комнатушке, заваленной мотками обмоток, катушками телефонной проволоки и прочим военным имуществом, Штокман долго говорил с политкомом.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗрисем масар ҫинех чикес терӗҫ; теприсем, таса вырӑна ирсӗрлет тесе, хирӗҫ пулчӗҫ.

Одни, мол, — на кладбище, а другие восстали, что это осквернит место.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Пӑх-халӗ, йӗри-тавра мӗнешкел таса ҫурхи сывлӑш, эсӗ ав ӑна шӑршлӑ тӗтӗм мӑкӑрлантарса пӑсатӑн…

— Гля, какой кругом вешний дух чистый, а ты поганишь грудя вонючим дымом…

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑй ҫемҫе сухаллӑ пулнӑран-и е сӑнӗ-пичӗ ҫамрӑк хӑватпа ҫуталса хӗрелнӗрен, казакӑн куҫӗсем витӗр курӑнас пек таса кӑвак хӗмпе йӑлкӑшса ҫунаҫҫӗ.

И то ли от пушистой бороды, то ли от полнокровного румянца глаза как-то особенно прозрачно синели.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑвак, ҫамрӑк пулин те, ҫутӑрах сарӑ кӑтра сухалне вӑрӑм ӳстерсе янӑ, таса хӗрлӗ тути сухалӗ айӗнчен пиҫсе ҫитнӗ арбуз татӑкӗ тӗслӗ курӑнать.

У казака, несмотря на его молодость, кучерявилась густейшая светло-русая борода, арбузным ломтем розовел в ней свежий румяный рот.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унан пичӗ-куҫӗ пӗчӗк ачанни пек ҫутӑрах хӗрлӗ те таса пулнӑран Штокман та, ун ҫине пӑхса илсе, тутине сӑлтавсӑр кулӑпа ейӗлтерчӗ.

С таким детски розовым и чистым лицом, что даже Штокман беспричинно ежил улыбкой губы, глядя на него.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ шутланӑ тӑрӑх… — подполковник «юлташки» сӑмаха калама тӑрса чыхӑнса кайрӗ, ҫавӑнтах хӗрарӑмӑнни пек шурӑ та таса аллине ҫилӗллӗн хӑлаҫланма тапратса, сассине хӑпартрӗ, — хӗрлисен маневрӗсене пӗтӗмпех ӗненсе лартса, Мелехов йышӑнакан участока вӑйсӑрлатма хӑтланса, Кудинов командующи, Сафонов пулӑшнипе, питӗ пысӑк йӑнӑш тӑвать.

Я полагаю… — подполковник поперхнулся словом «товарищи», и, уже зло жестикулируя женски белой прозрачной рукой, повысил голос, — что командующий Кудинов при поддержке Сафонова совершает крупнейшую ошибку, принимая маневрирование красных за чистую монету, идя на ослабление участка, занятого Мелеховым.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Амӑшӗ ун валли каҫхинех виҫӗ чугун шыв ӑшӑтса лартрӗ, арӑмӗ таса кӗпе-йӗм, мундирӗпе чи лайӑх шӑлаварне хатӗрлесе хучӗ.

Еще с вечера нагрела ему мать три чугуна теплой воды, а жена приготовила чистое белье и лучшие шаровары с мундиром.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл гимнастерка тӳмисене туртса татрӗ, аялтан тӑхӑннӑ таса мар кӗпе ҫухине ҫурса ячӗ.

Он оборвал на вороте гимнастерки пуговицы, порвал воротник грязной нательной рубахи.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл Иван Алексеевичпа Мишкӑн ҫыхӑнусӑр сӑмахӗсене тӑнларӗ, ыйтусемпе пӳлчӗ, мундштукне кӑшласа кӑтӑртаттарчӗ, унтан, шуҫӑм ҫути килес умӗн, пирусне фланельрен ҫӗлетнӗ таса мар кӗпе ҫине ӳкерсе, сисмесӗрех ҫывӑрса кайрӗ.

Он слышал путаные рассказы Иван Алексеевича и Мишки, вставлял вопросы, грыз мундштук и уже перед зарей незаметно уснул, уронив папиросу на фланелевую грязную рубаху.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вилме кайнӑ чухнехи пек вӗр-ҫӗнӗ тӑхӑннӑ Мирон Григорьевич Богатырев мучине тата Матвей Кашулинпа юнашар сӑран кӗрӗкпе, кӗске кунчаллӑ атӑпа тата шӑлавар вӗҫӗсене ҫавӑрса чикнӗ таса шурӑ чӑлхапа пӗрене вӗҫӗнче ларчӗ.

Мирон Григорьевич, одетый, как на смерть, во все новое, в дубленый полушубок, в чирики и чистые белые чулки на вбор, — сидел с краю, рядом с дедом Богатыревым и Матвеем Кашулиным.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дон варрине ҫитсен, ҫивӗччӗн чӗвиклетсе илсе, пуля ун ҫывӑхӗнчех хӑмпӑлчӑллӑ таса пӑр ҫине тӑрӑнчӗ, пӑр катӑкӗсем, ун мӑйне ҫунтарса илсе, тӗрлӗ еннелле сирпӗнчӗҫ.

Уже на середине Дона, взвыв, пуля вгрызлась возле Григория в чистую круговину пузырчатого льда, осколки посыпались, обжигая Григорию шею.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эппин, кӳр таса питшӑлли, хунах шӑлса илем.

Тогда дай чистое полотенце, вытру эту.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех