Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвелтухӑҫнелле бинокльпе пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл тата ытларах салхуланчӗ; вара тӑпра купи ҫинчен анчӗ, малтанхи вырӑна пырса тӑчӗ.

Посмотрев в бинокль на восток, он, еще более хмурый, сошел с насыпи и вернулся на прежнее место.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чи малтанхи тупӑ персе янӑ хыҫҫӑн хула халӑхне урӑхран систерме манса та кайрӗҫ.

Добавим, что, когда первая пушка уже выпалила, об этом позабыли оповестить население города.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Зли-долӑ патӗнче сыхӑра тӑракан ушкӑнсем чи йышли; вӗсен йышне Волав ертсе пынӑ пӑлхавҫӑсем те кӗреҫҫӗ, — халь ак вӗсем тӑшман хӑйсем патне тапӑнса кӗрессе хӗҫ-пӑшалпа хирӗҫ тӑма чи малтанхи хут кӗтсе тӑраҫҫӗ.

Сторожевые посты на Зли-доле были самыми многолюдными из всех; их состав пополнился среднегорцами Волова — остатками разбитых чет, — и теперь они готовились встретить ружейным огнем первый натиск неприятеля.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эп ӑна чи малтанхи сӑмахранах эмелне хӑй валли шыранине ӑнкарса илтӗм.

А я с первых же его слов понял, что лекарство он ищет для себя.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй кун-ҫулӗнче те ҫак сӑмаха вӑл чи малтанхи хут илтет те — камран илтет-ха тата?

Первый раз в жизни услышал он подобное сочетание слов, и от кого же?

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ун пек пулӑшаканни, — кам иккенне пӗлтермешкӗн те вӑхӑт ӗнтӗ, — тухтӑра чи малтанхи хут хупсассӑнах Марко бая вӑрттӑн пулӑшма пултарнӑскер, ватӑ бей арӑмӗ пулчӗ (вӑлах пулма кирлӗ иккенне Ровоама хаджи пӗррехинче каҫхи кӗлӗ тунӑ вӑхӑтра тӗшмӗртсе илес пек шухӑш тытнӑччӗ).

Этим союзником, — пора уже нам назвать его, — тайно помогавшим Марко освободить доктора и после первого ареста, была (как правильно догадалась однажды Хаджи Ровоама посреди вечерней молитвы) жена старого бея.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вырӑнпа выртакан Огнянов патне Мина старик чи малтанхи хут пырса кӗрсен акӑ мӗнлерех сӑмах хускатса ячӗ:

Придя в первый раз навестить Огнянова, лежащего в постели, дед Мина проговорил строго:

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак ватӑ ҫын сӑмахӗнче Огнянов халиччен чи малтанхи хут хӑйӗн хаваллӑ кӑмӑлӗ ҫӗкленнине туйса илчӗ.

Впервые испытал Огнянов обаяние боговдохновенных слов, которыми старец озарял свою речь.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мина старике хӑйне майлӑ «авалхи палӑк» темелле, Болгарире тахҫан, келейнӑй шкулсем уҫса, псалтирпе часослов вулама вӗрентекен чи малтанхи учительсенчен вилмесӗр юлнӑ тӗпренчӗкӗ темелле.

Дед Мина был своего рода «памятник старины», живой осколок вымершего поколения тех учителей, что учили детей читать псалтырь и Часослов и первые открыли в Болгарии прославленные келейные школы.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ак ҫакна та каласа хӑварар: Стефчов тахҫан чи малтанхи хут Милкӑна хӑй сӑхлантарнӑ, унтан ӑна пӑрахнӑ.

Надо сказать, что когда-то он первый соблазнил ее и через некоторое время бросил.

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Манпа малтанхи хут калаҫрӗ-ха, — унччен вӑл манран йӗрӗннӗ пекех ҫав хаҫатран та йӗрӗнетчӗ…

Это в первый раз, — раньше он презирал ее не меньше, чем меня…

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чи малтанхи хут курнӑран варах ҫак учитель ун кӑмӑлне каймарӗ.

С первых же дней их знакомства ему было противно смотреть на человека,

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хальхи вӑхӑтра ху ҫуртна сыхласси, чысна упрасси, куҫ тӗлне пулакан ирсӗр жандармран ху пурнӑҫна сыхласси чи малтанхи ӗҫ пулмалла.

Ведь сейчас дело идет о том, чтобы спасти свой очаг, свою честь, свою жизнь от первого попавшегося шелудивого турка-полицейского.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Радӑн хӑйне ҫак ҫын рыцарле хӳтӗленӗ чухнех-ха чун хӑвачӗпе тав тӑвас туйӑм хускалнӑччӗ, тав тӑвас туйӑм вӑл малтанхи самантра кӑначчӗ-ха, тепӗр саманчӗ вара — савассиех пулчӗ ҫав ӗнте.

Еще в тот день, когда он так по-рыцарски ее защитил, она почувствовала к нему ту горячую благодарность, которая в первый момент — только благодарность, а во второй — уже любовь.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ровоама хаджи малтанхи кунсенче сарма ӗлкӗрнӗ элеклӗ сӑмахӗ тусӗсем паллашма сӗннӗ ҫынсене Огняновран сивӗтсе тӑнӑ.

В первые дни слух, пущенный Хаджи Ровоамой, отталкивал от Огнянова тех, с кем его хотели познакомить друзья.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каллех лӑпланчӗҫ, лӑпланнӑ май Огнянова хисеплесси те малтанхи пекех пулса тӑчӗ, каллех ӑна пурте тенӗ пекех тус вырӑнне хучӗҫ.

Опять водворилась тишина, а вместе с нею вернулось сочувствие к Огнянову, и все снова стали смотреть на него дружелюбно.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Турӑ каҫӑртӑрах та, паян ҫав ӗҫе чи малтанхи хут та чи юлашки хут турӑм.

На мой взгляд, нет поступка бесчестней, а вот сегодня, да простит меня бог, я сделал это в первый и последний раз.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Паян эп ирпе ирех кофейнӑйне кӗтӗм, сана арестленине Ганкоран малтанхи хут илтсеттӗм.

Сегодня утром я спозаранку зашел в кофейню и впервые услышал от Ганко о твоем аресте.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Марко паян ҫавӑнта пыраканнисенчен чи малтанхи пулчӗ.

Марко был его первым посетителем.

VI. Ҫыру // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кралич хӑй тӗлне килнӗ чи малтанхи тӑкӑрлӑкалла пӑрӑнчӗ, васкасарах утма тытӑнчӗ; ҫул хыттинчен йӑнӑшас мар тесе, аллипе хӳмерен тӗренкелесе утрӗ, ури ҫаплах шыв кӳленчӗкне лекет.

Кралич свернул в первый попавшийся переулок и прибавил шагу; нащупывая дорогу, он хватался руками за стены, но то и дело попадал ногой в лужу.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех