Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртнӑ (тĕпĕ: турт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Костя шинель хӗрринчен туртнӑ та, нимӗн кӑшкӑрмасӑр, касса янӑ пек юр ҫине йӑваннӑ…

Костя дернул за край одеяла и без крика как подкошенный повалился на снег…

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кам айӑплӑ-ха саншӑн! — кулкаланӑ амӑшӗ, хӗрне ҫаннинчен туртнӑ та хӑйпе юнашар лартнӑ.

— Кто ж тебе виноват! — посмеиваясь, ответила мать и, потянув дочь за руку, усадила рядом с собой.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксюша килӗшнипе килӗшменнине ыйтмасӑрах, вӑл ӑна аллинчен туртнӑ та, хӗр хирӗҫмесӗр унпа юнашар ларнӑ.

Не спрашивая согласия Ксюши, он потянул ее, и она послушно опустилась рядом.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксюша Лизӑна аллинчен туртнӑ, анчах кая юлнӑ — аттисене чӑрӑклаттарса, лейтенант вӗсем патнелле ҫывхарса пынӑ.

Ксюша дернула Лизу за руку, но было поздно — поскрипывая сапогами, лейтенант приближался к ним.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кунта кашни валлиех кӑмӑл туртнӑ ӗҫ тупӑнӗччӗ, э-э! мӗн каламалли пур, тепӗр тесен!

И дело тут для каждого нашлось бы по душе, и вообще… о чем говорить!

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Матрос чӗннӗ сасӑ кашнинче халӑха хумхантарнӑ, шыв хӗрнелле, паршӑсем ҫывӑхнелле туртнӑ.

И каждый вызов, каждый окрик матроса так и шатали эту толпу, так и тянули ближе к берегу, ближе к баржам.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Унӑн пир туртнӑ ҫуначӗсене нумай ҫӗрте пульӑсемпе снаряд ванчӑкӗсем шӑтара-шӑтара пӗтернӗ.

Обтянутые полотном крылья его были во многих местах продырявлены пулями и осколками снарядов.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн питне-куҫне шиклӗ пӑлханупа тарӑху шӑнӑр туртнӑ пек чалӑштарса нӗрсӗрлетрӗ.

Растерянность и гнев судорогами обезобразили его лицо.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун хыҫҫӑн халь кӑна тураса тӑкнӑ хӗрлӗармеецсем тавра казаксем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, чӗлӗм туртнӑ май, вӑрахчен вилесем ҫине сӑнаса пӑхрӗҫ.

После долго возле дорубленных толпились казаки, курили, рассматривали трупы.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сикӗпе пынӑ ҫӗртех маузер спускне ҫилӗллӗн пусса туртнӑ Григорий пемен пӑшала (патрон чалӑш кӗрсе ларнӑ) коробкӑна чикрӗ те хаяррӑн кӑшкӑрчӗ:

Григорий, на скаку яростно жавший спуск маузера, сунул отказавшееся служить оружие в коробку (патрон пошел наперекос), грозно крикнул:

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аякри кӗсйинче хутсем чикнӗ пӗчӗкҫӗ портфельпе — ӑна чӑпар тӗслӗ тискер кайӑк тирӗпе туртнӑ — портсигар тупрӗ.

В боковом кармане нашел маленький, обтянутый пестрой звериной шкурой портфель с бумагами и портсигар.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Евгений Николаевич яп-яка хырӑннӑ; симӗсрех тӗслӗ шукӑль френчӗ ун ҫинче килӗшӳллӗ ларать; ҫапах та пушӑ ҫанӑ ӑна канӑҫ памасӑр асаплантарчӗ, — бинтпа ҫыхнӑ пӗчӗкҫӗ алӑ татӑкӗ ҫанӑ ӑшӗнче шӑнар туртнӑ чухнехи пек хуллен хускалкаласа илчӗ.

Евгений Николаевич был тщательно выбрит, защитный щегольский френч сидел на нем по-прежнему безукоризненно, но пустой рукав мучительно тревожил судорожно шевелился внутри его крохотный забинтованный обрубок руки.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аттене тӑван ҫӗршыв енче пӗтереймен ӗҫӗсем (вӗсен шутӗнчех чӑваш чӗлхин словарӗ пулнӑ) туртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Суворов капитана кӑчӑк туртнӑ:

Поманил Суворов капитана.

Генерал погонӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Чӗлӗм туртнӑ май вӑл, ҫирӗп шӑлӗсене елпӗртсе, ҫӑварӗнчи пирусне мӗкӗлтеттерет; хурал командинчи казаксене ҫилӗллӗн хӑйӑлтатса хушать:

Он курил, жевал папиросу, ощеряя твердые зубы; казакам караульной команды хрипло приказал:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чулсем хушшинче шӑнкӑртатса юхакан пӗчӗк шыва вӑйлӑ та пысӑк шыв ялан хӑй патне туртнӑ, анчах вӗсем хушшинче тусем тӑнӑ…

Большая и сильная река всегда привлекала к себе мелкую, что звонко протекала среди камней, но между ними были горы…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вырӑнӗ ҫинче ҫаврӑнкаласа йывӑррӑн ахлатнӑ вӑл, сике-сике тӑрса табак туртнӑ, шурӑ йӗмлӗ хыткан урисене усса, нумайччен ларнӑ…

Ворочаясь на постели, он вздыхал, вставал курить и подолгу сидел, опустивши на пол сухие, костлявые ноги в белых подштанниках…

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кубанкине хыврӗ, ҫамкине шӑлчӗ, пуҫне тата аяларах усрӗ, Тутаринов старик пӑхни хӑй патнелле туртнӑ пек, темле вӑй ӑна каллех тӗттӗм кӗтесселле пӑхма хистерӗ…

Он снял кубанку, вытер лоб, еще ниже наклонил голову, а взгляд старика Тутаринова точно притягивал к себе, какая-то сила заставляла еще раз взглянуть в темный угол…

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫутӑ горизонтра Кавказ ту хырҫи тӑрать, — вӑл питӗ патӗнче пек, ахаль куҫпах ту урлӑ выртакан ҫулсене те, шӗвӗр шӑрчӗсене те, юр ҫине шупка мӗлки ӳкнӗ чӑнкӑ тӑвайккисене те, шупка кӑвак хут ҫине хура йӗр туртнӑ евӗр хушӑксене те куратӑн.

По светлому горизонту встает Кавказский хребет, — кажется, лежит он так близко, что простым глазом видны и седловины перевалов, и острые зубчатые шпили, и обрывы с матовой тенью на снегу, и даже трещины, как черточки на бледно-синей бумаге.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӑррине вара (халлӗхе ҫӗлӗкӗн тӑрри пулман, Хлопуша путек тирне васкавлӑн ҫиппе чике-чике туртнӑ) пӗр айван хӗрачана хӑй ӑсталӑхне кӑтартас тесе ҫӳле ывӑтсан, пенӗ те сирпӗтсе янӑ.

А верх (пока нового верха у шапки не было, Хлопуша наскоро стянул мерлушковые бока ниткой) это Гришатка прострелил влет, чтобы доказать одной глупой девчонке свое умельство.

Патьен // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех