Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑйпах вилӗме кӗтни вӑл чӑн-чӑн чир мар-и вара?Ожидание насильственной смерти не есть ли уже настоящая болезнь?
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗр сехете яхӑн эпӗ пӳлӗм тӑрӑх утрӑм; унтан лартӑм та Вальтер Скотт романне уҫрӑм, вӑл манӑн сӗтел ҫинче выртатчӗ; вӑл «Шотланди пуританӗсем» ятлӑ, эпӗ малтан вӑйпах вуларӑм, унтан асамлӑ шухӑшпа киленсе, йӑлтах манса кайрӑм…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн хӑйӗн те ҫак самантра сиксе тӑрас, ӑҫталла та пулин тарас килчӗ (ҫӗрлехи бомбёжкӑсем вӑхӑтӗнче яланах ҫапла пулать), анчах та вӑл хӑйне хӑй вӑйпах чарса выртрӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах та вӑл еврей-заключеннӑйсен шалӗсене ҫапа-ҫапа хуҫнӑ чух тата вӗсене, пур чирсенчен те сыватакан эмел тесе, вӑйпах кашӑк туллиех тӑвар е хӑйӑр хыптарнӑ чух, вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе нацист пулни ытла та уҫҫӑн курӑнатчӗ.
«Самаритянин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Ӑна вӑйпах хӑйсен ача-пӑчасене пухакан хӑрушӑ изоляторне янӑ.Отправили силком в какой-то ихний страшный детский изолятор.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Ҫӗршыв» сӑмаха вӑйпах дефиспа ҫыртарасси те Ю.М.Виноградов кафедра ертӳҫинче ӗҫленӗ чухне пулса пычӗ.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Каччӑ ӑна вӑйпах чуп туса илет, хӗр ӑш-чикӗ кун хыҫҫӑн хытӑ ҫунма тытӑнать: «Вил те — юратман ҫынна чуп тума ан пар», «Санӑн турру — сана чи малтан чуп тунӑ ҫын…», — аса килеҫҫӗ ӑна альбомри сӑмахсем.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
— Хам вӑйпах…
Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№
Мӗншӗн-ха ялти ватӑсен Мархвапа (РФ тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш халӑх артистки Любовь Федорова) Лаврен Васильчӑн (ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев) хӗрӗпе ывӑлне вӑйпах, туй тумасӑрах, хут уйӑрттармасӑрах - ашшӗн кашни сӑмахне итлекен каччӑна «киле кӗртсе» - арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма хӗтӗртмелле?
Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Центрти лавккана хамӑр вӑйпах ҫӗклерӗмӗр.
«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
7. Анчах та Лисий пинпӳ пычӗ те, ӑна пирӗн алӑран вӑйпах илсе, сан патна ячӗ; 8. пире те, ӑна айӑплакансене, сан патна кайма хушрӗ.
Ап ӗҫс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Акӑ ӗнтӗ сирӗн тӗллӗн йышлӑ эшкерӗн хаярлӑхӗ вутла хыпса илет, сире хӑшне-пӗрне ярса тытӗҫ те хӑйсен йӗрӗхӗсене кӳнӗ чӳк парнине вӑйпах ҫитерӗҫ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Шӑпах ҫавсем ӗнтӗ иудейсене, чурасене илсе килнӗ пек, тӗрӗсрех каласассӑн, элек сарса айӑпа кӗнӗ ҫынсене илсе килнӗ пек, сӑнчӑрласа, вӑйпах илсе килчӗҫ, вара вӗсене, тӗлли-паллине пӑхса тухмасӑрах, тӗпчесе тӑмасӑрах, скифсен йӑлинче те пулман мелпе хаяррӑн асаплантарса вӗлерсе тӑкасшӑнччӗ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ватлӑхпа йӑмшанӑран ури вӑйӗ юлманнипе пӗкӗрӗлсе аннӑ ватӑсене ушкӑнӗпех хӑваласа пынӑ; вӑйпах кӑларса яма хушнӑран вӗсене, намӑса пӗлмесӗр, хӑвӑртрах утма хистенӗ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа та эпир, вӗсем кирек хӑш самантра та пире хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗлсе ҫитсе, ҫапла хӑҫан та пулин хамӑра хирӗҫ сасартӑк пӑлхав ҫӗкленсессӗн, ҫак усал ҫынсем пире сутакансем, хаяр тӑшманӑмӑрсем пуласса малтанах курса тӑрса, 18. ҫапла хушатпӑр: ҫак ҫырӑва илнӗ-илменех эпир асӑннӑ ҫынсене пур ҫӗртен те арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле вӑйпах, асаплантара-асаплантарах, тимӗрлесе пирӗн патӑмӑра вӗлерме ӑсатмалла: вӗсем пек усал шухӑшлӑ ҫынсем пӗр шелсӗр те мӑшкӑл вилӗме тивӗҫлӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫав вӑхӑтрах хӑшӗсем тата вӑйпах кӗрсе хӑй шутланине тумах сӗмсӗрленекене чарса тӑма та хӑюлӑх ҫитернӗ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сӑваплӑ тумтир тӑхӑннӑ священниксем ӗнтӗ, ҫӗре ӳксе, пире ҫак виҫесӗр инкекре пулӑшсамччӗ, вӑйпах кӗрекен ҫынна тытса чарсамччӗ тесе аслӑ Турра кӗлтунӑ; Турӑ Ҫурчӗ тулли уласа йӗни, куҫҫулӗпе макӑрни илтӗнсе тӑнӑ; хулара юлнисем, халиччен пулманни пулнӑ тесе, пӑлханса чупса ҫитнӗ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах ҫав ҫынсем, ҫыран хӗррине тухасахчӗ тесе, вӑйпах кӗсменпе авӑсма тытӑннӑ, анчах тухма пултарайман, мӗншӗн тесессӗн тинӗс ҫав-ҫавах вӗсене хирӗҫ тулашса ахӑрнӑ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ пур ҫынна та ялан ҫак пӗртен-пӗр халӑх ҫеҫ хирӗҫ тӑнине пӗлсен, вӗсем саккунсене хирӗҫлекен йӗркесемпе пурӑннине пӗлсен, пирӗн патшалӑхӑмӑрта ҫителӗклӗ пурӑнӑҫ ан пултӑр тесе, пире хирӗҫ тӑрса тискер ӗҫсем тунине пӗлсен, эпир Аман ҫырӑвӗнче, пӗтӗм ӗҫсене тӗрӗслесе тӑракан, хамӑрӑн иккӗмӗш аттемӗр Аман ҫырӑвӗнче, кӑтартнӑ ҫынсене пӗтӗм килӗ-йышӗпе, ачи-пӑчипе вӗлерсе тухма хушрӑмӑр, вӗсене кӑҫалхи вуниккӗмӗш уйӑхӑн, адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пӗр иккӗленмесӗр, хӗрхенмесӗр хӗҫпе вакламалла, тӗппипех пӗтермелле, ҫавсене — унччен те, халӗ те пире курайман ҫынсене — пӗр кунра вӑйпах ҫӗр тӗпне ҫапса антармалла, вара вӗсем пире малашне ӗмӗрӗпе тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурӑнӑҫпа пурӑнма чӑрмантараймӗҫ.]
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тата тепре ҫапла тусассӑн, эпӗ сире вӑйпах хӑваласа ярӑп, терӗм.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.