Шырав
Шырав ĕçĕ:
47. Хӑй патне Нафанаил пынине курсассӑн Иисус ун ҫинчен ҫапла калать: акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, унра чеелӗх ҫук, тет.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курать те ҫапла калать: акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки, 30. эпӗ Ун ҫинчен: «ман хыҫран Килекен Ар манран мала тухрӗ, Вӑл манран малтанах пулнӑ» тенӗччӗ, Ку — Ҫакӑ ӗнтӗ; 31. эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ, анчах Израиль Ӑна пӗлтӗр тесе, эпӗ шывпа тӗне кӗртме килтӗм, тенӗ.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл пысӑк, ҫӳллӗ хӳмеллӗ, вуникӗ хапхаллӑ, вӗсен умӗнче вуникӗ ангел тӑрать; хапхисем ҫине Израиль ывӑлӗсен вуникӗ йӑхӗн ячӗсене ҫырнӑ: 13. тухӑҫ енче — виҫӗ хапха, ҫурҫӗр енче — виҫӗ хапха, кӑнтӑр енче — виҫӗ хапха, анӑҫ енче те виҫӗ хапха.
Ӳлӗм 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ вара Турӑ пичечӗпе паллӑ тунисен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине илтрӗм — Израиль ывӑлӗсен пур йӑхӗнчен те палӑртнисем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ: 5. Иуда йӑхӗнчен ҫавӑн пеккисем вуникӗ пин, Рувим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Гад йӑхӗнчен — вуникӗ пин, 6. Асир йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Неффалим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Манассия йӑхӗнчен — вуникӗ пин, 7. Симеон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Левий йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иссахар йӑхӗнчен — вуникӗ пин, 8. Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иосиф йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Вениамин йӑхӗнчен те вуникӗ пин ҫынна пичет пуснӑ.
Ӳлӗм 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пергам Чиркӗвӗн ангелне те ҫырса яр: «Икӗ ҫивчӗллӗ хӗҫли ҫапла калать: 13. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ шуйттанӑн аслӑ пуканӗ ларакан ҫӗрте пурӑннине, эсӗ Манӑн ятӑма уяса тӑнине те пӗлетӗп; сирӗн патӑрта, шуйттан пурӑнакан ҫӗрте, Ман ҫинчен тӗрӗс калакан Антипӑна вӗлернӗ кунсенче те эсӗ Мана ӗненме пӑрахмарӑн. 14. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: санӑн унта Валаам вӗрентнине тытса тӑракансем пур, лешӗ вара Израиль ывӑлӗсем суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫсене ҫиччӗр, ясар ӗҫсем туччӑр тесе, Валака вӗсене илӗртсе улталама вӗрентнӗ. 15. Санӑн та Николай хыҫҫӑн кайнисем вӗрентнине тытса тӑракансем пур; Эпӗ вӗсем вӗрентнине кураймастӑп. 16. Ӳкӗн; унсӑрӑн кӗҫех сан патна пырӑп та вӗсемпе Хамӑн чӗлхе-ҫӑварӑм хӗҫӗпе ҫапӑҫӑп. 17. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр: ҫӗнтерекене курӑнми манна ҫитерӗп; ӑна шурӑ чул парӑп, чулӗ ҫине ҫырнӑ ҫӗнӗ ят парӑп; илекеннисӗр пуҫне ҫав ята никам та пӗлмест».
Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ӗненнине пулах Иосиф хӑй вилнӗ чухне Израиль ывӑлӗсем Египетран тухасси ҫинчен астутарнӑ, хӑйӗн шӑмми-шакки пирки те каласа хӑварнӑ.22. Верою Иосиф, при кончине, напоминал об исходе сынов Израилевых и завещал о костях своих.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа каланӑ та: 16. «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм, тет Ҫӳлхуҫа; Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн чӗринех кӗртсе лартӑп, вӗсенӗн ӑсне-тӑннех ҫырса хурӑп, 17. вӗсенӗн ҫылӑхӗсене, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кам та пулин ӳте шанма шухӑшлать пулсассӑн, манӑн ун пек тумашкӑн йӳтӗмӗ те ытларах: 5. ӳтӗме саккӑрмӗш кун каснӑ, эпӗ — Израиль йӑхӗ, Вениамин тӑхӑмӗ, еврейрен ҫуралнӑ еврей, саккун тӗлӗшӗнчен — фарисейччӗ, 6. Туррӑн ӗненекен ушкӑнне хаяррӑн хӗсӗрлекен ҫынччӗ, саккун хушнине тӑвас тӗлӗшпе вара — айӑпсӑр ҫынччӗ.
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ астуса тӑрӑр: эсир ӗлӗк суя тӗнлӗ ҫынсемччӗ, ӳтне кастарнисем, ӳтне алӑпа кастарнисем, сире «ӳт кастарманнисем» теетчӗҫ; 12. ҫав вӑхӑтра эсир Христоссӑр пурӑнаттӑрччӗ, Израиль халӑхӗшӗн эсир ютчӗ, халал мӗн пама пулнине пӗлместӗрччӗ, сирӗн шанӑҫӑр ҫукчӗ, тӗнчере эсир Турра ӗненмесӗр пурӑнаттӑрччӗ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ҫыннисем-и?
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12-13. Ҫавӑн пек шанӑҫ пуррипе эпир Моисей пек мар, хӑюллӑн та уҫҫӑн ӗҫлетпӗр: вӑл, Израиль ывӑлӗсем мухтавлӑх иртсе кайнине ан курччӑр тесе, питне пӗркенчӗкпе витсе ҫӳренӗ.
2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чулсем ҫине ҫырнӑ вилӗм кӳрекен саспаллисемшӗн ӗҫлениех ҫав тери мухтавлӑ пулнӑ пулсассӑн, ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем мухтав ҫутипе — иртсе каяс мухтавпа — ялтӑртатса тӑракан Моисей сӑнӗ ҫине пӑхма та пултарайман пулсассӑн, 8. Сывлӑшшӑн ӗҫлени вара тата ытларах мухтавлӑ пулмалла мар-и?
2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль мӗн шыранине илеймерӗ; суйланисем илчӗҫ, ыттисем хаярланчӗҫ, 8. Ҫырура ҫапла каланӑ: «Турӑ вӗсем ҫине туйми тӑвакан сывлӑш янӑ, курми куҫ, илтми хӑлха панӑ, вӗсем паянхи кунчченех — ҫавӑн пек» тенӗ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ хам та — Израиль ҫынни, Авраам йӑхӗнчен, Вениамин ӑрӑвӗнчен ҫуралнӑ ҫын.Ибо и я Израильтянин, от семени Авраамова, из колена Вениаминова.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Израиль ҫинчен вара ҫапла калать: «Эпӗ кунӗпех аллӑма чурӑс та пуҫтах халӑх енне тӑсса тӑтӑм» тет.21. Об Израиле же говорит: целый день Я простирал руки Мои к народу непослушному и упорному.
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тата ыйтам: Израиль пӗлмен-и-мӗн?
Рим 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Тӳрре кӑларакан саккуна шыранӑ Израиль вара ҫав саккуна тупаймарӗ.31. А Израиль, искавший закона праведности, не достиг до закона праведности.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫапах та Турӑ сӑмахӗ вырӑна килмерӗ темелле мар, мӗншӗн тесессӗн Израильрен ҫуралнисем пуртех Израиль ҫыннисем мар; 7. Авраам йӑхӗнчен тухнисем те пуртех Авраам ачисем мар; Ҫырура ҫапла каланӑ: «санӑн йӑху Исаакран пуҫланса кайӗ» тенӗ.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп, ӑна мана Таса Сывлӑш систернипе хамӑн чунӑм та пӗлтерсе тӑрать; 2-3. манӑн хуйхӑм питех те пысӑк, чӗрем пӗр чарӑнмасӑр тӑвансемшӗн, ӳтрен тӑваннисемшӗн, ҫунать: эпӗ вӗсем вырӑнне хама Христосран уйӑрса ылханнине хавас пулӑттӑм; 4. вӗсем — Израиль ҫыннисем; Турӑ вӗсене Хӑйӗн ывӑлӗсем тунӑ, вӗсене Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартнӑ, вӗсене халал та, саккун та, кӗлтӑвас йӗрке те панӑ, Турӑ пама пулнисем те — вӗсенӗн; 5. тӗп аттесем те — вӗсенӗн; Христос та ӳчӗпе вӗсенчен тухнӑ, Вӑл, пуринӗн те Турри, ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Чӗнтерессе те эпӗ сире ҫавӑн пирки чӗнтертӗм, сирӗнпе курса калаҫас терӗм, мана ӗнтӗ Израиль шанчӑкӗ пирки ҫак сӑнчӑрпа тимӗрлерӗҫ, терӗ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.