Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Пушхирте Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Моисейпе Аарона ӳпкелеме пуҫланӑ, 3. Израиль ывӑлӗсем вӗсене каланӑ: ах, пирӗн Египет ҫӗрӗнчех аш тултарнӑ хуран умӗнче ларнӑ чухнех, тӑраниччен ҫӑкӑр ҫинӗ чухнех Ҫӳлхуҫамӑр алли тивнипе вилмеллеччӗ! эсир пире ку пушхире пӗтӗм халӑха выҫӑпа вӗлерме илсе килтӗр, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет ҫыннисен аллинчен хӑтарнӑ, Израиль [ывӑлӗсем] тинӗс хӗрринче Египет ҫыннисем вилӗ выртнине курнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ умӗнчен пыракан Турӑ Ангелӗ тапранса кайнӑ та вӗсен хыҫӗнчен пыра пуҫланӑ; пӗлӗт юпа та, вӗсен умӗнчен тапранса, вӗсен хыҫне пырса тӑнӑ; 20. Египет тапӑрӗпе Израиль [ывӑлӗсен] тапӑрӗ хушшине тӑнӑ: пӗрисемшӗн хура пӗлӗт те сӗм тӗттӗмлӗх пулнӑ, тепӗрисемшӗн каҫ тӗттӗмне ҫутатса тӑнӑ, вара пӗрисем тепӗрисем патне ҫӗр каҫичченех ҫывӑхарайман.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: мӗн эсӗ Мана кӑшкӑрса чӗнетӗн? Израиль ывӑлӗсене кала, вӗсем утчӑр, 16. эсӗ туюна ҫӗкле те аллуна тинӗс ҫине тӑс, ӑна икӗ еннелле уйӑр, Израиль ывӑлӗсем тинӗс варринчен типӗ ҫӗртен каҫса кайӗҫ; 17. Эпӗ [фараонпа мӗнпур] Египет ҫыннисен чӗрине хаярлатса ярӑп, вӗсем вара сирӗн хыҫҫӑн кайӗҫ; ҫапла фараон ҫинче, унӑн пӗтӗм ҫарӗ ҫинче, унӑн урапаллӑ ҫарӗ ҫинче, унӑн юланутҫисем ҫинче Хамӑн мухтавлӑхӑма кӑтартӑп; 18. Хамӑн мухтавлӑхӑма фараон ҫинче, унӑн урапаллӑ ҫарӗ ҫинче, унӑн юланутҫисем ҫинче кӑтартсассӑн, Египет ҫыннисем [пурте] Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тенӗ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Фараон ҫывӑхарса пынӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ Египет ҫыннисем вӗсем хыҫҫӑн килеҫҫӗ; вара Израиль ывӑлӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ те Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ, 11. вӗсем Моисее каланӑ: Египетра тупӑк ҫук-им, эсӗ пире пушхире вилме илсе килтӗн-и?
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа фараонӑн, Египет патшин, [тата унӑн чурисен] чӗрине хаярлантарса янӑ, вӑл вара Израиль ывӑлӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ; Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑватлӑ алӑ хӳттипе пынӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫур ҫӗр тӗлӗнче Эпӗ Египет витӗр тухӑп, 5. вара Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнӑ пур ывӑл ача та — аслӑ пукан ҫинче ларакан фараонӑн малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа арман чулӗ ҫавӑракан хӑрхӑмӑн ывӑлӗ таранчченех — вилсе пӗтӗ, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗх те вилсе пӗтӗ; 6. пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче кӑшкӑрса-уласа йӗрӗҫ, ун пекки пулман, ун пекки урӑх пулас та ҫук; 7. Израиль ывӑлӗсем патӗнче вара йытӑ та чӗлхине хускатмӗ, ҫынна е выльӑха вӗрсе сасӑ памӗ, ҫакӑнтан эсир Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет халӑхӗнчен мӗнле уйӑрса тӑнине курӑр, тет, тенӗ.
Тух 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа, еврейсен Турри, ҫапла калать, те: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр; 2. эхер те эсӗ [Манӑн халӑхӑма] ярасшӑн мар пулсассӑн, ӑна татах тытса тӑрсассӑн, 3. акӑ Ҫӳлхуҫа алли санӑн хирте ҫӳрекен выльӑху-чӗрлӗхӳ ҫине ҫитӗ, лашусем, ашакусем ҫине, тӗвӳсем, вӑкӑрусем, сурӑхусем ҫине ҫитӗ: мур чирӗ питех те йывӑр пулӗ; 4. Ҫӳлхуҫа [ҫав вӑхӑтра] Израиль выльӑхӗ-чӗрлӗхне Египет выльӑхӗ-чӗрлӗхӗнчен уйӑрӗ, Израиль ывӑлӗсен мӗнпур [выльӑхӗнчен] пӗри те вилмӗ, те, тенӗ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Моисейпе тата Ааронпа калаҫнӑ, вӗсене Израиль ывӑлӗсем тӗлӗшӗнчен мӗн-мӗн тумаллине, Израиль халӑхне Египет ҫӗрӗнчен илсе тухас тесе фараона, Египет патшине, мӗн каламаллине пӗлтерсе хунӑ.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах фараон каланӑ: эпӗ Унӑн сӑмахне итлесе Израиль [ывӑлӗсене] кӑларса ямашкӑн Турӑ вӑл камах вара? эпӗ Турра пӗлместӗп, Израиле те ямастӑп, тенӗ.
Тух 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Моисей вара Ааронпа пӗрле кайнӑ, вӗсем Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм аслӑ ҫыннине пухнӑ та, 30. Аарон [вӗсене] Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее каланӑ пӗтӗм сӑмаха каласа панӑ; Моисейӗ халӑх куҫӗ умӗнче хӑват паллисем туса кӑтартнӑ, 31. халӑх вара ӗненнӗ; вӗсем Ҫӳлхуҫа Турӑ Израиль ывӑлӗсем патӗнче пулни ҫинчен, Вӑл вӗсен асапне курни ҫинчен илтнӗ, вара вӗсем чӗркуҫленсе ларса пуҫҫапнӑ.
Тух 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чылай вӑхӑт иртсессӗн, Моисей ӳссе ҫитӗнсессӗн, ҫапла пулнӑ: вӑл хӑйӗн тӑванӗсем [Израиль ывӑлӗсем] патне тухнӑ та вӗсем йывӑр ӗҫ ӗҫленине курнӑ; вӑл хӑйӗн пӗр тӑванне [Израиль ывӑлне], пӗр еврее, Египет ҫынни хӗненине курнӑ.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑнпа та Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр пусахласа ӗҫлеттернӗ, 14. Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхенмесӗр, йывӑр ӗҫ ӗҫлеттерсе — тӑм ӗҫӗ тутарса, кирпӗч ҫаптарса, хирти тӗрлӗ ӗҫе ӗҫлеттерсе, кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пӗр хӗрхенмесӗр, пусахласа ӗҫлеттерсе — вӗсен пурӑнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иосиф Израилӗн ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ ывӑлӗ пулнӑран Израиль ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнӑ, — ӑна тӗрлӗ тӗслӗ тумтир туса панӑ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сӑмахран, Херш ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 1973 ҫулхи Суд кунӗнчи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Израиль ядерлӑ шантажпа усӑ курса (арапсене хирӗҫ ядерлӑ хӗҫпӑшалпа усӑ курасссипе хӑратса) АПШ-ран пулӑшу илнӗ.
Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88
Унсӑр пуҫне, Израиль Патшалӑхне йӗркелениччен Хаим Кац (1947 ҫулта) ҫуралнӑ.Кроме того, до образования Государства Израиль родился Хаим Кац (в 1947 году).
Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82
Пуринчен ытла вырӑна «Ликуд» сылтӑм парти ҫӗнсе илнӗ — 30 вырӑн; «Сионистла лагерь» сылтӑм центр партисен альянсӗ (вӑл «Аводӑпа» «Ха-Тнуа» партисем пӗрлешнипе йӗркеленнӗ) 24 мандат ҫӗнсе илнӗ; «Пӗрлешӗннӗ араб списокне» (ХАДАШ, БАЛАД, РААМ, ТААЛ) 13 мандат лекнӗ; «Йеш атид» парти суйлавра тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнса 11 мандат илнӗ; «Пирӗн кил — Израиль» парти суйлавра саккӑрмӗш вырӑн ҫеҫ йышӑнма пултарнӑ, 6 мандат илнӗ.
Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82
Пуринчен ытла вырӑна «Ликуд — Пирӗн кил — Израиль» ҫӗнсе илнӗ — вӗсене 31 вырӑн лекнӗ, «Йеш атид» ҫӗнӗ партине 19 мандат лекнӗ.
Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82
«Ликуд» — 27 вырӑн йышӑннӑ, «Пирӗн кил — Израиль» — 15. Тӑваттӑмӗш вырӑнта «Авода» пулнӑ — 13 вырӑн йышӑннӑ.«Ликуд» — 27, «Наш дом — Израиль» — 15. Лишь на четвёртом месте «Авода» — 13.
Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82
2008 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче Шимон Перес Израиль Президенчӗ ҫӗнӗ правительствӑна йӗркелес тӗлӗшпе коалицисем хушшинче килӗшӳ тума пултарайманнине йышӑннӑ, кун пирки вӑл кнессет председательне Далия Ицика пӗлтернӗ, вара парламента салатса янӑ.
Кнессет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%BD%D ... 0%B5%D1%82