Шырав
Шырав ĕçĕ:
32. Израиль ывӑлӗсем пушхирте тӑнӑ чухне шӑматкун вутӑ пуҫтаракан ҫынна тӗл пулнӑ; 33. [шӑматкун] вутӑ пуҫтаракан ҫынна тӗл пулнисем ӑна Моисейпе Аарон патне, [Израиль ывӑлӗсен] пӗтӗм халӑхӗ патне илсе пынӑ; 34. ӑна мӗн тумалли паллӑ пулман-ха, ҫавӑнпа ӑна хурал тӑратса хупса лартнӑ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Пӗлмен пирки эсир Ҫӳлхуҫа Моисее каласа панӑ ҫак ӳкӗтсене пӑссассӑн, вӗсене пӗтӗмпе пурӑнӑҫласа тӑмасассӑн, 23. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сире Моисей урлӑ мӗн ӳкӗтленине пурне те Вӑл ӳкӗтленӗ кунран пуҫласа малашне сыпӑкран сыпӑка туса тӑмасассӑн, 24. ҫапла халӑх астӑвайман пирки йӑнӑш тусассӑн, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗтӗм халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн [айӑпсӑр] ҫамрӑк вӑкӑр кӳтӗр; йӗрке тӑрӑх унпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни, ун ҫине юхтармалли парне тата ҫылӑхшӑн пӗр качака таки кӳтӗр; 25. вара священник Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тасатӗ, йӑнӑшпа пулнӑран вӗсен ҫылӑхӗ те каҫарӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем кӳрес парнине Ҫӳлхуҫана пачӗҫ ӗнтӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗшӗн, хӑйсем йӑнӑш тунӑшӑн парне кӳчӗҫ; 26. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне тата вӗсем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынна Турӑ каҫарӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫакна пӗтӗм халӑх йӑнӑшпа тунӑ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗ ҫинчен ҫӗкленсе кайсассӑн, Израиль ывӑлӗсем хускалса ҫула тухнӑ, пӗлӗт чарӑннӑ тӗлте Израиль ывӑлӗсем чатӑр карса тапӑра ларнӑ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль халӑхӗ Египетран тухсассӑн иккӗмӗш ҫулхине, пӗрремӗш уйӑхра, Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Пасха тума палӑртнӑ вӑхӑтра Израиль ывӑлӗсем Пасха туччӑр: 3. ӑна ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине, палӑртса хунӑ вӑхӑтра, тӑвӑр, ӑна ун тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрки тӑрӑх, пӗтӗм йӑли тӑрӑх тӑвӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Моисейпе Аарон тата Израиль ывӑлӗсен пур халӑхӗ левитсем тӗлӗшӗнчен ҫапла тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее левитсем тӗлӗшӗнчен епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее татах ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсене кала: эхер те арҫын е хӗрарӑм ҫынна хирӗҫле ӗҫпе ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫавӑн урлӑ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, ҫав чун айӑплӑ пулӗ, 7. ун пек ҫынсем хӑйсем тунӑ ҫылӑхне каласа кӑтартчӑр, илсе айӑпа кӗнӗ япалине пӗтӗмпе каялла тавӑрса паччӑр тата ун ҫумне ҫав япала хакӗн пиллӗкӗмӗш пайне хушчӑр та ӑна хӑйсем усал туса сиен кӳнӗ ҫынна тавӑрса паччӑр; 8. эхер те сиен курнӑ ҫыннӑн еткерҫи пулмасассӑн, айӑп тунӑшӑн тӳлемеллине Ҫӳлхуҫана халаллатӑр; ӑна священника памалла, вӑл айӑплӑ ҫын хӑйне тасатмашкӑн кӳнӗ сурӑх таки ҫумне хушса пани пултӑр; 9. Израиль ывӑлӗсем священник патне илсе пынӑ кирек мӗнле сӑваплӑ парне те ӑна пулать, 10. кам та пулин асӑнса пани те ӑна пулать; священника кам мӗн парать, ҫавӑ пурте ӑна пулать, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Израиль ывӑлӗсем вара ҫапла тунӑ, вӗсене тапӑртан кӑларса янӑ; Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫавӑн пек тунӑ та.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсем хушшинчен малтан ҫуралнисене, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тух, вӗсене ят тӑрӑх шутла; 41. Израилӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне эсӗ Ман валли левитсене ил: Эпӗ Ҫӳлхуҫа.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 6. Левий йӑхне илсе кил те ӑна Аарон священник умне тӑрат, вӗсем ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑччӑр; 7. вӗсем вара уншӑн та, пӗтӗм халӑхшӑн та пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн яланах кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 8. пуху чатӑрӗн мӗнпур япалине вӗсем сыхласа усраччӑр, Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 9. левитсене Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата унӑн [священникра тӑракан] ывӑлӗсен аллине пар: Израиль ывӑлӗсенчен вӗсем Аарон аллинче пулччӑр; 10. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне] пар: вӗсем хӑйсен священника тивӗҫ ӗҫне туса тӑччӑр [тата парне вырӑнӗпе чаршавӑн шал енче мӗн пуррине пурне те пӑхса тӑччӑр]; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла, тенӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Израиль ывӑлӗсем кашнийӗ хӑйсен тапӑрне ларса тухмалла, хӑйсен ялавӗ ҫумӗнче, хӑйсен ҫарӗпе пӗрле пулмалла; 53. Израиль ывӑлӗсен халӑхне ҫилленни ан пултӑр тесе, левитсем хӑйсен тапӑрне Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрӗ ҫывӑхне лартмалла; ҫапла вара левитсем яланах Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне сыхласа тӑрӗҫ, тенӗ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухса пӗтӗмпе шута илнӗ Израиль ывӑлӗсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, вӑрҫа юрӑхлисем, 46. шута илнисем, Израиль халӑхӗн мӗнпурӗ ултҫӗр виҫӗ пин те пилӗкҫӗр аллӑ ҫын пулнӑ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Моисей Израиль ывӑлӗсене каласа панӑ; вара усал сӑмах каланӑ ҫынна тапӑр тулашне илсе тухнӑ та чулпа персе вӗлернӗ, Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек тунӑ.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, эсир ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене пуҫтарнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун уявлӑр: пӗрремӗш кунӗнче те канӑҫ, саккӑрмӗш кунӗнче те канӑҫ; 40. пӗрремӗш кунӗнче илемлӗ йывӑҫ турачӗсем, пальма турачӗсем, сарлака ҫулҫӑллӑ йывӑҫ турачӗсем, шыв хӗрринче ӳсекен хӑва турачӗсем илӗр те Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫичӗ кунччен хӗпӗртесе савӑнӑр; 41. Ҫӳлхуҫанӑн ҫак уявне ҫулталӑкра ҫичӗ кун хушши уявлӑр: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; ӑна ҫиччӗмӗш уйӑхра уявлӑр; 42. ҫичӗ кун хӳшӗре пурӑнӑр; ҫак ҫӗрте пурӑнакан кирек хӑш Израиль ҫынни те хӳшӗре пурӑнмалла: 43. Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсене хӳшӗсене вырӑнаҫтарнине сирӗн йӑхӑрсем пӗлсе тӑччӑр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Израиль йӑхӗнчи ҫынсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан мӗнле те пулин юн ҫиес пулсассӑн, Хамӑн сӑнӑма юн ҫиекен ҫыннӑн чунӗ енне ҫавӑрӑп та ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, 11. мӗншӗн тесессӗн ӳтӗн чунӗ — юнра, сирӗн чунӑра тасатмашкӑн Эпӗ ӑна парне вырӑнӗ валли палӑртрӑм: ҫак юн чуна тасатать; 12. Израиль ывӑлӗсене Эпӗ ҫавӑнпа каларӑм та: сирӗнтен пӗри те юн ҫимелле мар, ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакан та юн ҫимелле мар, терӗм.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саккӑрмӗш кунне Моисей Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тата Израиль пуҫлӑхӗсене чӗнсе илнӗ те 2. Аарона каланӑ: ҫылӑх парни кӳме вӑкӑрсенчен пӗр пӑру ил, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме така ил, иккӗшӗ те айӑпсӑр пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫамӑр умне илсе пыр; 3. Израиль ывӑлӗсене те кала: ҫылӑх парни кӳме качака таки илӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи [така,] пӑру тата путек илӗр, вӗсем айӑпсӑр пулччӑр, 4. Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче парне кӳме, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн, вӑкӑрпа сурӑх таки илӗр тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр: паян сире Ҫӳлхуҫамӑр курӑнӗ, тенӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Хӑйсем ҫул ҫӳренӗ чухне Израиль ывӑлӗсем яланах пӗлӗт кӗлӗ чатӑрӗнчен ҫӗкленсе кайсассӑн ҫула тухнӑ; 37. пӗлӗт ҫӗкленмесессӗн, вӗсем вӑл ҫӗкленмесӗр те ҫула тухман: 38. вӗсем ҫул ҫӳресе пӗтеричченех пӗтӗм Израиль халӑхӗн куҫӗ умӗнче кӗлӗ чатӑрӗ тӗлӗнче кӑнтӑрла Ҫӳлхуҫа пӗлӗчӗ тӑнӑ, ҫӗрле ун ӑшӗнче вут ҫуннӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унтан оникс чулӗсене якатса, вӗсем ҫине пичет ҫине каснӑ пек, Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫырса ылтӑн харшана лартнӑ; 7. вара, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Израиль ывӑлӗсене асра тытмашкӑн вӑл вӗсене ефод тӑхисем ҫине ҫыпӑҫтарса лартнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан Моисейпе Аарон, Надавпа Авиуд тата Израилӗн ҫитмӗл пуҫлӑхӗ ту ҫине улӑхнӑ, 10. вӗсем Израиль Турри [тӑнӑ вырӑна] курнӑ; Унӑн ури айӗнче темӗскер, таса сапфиртан тунӑ евӗрлӗскер, чӑн тӳпе пекех ҫутӑскер, пулнӑ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене пурне те ҫырса хунӑ, унтан ирхине ирех тӑрса ту айне парне вырӑнӗ туса лартнӑ, Израилӗн вуникӗ йӑхӗн хисепӗпе вуникӗ чул лартнӑ; 5. вара Израиль ывӑлӗсен яш ачисене янӑ та, вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесем илсе килнӗ, пӑрусем пусса Ҫӳлхуҫа [Турра] канӑҫлӑх парни кӳнӗ.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Моисей Турӑ патне [ту ҫине] улӑхнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна ту ҫинчен чӗнсе каланӑ: Иаков килне ҫапла кала, Израиль ывӑлӗсене ҫапла пӗлтер: 4. эсир Эпӗ Египет ҫыннисене мӗн тунине, Эпӗ хӑвӑра ӑмӑрткайӑк ҫуначӗ ҫинче [йӑтса ҫӳренӗ пек] ҫӗклесе ҫӳренине, сире Хам патӑма илсе килнине куртӑр; 5. эппин, эсир Манӑн сӑмахӑма итлесессӗн, Манӑн халалӑма пурӑнӑҫласа пырсассӑн, ытти пур халӑх хушшинче Манӑн еткерӗм пулатӑр, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр Манӑн, 6. эсир Манӑн патшалӑхӑм, священниксен патшалӑхӗ пулатӑр, сӑваплӑ халӑх пулатӑр; ҫакӑ ӗнтӗ эсӗ Израиль ывӑлӗсене калас сӑмах, тенӗ.
Тух 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.