Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килте сăмах пирĕн базăра пур.
Килте (тĕпĕ: килте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килте Ильинична ҫеҫ мӑнукӗсемпе юлнӑ.

Дома была одна Ильинична с детишками.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Сан пирки ыйтса ҫӳрени мана ниме те кирлӗ мар, ҫапах та тепрехинче килте ларӑн.

— Справляться о тебе мне незачем, но уж в другой раз посиди дома.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл унччен те, — армана вир кӗрпи ҫуртарма-и е татах хуҫалӑхри мӗнле те пулин ӗҫпе, — килте мар чух хӑйне вышкайсӑр ирӗклӗ туйнӑран, кирек ӑҫта пулсан та, хӗп-хӗпӗрчӗкех кайса ҫӳрерӗ.

Она и раньше с большим удовольствием ездила всюду: на мельницу ли, на просорушку или еще по какой-либо хозяйской надобности, и все лишь потому, что вне дома чувствовала себя несравненно свободнее.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пантелей Прокофьевич, вӑл вӑхӑта йӑкӑл-якӑл савӑшса ирттерме юратнине тата выльӑх-чӗрлӗхе вӑйӑн-шайӑн тенешкел кӑна пӑхнине пӗле тӑркачах, унсӑр пуҫне килте никам та тупӑнманран, чӗрине хытарса, ӑна вӑкӑрсем шанса парса ячӗ.

Пантелей Прокофьевич скрепя сердце доверил ей быков, зная, как охоча она до веселого времяпровождения и как нерадива в уходе за скотом, но, кроме нее, никого не нашлось.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Старикки килӗнчех, Григорисӗр пуҫне ҫемйипех килте вӗсем.

— Старик дома, словом — вся семья дома, опричь Григория.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Дивизи командирӗ ҫапӑҫу операцийӗ пынӑ вӑхӑтра килте хӑналанса пурӑнать!

— Командир дивизии во время боевых операций изволит гостить дома!

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пурӑнах ҫапла: пӳлмере те, килте те кирлинчен ытлашши япала ан пултӑр.

Живи так, чтобы лишнего ни в закромах, ни на базу не было.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Сотня килте пулӗ-ха?

— Сотня дома небось?

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ҫӗрпӳртри клеме ҫапнӑ хура кӗҫҫе ҫинче ниҫта тухса ҫӳремесӗр йӑваланса выртрӗ, ассӑн хашлата-хашлата сывларӗ, килте ӳстернӗ табака антӑхса каясла ҫине-ҫине туртрӗ.

Безвылазно лежал в землянке на черной тавреной полсти, вздыхал и жадно курил табак-самосад.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кун пек вӑл килте нихҫан та кулман.

Каким он никогда не смеялся дома.

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Хуҫи килте хӑй ҫывӑрас умӗн салтӑннӑ пекех хывӑнса пукан ҫине ларчӗ, тӗкӗр ҫине пӑхса хӑйӗн пит-куҫне улӑштарма тытӑнчӗ.

Хозяин разделся так, как обыкновенно раздевался у себя дома, готовясь лечь под байковое одеяло, то есть снял все, кроме белья, потом сел на табурет и, глядя в зеркало, начал выделывать над собой удивительные штуки.

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Арӑм, чӑнах та, тепӗр чухне тухкалать — ҫӗр улми суйлама е мӗн те пулин урӑх ӗҫе унта, эпӗ хамӑнне ӗҫлесе татрӑм пулас, килте ларатӑп…

Жена, правда, иной раз ходит — картошку перебирать или еще что там, а я сижу, отмотал свое…

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӑваттӑмӗш килте ҫемье пуҫӗ пӗрмаях ӗҫсе ӳсӗр ҫӳренӗ, алхаснӑ, арӑмне хӗненӗ, ӑна никам та чарма пултарайман, мӗскӗн хӗрарӑма никам та хӳтӗлемен, Черемшанкӑ парторгӗ Мрыхин вара правленире хӑйӗн пӳлӗмӗнче райкомран килнӗ хутсене майлаштарса ларнӑ, вӗсене папкӑ ӑшне ҫӗле-ҫӗле хунӑ, член укҫи пухнӑ, хӑйне коммунистсем шанса панӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлатӑп тесе шутланӑ.

В четвертой избе глава пьянствовал и дебоширил, избивал жену, и никто не мог остановить его и защитить бедную женщину, а черемшанский парторг Мрыхин сидел в своей комнатушке в правлении, перебирал бумаги, пришедшие из райкома, подшивал их в общую папку, принимал членские взносы и был глубоко убежден, что он добросовестно выполняет возложенные на него коммунистами обязанности.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Виҫҫӗмӗш килте тӑватӑ пӗчӗк ача пулнӑ, ҫав шавлӑ ҫемье амӑшӗн ирӗксӗрех вӗсемпе кунӗ-кунӗпе килте ларма тивнӗ, мӗншӗн тесен Аникей, халӑх темиҫе хут ыйтнӑ пулин те, ача сачӗ уҫса паман.

В третьей избе было четверо малышей, и мать этого шумного семейства вынуждена была сидеть с ними целыми днями, потому что Аникей почему-то упорствовал и, несмотря на неоднократные просьбы, не открывал детского сада.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Серафимӑ, каллех пурте килте мар-им сан! — терӗ Аникей, тутисене йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарса.

— У тебя, Серафима, всегда Девять гривен до рубля недоставало! — презрительно скривив губы, сказал Аникей.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл хыттӑн йӗнӗ хыҫҫӑн килте чӗрене пусса тӑракан шӑплӑх пулса тӑрать.

После ее громкого плача в доме наступала гнетущая тишина.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр икӗ кунтан эсир каллех хӑвӑр килте пулнине туйса илетӗр…

День-два, и вы почувствуете себя снова дома.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӗлетӗн вӗт-ха эсӗ, пирӗн килте хуть те таракан шӑнт!

— Ведь ты же знаешь, что в нашем доме хоть волков трави!

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кашни килте пӗр сехет, икӗ сехет ларать, чей ӗҫет, тем ҫинчен те калаҫать…

Сидит в каждой избе по часу, по два, пьет чай и рассуждает на самые различные темы…

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Кешӑ килте пултӑрччӗ ҫеҫ, — шухӑшларӗ вӑл. — Вара пурте лайӑх пулать».

«Только бы Кеша оказался дома, — думала она. — И все будет хорошо».

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех