Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанах сăмах пирĕн базăра пур.
Малтанах (тĕпĕ: малтанах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пенсионерсем малтанах унта хатӗрленме ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уншӑн ӗҫ - сывлӑх // Ирина НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Малтанах ыхрана пӗчӗк лаптӑкра ҫеҫ ҫитӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

— Эпӗ малтанах вырӑнти улма-ҫырла питомникӗнче водительте вӑй хутӑм, - кӑмӑллӑн пуҫларӗ калаҫӑвне Александр Геннадьевич.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тухтӑрӗ // Валентина ПЕТРОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

— Чи малтанах «роман-легенда» жанр пирки.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Вӑл чи малтанах пиллӗкмӗш суйлаври депутатсене тухӑҫлӑ ӗҫшӗн тав турӗ, ҫӗнӗ йыша лекнисене вара саламларӗ, республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса вӑй хума ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Малтанах ӗҫлеме лайӑхрахчӗ, ҫӑмӑлрахчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Малтанах унта ӗҫлеме хӑнӑхрӑм.

Сначала там привыкал работать.

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Малтанах сержант шкулӗнче 6 уйӑх вӗрентӗм.

Куҫарса пулӑш

«Техникӑна мӑшӑра юратнӑ пек юратмалла» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Форумра малтанах РФ Патшалӑх Думин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавне пӗтӗмлетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пулас спикер паллӑ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Малтанах вӑл фельдшерпа акушер пунктӗнче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Чи малтанах вӑл тулли мар яваплӑ «Шатьма» пӗрлешӳ ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Федоров: «Ҫитӗнӳ пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинчен килет» // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Малтанах «Волит» пӗрлешӳн тӗп зоотехникӗ И. Федотова сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Чи малтанах пахалӑхлӑ апат ытларах янтӑламалла, ӑратлӑха лайӑхлатса пымалла, паниҫкесене тулӑх рационпа тӑрантармалла тата витесенче тивӗҫлӗ микроклимат туса хумалла.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Малтанах вӗсем Йӗпремри сӗт-ҫу фермин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ: кунти сӗт блокне тата ӗне сумалли зала тата витене кӗрсе курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Унта пухӑннисем умӗнче чи малтанах районти шалти ӗҫсен пайӗн ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, милици капитанӗ В. Ю. Алексеев тухса калаҫрӗ.

Первым перед собравшимися выступил начальник внутренних дел района, капитан милиции В. Ю. Алексеев.

Ҫула тухсан тимлӗхе ӳстермелле // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.13

Ялсен «хуҫисемпе» депутатсем валли малтанах хӑйне евӗр экскурси йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Депутатсем малтанах район администрацийӗн ҫуртӗнче пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсем — район малашлӑхӗшӗн ӗҫлекенсем // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.21

Кун йышши преступленисем палӑрмаллах ӳсни чи малтанах ҫӗнӗ технологисем, Интернет аталаннипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

- Банк карттисенчен укҫа-тенкӗ ҫухални, граждансем кӗсье телефонӗпе шӑнкӑравлакан ултавҫӑсен тыткӑнне лекни чи малтанах айванлӑхпа ҫыхӑннӑ темелле-ши?

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Сатлайкӑсем чи малтанах уява пухӑннисене темиҫе теҫетке каяллахи пурнӑҫа тавӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех