Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сар сăмах пирĕн базăра пур.
сар (тĕпĕ: сар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинӗспе сывпуллашрӗ Сар хӗвел пит йӑвашшӑн.

Утомленное солнце Нежно с морем прощалось.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫӗр пичӗ ҫинче хытса ларнӑ сар кӳкӗрт выртать.

Кристаллическая сера покрывала землю жёлтым ковром.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл сар хӗр пулнӑ.

Она была блондинкой.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пытанмалла вылясшӑн пулмалла сар кӑлтӑрмач е хӗрӗн пичӗ ҫинче йӑл кулӑ ҫуратасшӑн-ши: пӗрре пӗлӗтсем хыҫнелле чӑмрӗ, тепре ҫут ҫамкине кӑтартса хӗре куҫ хӗсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив

Ирсерен шӑпчӑк та юрламасть, ҫӗр ҫийӗн чӗкеҫсем те явӑнмаҫҫӗ, сар кайӑк та сас памасть.

Не поёт по утрам соловей, не кружат с песней ласточки, не радуют трелью иволги.

Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.

Пӗчӗк чейникне шеллемесӗр хура чей, сар хӑватпа матрюшке тӗпретрӗм, вӗренӗ шыв ярсан чейнике чей, курӑксем лайӑх пиҫчӗр тесе хам ҫӗлӗкпе хупларӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Стена ҫине ҫакнӑ шкафра чей, сар хӑват, матрюшке ҫыххисене тупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Петруҫ сар хӑват чечкӗ евӗр сап-сарӑ, Маюк чикансем пек хура, куҫӗсем те пиҫнӗ ҫӗмӗрт пек, ҫӳҫӗ те тӗм-хура, Яхруҫӗ хӑй те вӗт сарӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тӳпери сар хӗвел хӑй ӑшшине пӗр шелсӗр сапнине те туймасть Маюк, хӑйсен кассине каякан тӑкӑрлӑкра юпа пек хытнӑ та Ҫинукпа Кирюк савӑнӑҫлӑн калаҫса пынине, Кирюкӗ хутран-ситрен аллисемпе хӑлаҫланса илнине ӑмсанса пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ашшӗ пӑрахса каиччен амӑшӗ сар хӗвел евӗр ҫиҫсе ҫӳретчӗ, сӑнӗнчен кулӑ татӑлмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пӑх-ха сенкер тӳпене, сар хӗвел уҫлӑх пики евӗр ялкӑшать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тӳпене талккишӗпех карса илнӗ пӗлӗтсем чӑл-пар сирӗлчӗҫ те сар хӗвел ҫӗр питне хӑй ӑшшипе ҫупӑрла пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Сар чирпе-и?

— То есть желтухой?

XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Е вӑл манпа курнӑҫланатчӗ — эпӗ вара хумханнипе сар ҫу пекех ирӗлеттӗм; е вӑл мана сасартӑк сивлетчӗ, — эпӗ вара ун ҫывӑхне пыма, ун ҫине пӑхма хӑяймастӑм.

Она то кокетничала со мной — и я волновался и таял, — то она вдруг меня отталкивала — и я не смел приблизиться к ней, не смел взглянуть на нее.

IX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Петербург евӗрлех тӗксӗм те шуранка хӗрсем пуҫтарӑннӑ-и, чей ӗҫмелли сӗтелпе фортепиано ларать-и, килте ташлама шут тытнӑ-и — ырӑ кӑмӑллӑ сар хӗрпе унӑн хура фрак тӑхӑннӑ шӑллӗ е пӗлӗшӗ хушшинче лампа ҫутипе йӑлтӑртатакан эполетлӑ офицера куратӑн.

Несколько бледных, совершенно бесцветных, как Петербург, дочерей, из которых иные перезрели, чайный столик, фортепиано, домашние танцы — всё это бывает нераздельно с светлым эполетом, который блещет при лампе, между благонравной блондинкой и черным фраком братца или домашнего знакомого.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Катя, курӑк ҫине таянса ларнӑскер, аяккинелле пӑхса сар ҫеҫке тунине кӑшлать.

Та полулегла на траву и, глядя в сторону, грызла стебелек ромашки.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Сар хӗрсем, ай, тусӑмсем…

Девушки-подружки…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Сар хӗрсене вӑл кунта нумайӑшне сӑн-питрен пӑхса, кайран: «Эх, йӑнӑшрӑм иккен», тесе вӑтантарчӗ.

Немало девушек с белокурыми головами привел он в смущение, заглядывая им в лицо и затем разочарованно говоря: «Извините, обознался».

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ман куҫ умне вӑл ҫапларах курӑнать: чӳречерен ирхи хӗвел кӗрет пек, сар урайӗнче Мерекке саркаланса выртать, ҫутӑ юпинче, ӳпре сӑрса илнӗ евӗр, ҫӗр, пин ылтӑн тусан пӗрчи йӑлкӑшса хӗвӗшет…

Мне это представляется так: в окошко в доме заглядывает солнце, на чистом полу разлеглась Мурка, в лучике солнца сияют, суетятся беспорядочно, словно мошкара, тысячи золотистых пылинок…

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Краҫҫын ҫуккипе ҫӗрлесенче чей чашкисенче сар ҫупа выльӑх ҫӑвӗ ҫунтарчӗҫ.

Вместо керосина по ночам жгли в блюдцах топленое коровье масло и жир.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех