Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлӗтсем хушшинчен темле майпа хӗвел хӗлхемӗ сиксе тухрӗ, вара тӳпере асамат кӗперӗ карӑнчӗ: унӑн пӗр вӗҫӗ Кубань ҫине, тепри — инҫетре, сӑртра кӑштах курӑнса ларакан вӑрман ҫине перӗнсе тӑрать.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тарӑн канав урлӑ хӑлтӑр-халтӑр пӗчӗк хӑма кӗпер сарса хунӑ; кӗперӗ ҫийӗпе, ишӗлсе анасран хӑрамасӑр мар ӗнтӗ, ҫӑмӑл санитарнӑй машинӑсемпе повозкӑсем ҫеҫ каҫса ҫӳреме пултармалла.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Теттесемпе, шӑрҫасемпе капӑрлатнӑ, тӗрлӗ тӗслӗ электричество лампочкисенчен тунӑ асамат кӗперӗ евӗрлӗ гирлянда ҫакса янӑ ҫап-ҫутӑ ёлка!Елка в огнях, в игрушках и бусах, опоясанная радужными гирляндами электрических лампочек.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кӗперӗ пӗтӗмпех силленет, тӗрексӗр…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аялта пӗр хӗррипе, асамат кӗперӗ пек, тӗсӗ кайма пуҫланӑ сарӑ-хӗрлӗ-кӑвак пичет ҫаврашки лекнӗ ӳкерчӗк ҫинчен Володя ҫине тӳрех савӑнӑҫлӑ хӗсӗкрех куҫӗсемпе ҫамрӑк та кӗрнеклӗ матрос пӑхать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑшпӗр тумламӗсем магазин витринисене пырса ҫапӑнаҫҫӗ те, кантӑк тӑрах юхса анаҫҫӗ; кантӑк ҫинче вара куҫа йӑмӑхтаракан Крым хӗвелӗ ҫап-ҫуттӑн ялкӑшса илемлӗ асамат кӗперӗ туса хурать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл хӑйне валли Володя хатӗрлесе хунӑ ҫутӑ пайӑркисем ӑшне путса, хӑйне те ҫав ҫутӑран е тата ҫутӑ ӑшӗнчи ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе вӗҫекен асамат кӗперӗ тӗслӗ тусан пӗрчисенчен тунӑ пек, ҫав тери ҫӑмӑл та черченкӗскер, чупса кӗчӗ те, чӗркуҫҫи ҫине ӳксе, Чудищӗн ытла та тискер пуҫне ҫинҫе аллисемпе ыталаса илчӗ, унӑн таса чунне тата ырӑ чӗрине юратма ӗлкӗрнӗскер, хрусталь пек янӑравлӑ, залӑн кашни кӗтессине ян каякан сасӑпа (ҫак сасса илтсен Володьӑн пырӗ кӑтӑкланма пуҫларӗ) кӑшкӑрса ячӗ:
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Никифор Семенович Евдокия Тимофеевнӑпа Володьӑна юлашки хут васкаса ыталарӗ те, аялти решеткеллӗ трап кӗперӗ ҫине сикрӗ, унтан аллипе леертан тытса ҫӳлелле пӑхса, команда пачӗ: «Трапа ҫӗклӗр! Вира!»
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Капитан кӗперӗ ҫине илсе хӑпарчӗ, аслӑ помощникпе паллаштарчӗ.Он поднялся с ним на мостик, познакомил со старшим помощником.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Унӑн чунне асамат кӗперӗ шанчӑкпа кӗренлетрӗ.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ытарма ҫук илемлӗ асамат кӗперӗ ҫур пӗлӗте ыталанӑ, унӑн тӗрлӗ тӗслӗ хӑрах вӗҫӗ таҫта тӗксӗм ту хысакне кӗрсе пытаннӑ.Яркая радуга охватила полнеба, и один ее многоцветный конец терялся где-то за темными грядами гор.
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Паромпа Дон урлӑ каҫсан, ӑйӑрсем Дон хӗрринчи тӑвайккине улӑхнӑ чухне, Давыдов урапа ҫинчен сиксе анчӗ, урапан Варя ларса пыракан айккипе утма пуҫларӗ, аттипе ҫул хӗрринчи лутра армути ҫине пуса-пуса, халӗ, хӗвел тухиччен, тӗссӗр, анчах кун пуҫлансан хӗвел ҫинче асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗспе ҫиҫекен сывлӑм шывне сирпӗтсе пычӗ, Сайра хутра вӑл Варя ҫине пӑхса илет, унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерес тесе, йӑл кулать, шӑппӑн:
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӗвеланӑҫӗнчен варкӑшса килекен ҫил вӗсене лӑскаса илет те тумламсем шапӑрах тӑкӑнаҫҫӗ, асамат кӗперӗ евӗр йӑлтӑртатса ҫиҫеҫҫӗ, ҫумӑр шӑрши кӗрекен кӑмӑллӑ та ачаш ҫӗр ҫине татӑла-татӑла ӳкеҫҫӗ.
40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Гремячий Лог хуторӗ патӗнчен пуҫласа инҫетри пӗве таранах, ҫур пӗлӗт тӑршшӗ, тӗрлӗрен тӗслӗ йӑрӑмланан асамат кӗперӗ авӑнса анчӗ.От Гремячего Лога до дальнего пруда, в полнеба, стала горбатая, цветастая радуга.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кедрон кӗперӗ урлӑ каҫать вӑл, Силоам ялӗ хӗррипе ҫаврӑнать те чуллӑ ҫулиа майӗпен-майӗпен Ватн-эль-Хавӑн кӑнтӑр тайлӑмне, хӑйсен иҫӗм пахчине хӑпарать.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Е Половцевпа пӗрле пулса, асамат кӗперӗ пек кӑвакӑн-симӗсӗн курӑнакан ҫӗр тенкӗлӗх укҫа пек йӑлтӑртатса тӑракан ӗлӗкхи пурнӑҫа каялла тавӑрмалла, е ку пурнӑҫран пӑрӑнмалла!
14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл витӗрех шӑннипе вӑранса кайрӗ, куҫне уҫрӗ те асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатса тӑракан куҫҫуль пӗрчисем витӗр сивӗ хӗвеле, чӗмсӗррӗн сарӑлса выртакан аслӑ хирӗн талккишне, горизонт хӗрринчи тӑхлан тӗслӗ сӑрӑ тӳпене тата инҫех те мар курӑнакан тӗмӗн шап-шурӑ ҫӗлӗкӗ ҫинче хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ йӑлтӑркка тилӗ тӑнине курчӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халӑх урамран шыв хӗррине, Троицкий кӗперӗ патне юхса тухса, хӑйне кӗпер ҫине кӗме пӳлсе тӑракан салтаксем хуҫкаланчӑк линипе тӑсӑлса тӑнине курсассӑн, — ҫынсем ҫав ҫӳхе, кӑвак карта пирки чарӑнса тӑман.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Фонтанкӑри Аничков кӗперӗ ҫинче пуш-пушӑ: Ленинград ҫыннисем питӗ юратакан бронза лашасем ҫук кунта халӗ.
Вӑтӑр иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Николаев кӗперӗ ҫинчен Васильевски утрав ҫине каҫсан кучер лашасене чарнӑ.Когда конка спустилась с Николаевского моста на Васильевский остров, кучер остановил ее.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.