Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вера Павловна шуралса кайрӗ, унтан хӗрелсе кайрӗ, тата ытларах шуралса кайрӗ, ун питҫӑмартийӗсем вут хыпнӑ пек ялкӑшма пуҫларӗҫ — самант ҫеҫ, вӗсем ӗнтӗ юр пек шуралса кайрӗҫ, вӑл, куҫӗсем алчӑраса кайнӑскер, упӑшки пӳлӗмне чупса кӗрсе, ун умне чӗркуҫленсе ларчӗ, ӑна ҫатӑртаттарса ыталаса илчӗ, шуса анасран, питне пытарас тесе, пуҫне ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ, тытӑнчӑклӑ сассипе: «Савнӑ тусӑм, юрататӑп эпӗ ӑна», — тесе кӑшкӑрса йӗрсе ячӗ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вут витӗр тухнӑ салтак нӗрсӗр «районтан килнисене» хӑйсене вырӑна лартатчӗ.Прошедший войну солдат быстро ставил на место «прибывших с района».
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
«Юратас ҫук вӑл мана…» — тунсӑхлӑн шухӑшларӗ Варя, хурланнипе тулли тутисене хӗссе, «Ыран вӑйлӑ ҫил пулать, кунӗпе ҫӗр типсе каять, ун чухне вара вӑкӑрсене йывӑр пулать», — тухӑҫри вут хыпса илнӗ пӗлӗтсем ҫине пӑхса пынӑ май кӑмӑлсӑрланса шухӑшларӗ Давыдов.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вут, хӗр мар!
VI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кашни ир кӑмакари вут ҫинче пӑта хӗртетчӗ те мӑйӑхне ҫав пӑта ҫине авраса кӑтралататчӗ.Бывало, каждое утро гвоздь в печке на огне нагреет и усы на этом гвозде закручивает.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫултан пӑрӑнтӑм та пӗр икӗ километр кайрӑм — икӗ урапа лараҫҫӗ; пӗр мучи вут ҫинче пӑтӑ пӗҫерет, урапа айӗнче вӑкӑр пек тӗреклӗ, сарлака пит-куҫлӑ йӗкӗт выртать, ура тупанне хыҫкалать, ҫулҫӑллӑ туратпа шӑнасене хӑвалать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗччен юлсан вӑл ҫавӑнтах, хӑй сисмесӗрех, курман куҫӗсемпе таҫта, иртсе кайнӑ вӑхӑта тинкернӗ, чунне килӗшекен Лушкӑн кирек хӑҫан та типӗ, тӑп-тӑп тутисен шӑршине, унӑн ялан улшӑнса тӑракан вут пек куҫӗсене аса илнӗ.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Урине вӗсем унӑнне ҫамрӑк качака тирӗнчен ӑсталанӑ хӗрлӗ сандали тӑхӑнтарнӑ, тӗттӗмрех вут тӗслӗ кӑтрисене типӗтнӗ те шултра хура ӗнчӗ ҫипсемпе ҫивӗтлесе янӑ, аллисене чӑнкӑртатса тӑракан сулӑсемпе хитрелетсе эрешленӗ.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.