Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унран (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗ унран хаҫатсенче ҫырман, радиопа каламан темскерле япаласем ҫинчен ыйтса пӗлме тӑрӑшни Пробатова яланах кулӑшла туйӑннӑ: пысӑк вырӑнта ӗҫлет, Верховнӑй Совет ларӑвӗсене ҫӳрет, пысӑк ҫынсемпе курнӑҫать пулсан, ун ывӑлӗн ҫавсене пӗлмеллех ӗнтӗ.

Пробатова всегда забавляло, когда мать пыталась выведать у пего что-то такое, о чем якобы не пишут в газетах, не говорят по радио, но что непременно долями знать ее сын, раз он занимает такую высокую должность, заседает в Верховном Совете, встречается с большими людьми.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӗр-пӗр ултавҫӑ ҫыхланать те, хӑпаймастӑн та унран!

— Навяжется какой-нибудь прощелыга, и не отделаешься от него!

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унран кӗрет те ӗнтӗ тутлӑ салат шӑрши.

От него и веяло этим сытым солодовым ароматом.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унран лӑпкӑ та шанчӑклӑ вӑй тапса тӑнӑ, вӑл сывӑ та хавас ҫын пулнӑ, — ҫакӑ вара ытти ҫынсене те вӑй парса, хавхалантарса тӑнӑ.

От него исходили спокойная, уверенная сила и то избыточное здоровье и жизнелюбие, которое так ободряюще действует на других людей.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗҫре — ҫунать хӑй, тӗтӗм мӑкӑрланать унран, начарланса кайрӗ — палламалла мар, хырӑмӗ урлӑ аттине кураймасть!

На работе он горит — аж дым от него валит, похудел — страсть, из-за живота сапог не видит!

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ ӑна, чӑнах та, икӗ хут ҫеҫ курнӑ, куна та аякран кӑна, вӑл пирӗн облаҫа килни нумай пулмасть-ха, пӗр виҫӗ уйӑх пулӗ, унран ытла мар!

— Я, правда, видела его всего два раза, и то издали, он у пас недавно, месяца три, не больше!

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗтӗмпех унран килнӗ пек!

Ровно от нее тут все зависит!

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл, паллах, ачасем валли мӗншӗн кучченеҫ илсе килейменнин сӑлтавне тупма пултарӗччӗ — кунта килме тухнӑ чухне вӑл пит васкаса пуҫтарӑннӑ, — анчах халӗ ҫапах лайӑхмарланчӗ: яла килнӗ чухне ашшӗ те унран сахал хумханман пуль ӗнтӗ, ҫапах та ним мар канфет ҫинчен те шухӑшлама вӑхӑт тупнӑ…

Она могла бы, конечно, найти оправдание, почему, впопыхах собираясь сюда, забыла о гостинцах для детей, но от этого ей не стало легче: ведь отец волновался, наверно, пе меньше ее, когда отправлялся в деревню, а нашел вот время подумать и о такой мелочи, как конфеты…

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Алӑк яр уҫӑлчӗ те, пӳрте кулкаласа, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, Егор ачисем вирхӗнсе кӗчӗҫ: сап-сарӑ ҫӳҫлӗ хӗр-ача — сӑнӗпе амӑшнех пӑхнӑ хӑй, — унран пысӑкрах вун виҫӗ ҫулалла ҫитнӗ тӗксӗм пит-куҫлӑ арҫын ача тата пысӑк янах шӑммиллӗ, хура тутлӑ, ҫич-сакӑр ҫулти кӗрнек ача, — каснӑ-лартнӑ ашшӗ.

Дверь с шумом распахнулась, и в избу, смеясь и толкая друг друга, ворвались Егоровы ребятишки — русоголовая девочка, поразительно похожая на мать, смуглолицый, выше ее на голову, мальчик лет тринадцати и крупно-скулый, веснушчатый крепыш лет восьми, вылитый Дымшаков.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗншӗн уҫҫӑнах каламастӑр-ха эсир, Коробин хӑйӗн вырӑнӗнче мар, унран нимӗн усси те ҫук, теместӗр?

— Почему же вы не заявите открыто, что Коробин сидит не на своем месте и что от него нет никакой пользы?

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней хӗрӗ хыҫҫӑн пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те каламарӗ, вӑл хӑй те унран сахал мар ывӑннӑ, анчах, хӑна йӗркипе, сӗтел хушшинче тӳсӗмлӗн ларчӗ, ҫирӗ, ӗҫрӗ, ҫын майӗпе калаҫрӗ.

Корней посмотрел вслед дочери, но ничего не сказал, он устал не меньше ее, но терпеливо, как подобает гостю, сидел за столом, ел, пил и поддерживал неспешный разговор.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах халӗ ӗнтӗ паллӑ: Корнея мӗн кирлине пӗлмесӗр Егор унран хӑпас ҫук — вӑл тӑванӗн чунне кӑларса илет те ҫакна пурпӗр пӗлет-пӗлетех.

Но теперь стало ясно, что Егор не отстанет от него, пока не узнает, что ему нужно, даже если для этого пришлось бы вытрясти из родственника всю душу…

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӗр унран ҫеҫ хӑракалаҫҫӗ.

— Его одного и побаиваются.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл пиччӗшӗпе Ксюшӑна ыталаса илчӗ, унран тӗтӗм шӑрши тата хӑй шайккара хатӗрлекен пӑрака шӑрши кӗчӗ.

Она обняла брата и племянницу, обдав их запахом дыма и бражным запахом пойла, которое готовила в шайке.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кам вара вӑл? — ыйтрӗ унран Прохор, куҫӗпе чирлӗ ҫын ҫинелле кӑтартса.

— Это кто же такой есть? — спросил у него Прохор, указывая глазами на больного.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унран тӳрех сӑмах хӑйпӑтма ҫук.

Из него не сразу вытянешь.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ирхине вӑл унран тӗрлӗ хуторсенче чаҫӑн-чаҫӑн сапаланса тӑракан 1-мӗш дивизине йышӑнчӗ те, юлашки кунсенче штабран ярса панӑ сводкӑсене вуласа тухрӗ, унтан хӑй дивизийӗн штаб начальникӗпе Михаил Копыловпа канашласа илсе, кӑнтӑр еннелле Астахово слободине ҫити наступлени тума шутларӗ.

Наутро принял от него командование над разбросанными по хуторам частями своей 1-й дивизии и, прочитав последние присланные из штаба сводки, посоветовавшись со своим начштадивом Михаилом Копыловым, решил наступать на юг до слободы Астахове.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кирек мӗнле ҫветтуй пулсан та, вилнӗ хыҫҫӑн, ҫутҫанталӑк йӗрки тӑрӑх, унран сахвутран пенӗ пекех усал шӑршӑ кӗрсе тӑмалла.

Какой бы святой ни был, а все одно посля смерти, по закону естества, должно из него вонять, как из обчественного нужника.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кирек-мӗн ҫинчен шухӑшланӑ чух та, кирек хӑш ӑҫе тытсан та, шухӑшӗпе ялт вӑл Григорий ҫумӗнче пулчӗ, унран хӑпма пултараймарӗ, ӑна пӗтӗм чунӗпеле парӑнса юратрӗ.

И о чем бы ни думала, что бы ни делала, всегда неизменно, неотрывно в думках своих была около Григория.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Субординаци тени Пантелей Прокофьевича кун пирки шухӑшлама та хӑратрӗ, ҫавӑнпа та Григорий тӗлӗшпе хӑйӗн алли-урине ҫыхса хунӑ пек, унран темле ютшӑннӑ пек туйрӗ.

Субординация не позволяла Пантелею Прокофьевичу даже помыслить об этом, и оттого он чувствовал себя в отношении Григория связанно, как-то отчужденно.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех