Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ вара Васька е Мотька улпут патне пырса: акӑ вӑл, Мотька, паян ирхине ишӗлмесӗр юлнӑ галерея ҫине хӑпарчӗ те унта кӗтессем пӳртрен пачах уйрӑлнӑ, пӑхса ҫеҫ тӑр, каллех ишӗлсе анать, тесе каличченех ҫапла пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ те-ха, тӗттӗм пӳлӗмре юлсан е вилнӗ ҫынна курсан, ача чухне чӗрине тӑрса юлнӑ усала систерекен кичемлӗхрен чӗтресе тӑрать; хӑй хӑранинчен ирхине кулать пулсан та, каҫхине каллех шурса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача аслисем мӗн-мӗн тунине пӑхать, вӗсем ирхине епле вӑхӑт ирттернине ҫивӗч те пӗлме тӑрӑшакан куҫӗсемпе сӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ирхине илемлӗ; сывлӑш сулхӑн тӑрать; хӗвел ҫӳлтех мар-ха.Утро великолепное; в воздухе прохладно; солнце еще не высоко.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ирхине кирлӗ ӗҫе тӑвас тенӗччӗ, кунта ав яра кунлӑх тарӑхтарчӗҫ!— Вот хотел посвятить утро дельному труду, а тут расстроили на целый день!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫӗнӗ хваттерте ирхине ҫывӑрса тӑратӑн та, епле кичем!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫакна пула, вӑл улпут ачине ирхине тумлантарнӑ, каҫхине салтӑнтарнӑ, ытти вӑхӑтра пачах нимӗн те туман.От этого он, одев барчонка утром и раздев его вечером, остальное время ровно ничего не делал.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ирхине сӑмавар лартать, улпут тасатса пама ыйтнӑ атӑпа кӗпене тасатать, анчах тасатса пама хушманнине пачах тытмасть, хуть ҫав тум вунӑ ҫул ҫакӑнса тӑтӑр.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ирхине каллех пурнӑҫ, каллех пӑлхану, ӗмӗтсем!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ирхине вырӑн ҫинчен тӑрать те чей ӗҫсенех диван ҫине выртать, пуҫне аллисемпе тӗревлесе, вӑйне хӗрхенмесӗр, йывӑр ӗҫпе пуҫӗ ыратакан пуличченех тата кӑмӑлӗ лӑпланичченех шухӑшлать: халӑх ырлӑхӗшӗн паян ҫителӗклӗ таранах ӗҫлерӗм, тет вара.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ирхине вулатӑн, мӗн пулни-иртнине, ҫӗнӗ хыпарсене пӗлсе тӑмалла.— Утро почитаешь, надо быть au courant[4] всего, знать новости.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн тата виҫӗ пӳлӗм пур, анчах вӑл вӗсене кӗрсе курмасть, хӑшпӗр ирхине кӑна, тарҫи кабинетри тусана шӑлнӑ чух, Обломов ытти пӳлӗмсене кӗркелет, тусанне те кашни кунах шӑлмаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Гороховӑй урамра, пӗр уезд хули шӑнӑҫмалла пысӑк ҫуртра, хӑйӗн хваттерӗнчи вырӑнӗ ҫинче, ирхине Илья Ильич Обломов выртать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫарупа 2 ҫул хушши кашни кун ӗҫлет вӑл: ирхине 3 сехет ларать тата ҫавӑн чухлех — каҫхине.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Февралӗн 28-мӗшӗнче карап ҫинчисем малтанхи пӑр катӑкӗсене курнӑ, ирхине вара «Ермак» пӑрпа витӗннӗ «уя» ҫитсе кӗнӗ.Вечером 28 февраля с корабля увидели первый лед, а наутро «Ермак» вошел в сплошное ледяное поле.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пӗр ирхине, ир-ирех, Ярмола ман пӳлӗме кӗчӗ те килпетсӗртереххӗн каласа хучӗ:Однажды утром, очень рано, Ярмола вошел в мою комнату и заявил небрежно:
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ирхине пӗтӗм эскадра малтан палӑртнӑ ҫӗре пуҫтарӑннӑ.
Вунтӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ирхине вӗсене яланхи пекех горн сасси вӑратрӗ, ҫуллахи вӑхӑтра ун ҫинчен маннӑччӗ ҫамрӑксем.А наутро раздался такой знакомый и уже за лето забытый звук горна.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Флотри йӗрке тӑрӑх, ирхине ҫу сӗрнӗ булкӑпа чей параҫҫӗ.По флотскому обычаю, утром полагался только чай и булка с маслом.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ирхине илсе тӑхӑнма ал айӗнче пултӑр.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.