Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсене (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара боец сасартӑк куҫӗсене кӑшт уҫрӗ те вӑйсӑр сасӑпа: — Ӗҫес килет! — терӗ.

И вдруг боец приоткрыл глаза и сказал слабым голосом: — Пи-ить!

XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

«Тьфу, ҫутӑ тинӗс!» — Андрей пӗшкӗнсе ларчӗ те куҫӗсене сӑтӑрма пуҫларӗ.

«Тьфу, гады!» — Андрей присел на корточки и начал тереть глаза.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Аллисене сулса илсе, салтак хӑйӗн тискерленсе кайнӑ шурӑ куҫӗсене пушшех чарса пӑрахрӗ.

Взмахнув руками, солдат еще более расширил свои одичалые, белые глаза.

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӗтре ӑшӗнчен шурӑмпуҫ тухса килнӗ майлӑ, вӑраххӑн тӑнӗ кӗре пуҫласан, вӑл лӑпланчӗ те, чӗрнисемпе тӑпра чавкаласа, окопран тухрӗ, тӗксӗмленсе, тискерленсе кайнӑ куҫӗсене аран ҫеҫ ҫавӑркаласа, йӗри-тавралла пӑхса илчӗ.

Когда же медленно, как заря в тумане, стало пробуждаться сознание, он затих и, царапая пальцами землю, вытащил себя из окопчика, тяжело повел вокруг помутневшими, одичавшими глазами.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Темскертен хӑраса, вӑл вӗлт ҫеҫ таҫталла кӗрсе ҫухалчӗ, анчах тепӗр секундран Лозневой каллех унӑн пӗчӗкҫеҫ ҫутӑ куҫӗсене курчӗ: юнашарах унӑн шӑтӑкӗ пулнӑ-мӗн.

Испугавшись Лозневого, она юркнула и пропала, но через секунду в бороздке вновь блестели ее светленькие глазки: рядом была ее норка.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Волошин тинех Озеров еннелле ҫаврӑнса темиҫе секунд хушши, ӑна палласа илеймен пекле, ун ҫине хӑйӗн хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене илмесӗр пӑхса тӑчӗ.

Волошин, только сейчас обернувшись к Озерову, несколько секунд как будто не узнавая, смотрел на него, не отрывая своих раскрасневшихся глаз.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Лозневой ӑна хирӗҫ утса пычӗ те, тарӑхса кайнипе чӗтресе, куҫӗсене ялкӑштарса ҫапла каласа пӗлтерчӗ:

Лозневой вышел к нему навстречу и, дрожа от злости, сверкая глазами, сообщил:

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Дегтярев, куҫӗсене чарса пӑрахса, Андрей ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ.

Дегтярев взглянул на Андрея удивленно, округлив глаза.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӗрер секунд хушши тӑхтаса, командир ҫинчен хӑйӗн хӑмӑр та хӑюллӑ куҫӗсене илмесӗр, сержант васкамасӑр, сасса-мӗн хӑпартмасӑр ҫапла ответлерӗ:

Выждав секунду, не отрывая от командира смелых карих глаз, сержант ответил не спеша, не повышая голоса:

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӗксӗммӗн курӑнакан куҫӗсене козырёк айнерех пытарса пӗрмай юман айӗнче тӑнӑ Лозневоя чӗнсе илсе, Волошин майор ҫапла ыйтрӗ:

Подозвав Лозневого, который все время стоял под дубом, пряча под козырьком глаза, Волошин спросил:

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Волошин майор куҫлӑх витӗр тӗллесе пӑхса куҫӗсене чылайччен картӑ тӑрӑх шутарса ҫӳрерӗ.

Майор Волошин повел глазами по карте.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Служба, мучи! — куҫӗсене ялкӑштарса илсе, Лозневой самантрах чӗн пиҫиххине ҫыхрӗ.

— Служба, отец! — Сверкнув глазами, Лозневой одним рывком затянул ремень.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Костя ӗнтӗ тумланнӑ, ҫунакан вут ҫинелле пӑхса, пӗчӗк куҫӗсене сӑтӑркалать.

Костя был уже одет, но протирал маленькие глазки, щурясь на огонь.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Каткине шыв тултарсан, — Марийка, тӗтӗм мӑкӑрланнӑран ӗнтӗ, куҫӗсене сӑтӑркаларӗ те, йӗри-тавра пӑхса илчӗ.

Наполнив кадку водой, Марийка осмотрелась, протирая от дыма глаза.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Куҫӗсене чиксе шӑтарасчӗ пуринне те! — Ҫапла каларӗ те вӑл, сасартӑках шӑпланчӗ, хӑй Лозневоя мӗн тери кӑмӑлламаннине палӑртрӗ ӗнтӗ.

Выколоть бы всем гляделки! — И резко оборвала разговор, подчеркнув этим, как он неприятен ей.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах вӑл аякка кайса ларнине курсан, Марийки тӳрех хура куҫӗсене вылятса илнӗ — хӗр-тантӑшӗсемпе калаҫма пуҫланӑ, вара Андрей вӑл каллех мыскара тума шутланине ӑнланса илнӗ те именнӗ, хӑйӗн харсӑр шухӑшне ҫавӑнтах пӑрахнӑ.

Но Марийка, заметив, что он присел в сторонке, сразу повела черными глазами — заговорила с подругами, и Андрей, поняв, что она вновь затевает над ним озорство, смутился и тут же отказался от своей дерзкой мысли.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей ҫӳҫ пайӑркине усӑнтарса витре хӗрринчен ӗҫнӗ, Марийка хӑйӗн алхасас шухӑшлӑ куҫӗсене унӑн тарланӑ ҫурӑмӗ ҫинчен илмесӗр пӑхнӑ, Андрей тӳр тӑрсанах, Марийка ӑна тепӗр витринчи шыва ывӑҫласа илсе сапнӑ.

Пока Андрей, свесив чуб, пил из ведра через край, Марийка не спускала озорного взгляда с его запотевшей спины, а только разогнулся он — плеснула на него рукой из другого ведра.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сарлака хулпуҫҫиллӗ те патварскер, тарпа йӗпеннӗ шалпар кӑвак кӗпе тӑхӑнса янӑскер, вӑл пиҫиххисӗр, темшӗн тата ҫара уранах, сарлака сарӑ сухалне каҫӑртса (ун пек сухалпа халь сахал ҫӳреҫҫӗ!) шӑтӑкран пӑхса тӑрать, йӑрӑ та вичкӗн кӑвак куҫӗсене салхун хӗскелесе илет.

Плечистый и дюжий, в запотелой на спине синей просторной рубахе, без пояса, он стоял в яме, вскинув русую широкую бороду, какие мало носят нынче, и хмуро щурил быстрые серые глаза.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Йӑлтах курнӑ пек: мӑнкӑмӑллӑ пуҫӗ ҫине чечек кӑшӑлӗ пек вырнаҫтарса хунӑ хулӑм хура ҫивӗчӗсене те, ялан йӑл кулма хатӗр те чӗррӗн ҫутӑлса тӑракан илемлӗ ачаш сӑнне те, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ пулин те, ҫав-ҫавах хӗрлӗ питҫӑмартайӗсене те, ача тути майлӑ хӑпарсарах тӑракан тутине те, телейпе йӑлкӑшакан хура куҫӗсене те, — йӑлтах курнӑ».

Все в ней ему знакомо: и черные тугие косы, уложенные венком на гордой голове, и освещенное живостью красивое, мягкое лицо, с легким заревым румянцем под загаром, всегда готовое к улыбке, и по-детски припухлые губы, и темные, поблескивающие от счастья глаза».

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Йӗнер ҫинче лараканскер, вӑл пӑхса хытсах кайрӗ, темиҫе секунд хушши тӗлӗннӗ куҫӗсене хӗрарӑм ҫинчен илеймесӗр пӑхрӗ.

Он замер в седле и еще несколько секунд не мог оторвать от нее изумленного взгляда.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех