Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVI

Пай: Шурӑ хурӑн. 1-мӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хушнӑ: 2019.12.28 11:12

Пуплевӗш: 112; Сӑмах: 775

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӗвел анчӗ. Хӗрлӗ тӗслӗ тӗтӗмлӗ йӑрӑмсем хӗвеланӑҫӗнче пӗтӗм вӑрмана хупласа илчӗҫ. Пур енчен те ӗнтрӗк киле пуҫларӗ. Ҫӗр чӗтренме пӑрахрӗ. Пӗлӗтре те шӑп. Стрелоксен линийӗ хыҫӗнче, пӗр икҫӗр метр леререхре, Юргинӑн отделенийӗ, сӑнчӑр пек чӑсӑлса кайса, каллех окопсем чавма тапратрӗ.

— Вӑт канӑҫсӑр шуйттан! — мӑкӑртатса илчӗ Умрихин.

— Ан мӑрка! — терӗ юнашар чавакан Дегтярев. — Йӑлӑхтарса ҫитертӗн! Хӑлха йӳҫет! Мӗн-ха ун ҫине ҫиленетӗн? Эс ав, нимӗҫсем ҫине ҫилен!

— Нимле канӑҫ ҫук вӗт-ха унпа!

— Э-э, канӑҫ тата сана! Вӑрҫӑра-и? Хыҫалта пӗр пӗчӗк ушкӑн килни курӑнса кайрӗ.

— Командирсем! — систерчӗ Андрей.

Пурте хӑйсен окопӗсем патӗнче чӑсӑлса тӑчӗҫ. Лозневой комбат ушкӑнтан уйрӑлчӗ те тӳрех Юргин патнелле ҫул тытрӗ; шинелӗ ҫинчен тӑхӑнса янӑ плащ-палатки унӑн риза пек сарӑлса кайса, курӑк ҫийӗн сӗтӗрӗнсе пырать. Утса пынӑ ҫӗртех Лозневой кӑшкӑрма пуҫларӗ.

— Ӑҫта ҫӑва патне килсе тӑнӑ эсир? Кам сире кунта хушнӑ? — Юргин патнелле чупса пырса, вӑл пӳрнипе хӗвеланӑҫ еннелле тӗксе кӑтартрӗ. — Ав ӑҫта чавмалла! Суккӑр-и-мӗн? Ав, ҫынсем курӑннӑ ҫӗрте!

Юргин аллине пилотка патнелле ҫӗклерӗ.

— Старши лейтенант юлташ…

— Молчать! Пурне те каланӑ — ав унта!

Ытти командирӗсем те ҫитрӗҫ. Вӗсем хушшинче малта — ҫӳлӗ те йывӑртарах кӗлеткеллӗ Озеров капитан, яланхи пекех, вӑл утма та, ӗҫлеме те, ҫапӑҫма та ҫӑмӑл тумтир — шупкарах симӗс тӗслӗ салтак ватникӗ тӑхӑнса янӑ. Лозневой ӑна хирӗҫ утса пычӗ те, тарӑхса кайнипе чӗтресе, куҫӗсене ялкӑштарса ҫапла каласа пӗлтерчӗ:

— Куратӑр-и, капитан юлташ, мӗскерле халӑх? Вӗсене пӗр тӗрлӗ калатӑн, вӗсем хӑйсем майлӑ тӑваҫҫӗ! Уҫҫӑнах каланӑччӗ: ав унта алтмалла! тенӗччӗ.

Озеров Юргина палласа илчӗ.

— Эсӗ мӗскер вара, земляк? — ыйтрӗ вӑл.

Юргин сассине хӑпартмасӑр калама пуҫларӗ:

— Капитан юлташ, кӑтартнӑ ҫӗрте эпир окопсем чавса хатӗрлерӗмӗр. Кӑна пире взводнӑй ирӗк пачӗ… Кусем, куратӑр, мӗнле окопсем, — суя окопсем вӗт, нимӗҫсене улталамаллисем!

— Э, ав мӗнле! — саванӑҫлӑн каларӗ Озеров.

— Устав тӑрӑх, мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек…

— Пурте паллӑ, Юргин! — Озеров Лозневой патнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, — лешӗ, ним тума пӗлмесӗр, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ. — Халь куратӑр-и ӗнтӗ? Боецсем ытлах ывӑнман иккен, хӑйсем пуҫарса суя окопсем тӑваҫҫӗ пулсан? — Вӑл сасартӑк сывлӑша аллипе касрӗ:  — Тумалла! — терӗ. — Артиллеристсене те калӑр — вӗсем те суя окопсем туччӑр. Тӗп окопсене маскӑласа лартмалла, тӗллесе пӑхсан та, курӑнмалла ан пултӑр! Ҫапӑҫу пуҫланиччен пӗтӗм пемелли системӑна тӑшмантан пытарса хумалла. Кӗтмен ҫӗртен пырса ҫапни вӑл — чи хытӑ ҫапни пулать. Пирӗн ӗнтӗ ӑна пӗлме вӑхӑт!

— Есть! — салхуллӑн каларӗ Лозневой, аллине козырёк патне тытса.

Озеров боецсем ҫинелле пӑкса илчӗ, — вӗсем, сисмен хушӑрах, йӗри-тавра пуҫтарӑнса тӑма ӗлкӗрнӗ иккен. Вӗсем хушшинче запасран илнӗ ҫынсем те пур-мӗн.

— Гранатӑсем ывӑтма пурте пӗлетӗр-и? — ыйтрӗ Озеров, ҫакна курсан.

Боецсем васкамасӑр ответлерӗҫ:

— Ывӑткаланӑччӗ… Пӗлкелетпӗр пек…

— Ак эсӗ, — Озеров Умрихина тӗллесе кӑтартрӗ, — пултаратӑн-и?

— Кӑтарткаланӑччӗ пире пӗррехинче… — пӑрӑнсарах калама пуҫларӗ Умрихин.

— Ну-ка, халь эсӗ кӑтартса пар-ха!

Пӑлханакан Умрихин гранатӑна пиҫиххи ҫумӗнчен вӗҫертрӗ. Анчах вӑл унта запал ларткаласа хӑтланнӑ хушӑра паллӑ пулчӗ: граната тыткалас ӗҫ — уншӑн пулсан — хӑнӑхман ӗҫ иккен. — Озеров халь ӗнтӗ ӑна ҫав тери пӑскӑртма тапратӗ, итлесе тӑма та лайӑх мар пулӗ, шухӑшларӗҫ салтаксем. Анчах Озеров капитан йывӑррӑн кӑна сывласа илчӗ, гранатӑна Умрихин аллинчен илчӗ те ӑна епле пеме хатӗрлемеллине хӑй кӑтартса пачӗ. Унтан йӗри-тавра тӑракан салтаксем ҫинелле пӑхрӗ:

— Халь ӑнлантӑр-и? — тесе ыйтрӗ те вӑл, малалла ура ярса пусрӗ. — Ывӑтасса ак ҫапла ывӑтаҫҫӗ!

Озеров капитан алӑпа епле сулса илмеллине ҫеҫ кӑтартать пуль, тенӗччӗ салтаксем, анчах вӑл, аллипе сулса илсенех, кӗтмен-туман ҫӗртенех, гранатӑна хыттӑн вӑркӑнтарчӗ, унтан вара, граната сывлӑшра чухнех команда пачӗ:

— Вы-ы-ырт!

Пурте ҫӗрелле ыткӑнчӗҫ. Сиксе ҫурӑлнӑ сасӑ илтӗнчӗ, пӗр хӗрех метр леререхре хура тӗме ӳссе хӑпарса кайнӑн туйӑнчӗ. Ҫынсем тӗлӗнчен, хуллен шӑхӑрса, осколоксем иртсе кайрӗҫ. Озеров чи малтан сиксе тӑчӗ.

— Никама та лекмерӗ-и?

Пурте шавласа ҫӗртен тӑма пуҫларӗҫ.

— Начар! — терӗ Озеров. — Куратӑп, хӑшӗ-пӗри халӗ те-ха пенинчен хӑрать. Питӗ начар. Хӑрамалла мар! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Кам хӑрать, ҫав пӗтет!

— Кӗтмен ҫӗртен вӗт-ха, — терӗ Лозневой, плащ-палатки ӑшӗнче тӑрмашкаласа.

— Ҫапӑҫура пурте кӗтмен ҫӗртен пулать! — терӗ те Озеров капитан, унтан вара приказ панӑ сасӑпа хушса хучӗ:  — Гранатӑсем тата ҫунтаракан бутылкӑсем ывӑтма пурте пӗлеҫҫӗ-и, — тӗрӗслесе пӑхас пулать. Кам пӗлмест — ҫӗр каҫиччен вӗреннӗ пултӑр.

— Есть! — ответлерӗ Лозневой.

— Илтрӗр-и? — Озеров боецсем патнелле ҫаврӑнса тӑчӗ:  — Приказ пӗрре ҫеҫ: куҫса кайма ирӗк париччен тытӑнса тӑрас пулать. Танксем килччӗр — тӑрас пулать! Пехота килтӗр — тӑрас пулать! Пирӗн кашни ҫӗр лаптӑкӗшӗн нимӗҫсем хӑйсен пуҫӗсене, хӑйсен хура юнне тӑкчӑр! Пӗр утӑм та чакмалла мар! Акӑ епле тӑрас пулать!

Озерова ӑсатсан, Юргин отделенийӗ каллех ӗҫе пикенчӗ. Час-часах кӗреҫесем чакӑртатма пуҫларӗҫ — тӑпра ӑшӗнче чул нумай иккен. Кӑшт тӑрсан, Умрихин йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ те урмӑшрах сассипе Дегтяревран хуллен ыйтрӗ:

— Куртӑн-и, мӗн пулчӗ?

— Гранатӑпа-и? Куртӑм, сан ӗҫ тухманнине.

— Лайӑхах курман эппин! — лӑпкӑн каларӗ Умрихин, ассӑн сывласа илсе. — Хам граната чутах хама вӗлеретчӗ! Осколокӗ лӗпкене касса каятчӗ вӗт! Кӑшт аялтарахран кайнӑ пулин — пӗтеттӗм. Ҫук ӗнтӗ, ман хушамат пек хушаматпа нумаях пурӑнаймӑн. Вилнӗ чух хампа пӗрле пӗр граната илетӗп. Халь пеме пӗлетӗп ӗнтӗ. Вӗрентрӗҫ. Кам пирӗн ӑрата ҫавӑн пек хушамат шутласа тупса панӑ, ҫавна леш тӗнчере шыраса тупатӑп та, гранатӑпа ярӑнтаратӑп, ӗмӗрне те хӑйӗн пырши-пакартине пуҫтарса ан ҫитертӗр! Ӗҫӗ те пӗтет вара унпа!

Каҫхи ӗнтрӗк хӑвӑрт шӑвӑнса ҫывхарать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех