Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Пӗрне Сывлӑш ӑслӑ сӑмах парать, ҫав Сывлӑшах тепӗрне ыттисем валли пӗлӳ парать; 9. ҫав Сывлӑшах хӑшне ҫирӗп ӗнентермелле тӑвакан хастар парать; ҫав Сывлӑшах хӑшне чиртен сыватма хастар парать; 10. хӑшне — хӑватсем тума, хӑшне — пророк пулма, хӑшне — сывлӑшсене чухласа илме, хӑшне — тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тата тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарса пама хастар парать.
1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ыттисем сирӗнтен ҫавна тивӗҫлипе илеҫҫӗ пулсассӑн, эпир тата ытларах тивӗҫлӗ мар-и? Ҫапах та эпир ҫав тивӗҫлӗхпе усӑ курмарӑмӑр: Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сармашкӑн нимӗн те ан кансӗрлетӗр тесе эпир пурне те тӳсетпӗр.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль мӗн шыранине илеймерӗ; суйланисем илчӗҫ, ыттисем хаярланчӗҫ, 8. Ҫырура ҫапла каланӑ: «Турӑ вӗсем ҫине туйми тӑвакан сывлӑш янӑ, курми куҫ, илтми хӑлха панӑ, вӗсем паянхи кунчченех — ҫавӑн пек» тенӗ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Тепӗр кунне Павелпа пӗрле утлӑ салтаксене кайма хушнӑ та, ыттисем кереме таврӑннӑ.32. А на другой день, предоставив конным идти с ним, возвратились в крепость.
Ап ӗҫс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫавах та хӑш-пӗр ҫынсем Павел майлӑ пулса Турра ӗненнӗ; вӗсем хушшинче Ареопаг ҫынни Дионисий, Дамарь ятлӑ хӗрарӑм пулнӑ; вӗсемпе пӗрле ыттисем те пулнӑ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем калаҫма чарӑнсан, Иаков калама пуҫланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! мана итлӗр-ха: 14. Турӑ суя тӗнлӗ ҫынсенчен Хӑй ячӗпе хисепленекен халӑх тума малтанах шутласа хунине пире Симон каласа ӑнлантарчӗ; 15. пророксем ҫырнӑ сӑмахсем те вӑл каланипе пӗре килеҫҫӗ, унта ҫапла ҫырнӑ: 16-18. «Ыттисем те, Ман ятӑм хӑйсен хушшине ҫитес халӑхсем те пурте Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнччӑр тесе, Эпӗ кайран каялла таврӑнӑп та Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен туса лартӑп, унта мӗн ҫӗмӗрӗлнине юсаса тирпейлӗп, ӑна унчченхи евӗрлех туса ҫитерӗп» тет ҫакӑн ҫинчен ӗлӗкех пӗлтернӗ Ҫӳлхуҫа.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗненекен ушкӑна ҫав кунран пуҫласа Иерусалимра питӗ хӗсӗрле пуҫланӑ, апостолсемсӗр пуҫне ыттисем пурте Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене саланса пӗтнӗ.
Ап ӗҫс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иисус пӑхнӑ та пуянсем Турӑ Ҫуртӗнчи укҫа арчине хӑйсен парнине хунине курнӑ; 2. пӗр чухӑн тӑлӑх арӑм та ҫавӑнта икӗ вак укҫа хунине курсассӑн 3. Вӑл каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм пуринчен те ытларах хучӗ; 4. ыттисем пурте ытлашшине Турра парне кӳчӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫак ют халӑх ҫыннисӗр пуҫне ыттисем епле-ха Турра мухтама таврӑнмарӗҫ? тенӗ.18. как они не возвратились воздать славу Богу, кроме сего иноплеменника?
Лк 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ыттисем те ҫавнашкалах каланӑ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене чӗнсе илсе каланӑ: чӑн калатӑп сире: ҫак чухӑн тӑлӑх арӑм арчана укҫа хуракансенчен пуринчен те ытларах хучӗ: 44. ыттисем пурте ытлашшине хучӗҫ, ку вара, кӗлмӗҫскер, хӑйӗн мӗн пуррине хучӗ, хӑйне пурӑнмалӑх укҫине ячӗ, тенӗ.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри ҫакна илтсен каланӑ: Илияна чӗнет Вӑл, тенӗ; 48. вӗсенчен пӗри ҫав самантрах чупса кайса губка илсе килнӗ те ӑна сӗрхе сӑхтарса, патак вӗҫне тирсе Иисуса ӗҫме панӑ; 49. ыттисем каланӑ: ан чӑрман; курар-ха: Илия Ӑна ҫӑлма килет-и, тенӗ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем выҫлӑхпа питӗ нумаййӑн вилсе пӗтӗҫ, ыттисем вара, выҫлӑха чӑтса ирттернисем, хӗҫпе касӑлса ӳкӗҫ.23. От голода погибнут очень многие жители земли, а прочие, которые перенесут голод, падут от меча.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: чӑн малтанах Авраам Содом ҫыннисемшӗн кӗлтунӑ; Моисей пушхирте ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсемшӗн кӗлтунӑ; 37. ун хыҫҫӑн Иисус вара Ахан вӑхӑтӗнче Израильшӗн кӗлтунӑ; 38. Самуил ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче — халӑхшӑн, Давид — мур чирӗпе вилекенсемшӗн, Соломон — Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳме пынисемшӗн; 39. Илия — ҫумӑр кӗтекенсемшӗн тата вилнӗ ачана чӗртсе тӑратассишӗн; 40. Езекия — Сеннахирим вӑхӑтӗнче халӑхшӑн; тата ыттисем те кӗлтунӑ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хурлӑхпа йывӑрлӑх кунӗнче ыттисем куҫҫулӗ тӑкӗҫ, хуйхӑпа касӑлӗҫ, эсӗ вара хаваслӑ, тулӑх пурӑнӑҫлӑ пулӑн.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫул ҫинче хӑйсен ирсӗрленнӗ йӑхташӗсене тӗл пулсассӑн, вӗсене кирек хӑшне те, ыттисем пӗлсе тӑччӑр тесе, хаса парса, вӗлерсе хӑварнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫак ӗҫе тума уйӑрнисем каҫхине хайхи мӗскӗнсен аллине ҫыха-ҫыха тухма пуҫтарӑнса кайнӑ, ыттисем ӗнтӗ, ҫӗр ҫӗрленӗ хыҫҫӑн иудейсем пӗтӗмпех пӗтӗҫ тесе, вӗсене сыхлас ӗҫе йӗркеленӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна пула ӗнтӗ вӗсем хӑшӗсемшӗн тӑшман пек туйӑннӑ; ыттисем вара вӗсене, мӗн тӗрӗссине ырӑпа тунӑран, пурте кӑмӑлланӑ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑна саккуна вуласа панӑ, анчах вӑл ҫакӑн хыҫҫӑн та хӑй шухӑшне улӑштарман: манӑн кӗмеллех, ыттисем ҫак чыса ан курайччӑр та, эпӗ — куратӑп, тенӗ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пӑлханса кайнӑ вӑхӑтра ыттисем те шалта пытанса ларакансем ҫине сиксе ӳкнӗ, пашнесене ҫунтарма пуҫланӑ; йӗри-тавралла кӑвайт чӗртсе, хурласа калаҫакансене чӗрӗллех ҫунтарнӑ; тепӗрисем хапхасене аркатнӑ, ытти ҫара шала кӗртсе ярса хулана туртса илнӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.