Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултарчӗ (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та Чумаков тусӗн урине сӑмсине пӳрнисемпе пӑчӑртаса тытса, пит-куҫне пӗркелентерсе, пыр патнелле хӑсӑк капланса хӑпарнине аран тӳскелесе ҫеҫ пӑхма пултарчӗ.

И Чумаков рассматривал ногу своего друга, зажав пальцами нос, морщась и еле удерживая подкатившую к горлу тошноту.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл хӳтлӗх вырӑнтан пӗр обойма патрон персе пӗтерчӗ, анчах тӗлленӗ чух васкани-пӑлханни-мӗнӗпе юлашки хутӗнче ҫеҫ пӗр хӗрлӗармеец айӗнчи лашана чикелентерсе яма пултарчӗ.

Из-за укрытия он расстрелял обойму, но так как, целясь, он спешил и волновался, то лишь последним выстрелом свалил под красноармейцем коня.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл пӗтӗм хевтине пухса Прохор сассине илтме тӑрӑшрӗ, аран ҫеҫ ӑнланма пултарчӗ:

Напрягши всю волю, он вслушался в голос Прохора, с величайшим усилием понял — Прохор спрашивал у него:

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ун пуҫӗ вӗҫне пырса ларнӑ Григорий темиҫе сӑмах ҫеҫ уйӑрса илме пултарчӗ:

Григорий, сидевший у изголовья, разобрал несколько слов:

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хуняшшӗ куҫӗнчен вӗҫерӗнсенех вӑл хӗрарӑмсемпе тӑраниччен сӑмах пӑтти пӗҫерме те тата — хӑй калашле — кӑмӑла килӗшнӗ пӗр-пӗр хыпаланчӑк казакпа «йӑкӑш-якӑш юрату вӑййине выляма та» пултарчӗ.

Вырвавшись из-под свекровьиного присмотра, она могла и с бабами досыта посудачить, и — как она говаривала — «на ходу любовь покрутить» с каким-нибудь приглянувшимся ей расторопным казачком.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сулӑсем патне хӗрлӗармеецсен пӗр пайӗ ҫеҫ татса тухма пултарчӗ, Вӗсем, сулӑсем ҫине туп-тулли тиенсе, ҫыран хӗрринчен тапранса кайрӗҫ.

К плотам прорвалась только часть красноармейцев, Они до отказа загрузили плоты, отчалили.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл Анохина тӳрех куҫран пӑхса калама пултарчӗ.

Она уже могла говорить, открыто глядя ему в глаза.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну, эсӗ… ытла та! — ҫапла ҫеҫ калама пултарчӗ Ксени, ашшӗ ҫав териех хисеплемесӗр калаҫнине хирӗҫ тивӗҫлипе тавӑраймасӑр.

— Ну, знаешь! — только и нашла что сказать Ксения, теряясь перед этой неуважительной, грубой выходкой отца.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Килти меслетпе хатӗрленӗ пуля персе янӑ хыҫҫӑн винтовка кӗпҫинченех шӑратнӑ тӑхлан чӑмакки пулса сирпӗнсе тухрӗ, тискеррӗн вшиклетсе-фӳлетсе вӗҫрӗ, анчах ҫӗр, ҫӗр ҫирӗм чалӑшра кӑна сиенлеме пултарчӗ.

После выстрела самодельная пуля вылетала из ствола растопленным свинцовым комочком, летела с диким воем и фурчаньем, но разила только на сто, сто двадцать саженей.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах юлашки вӑхӑтченех вӑл сылтӑм алӑпа тӑвакан ӗҫсене пурне те сулахаййипе те чип-чиперех тума пултарчӗ.

Но до последнего времени он мог с успехом делать левой все, что делал правой.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗлчӗ Петро казаксен пуҫӗсене ҫавӑрма, хӑйӗн чӑн-чӑн сӑн-сӑпатне вӗсен куҫӗ умӗнчех улӑштарма пултарчӗ.

И ведь втерся Петро в доверие к казакам, сумел на их глазах переменить личину.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Халӗ ик ача ӗнтӗ ун, арӑмӗ те, Наталья, маххӑ памарӗ, пултарчӗ.

Уж двое детишков имеет, и жена его, Наталья, слава богу, справилась.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче тин Листницкий хуҫа арӑмне лайӑххӑн тӗсесе пӑхма пултарчӗ.

Только за обедом Листницкий как следует рассмотрел хозяйку.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анна ӑна ҫӗрлесенче ҫеҫ курма пултарчӗ.

Анна видела его лишь по ночам.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Юлашкинчен вӑл Бунчука хӗрхенме ҫеҫ пултарчӗ, тата чӗринчи, тулалла сӑрхӑнса, вӗри юратӑвӑн тарӑн ҫӑл куҫӗ тапса тӑчӗ.

Под конец было лишь сострадание к Бунчуку да бился, просачиваясь наружу, глубинный родник любви.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аннӑн тутисем чӗтрерӗҫ пулин те, чӑтӑм ҫитерсе, шӑпланса тӑчӗ; ӑна чӗререн хӗрхеннипе ҫеҫ вӑл пурне те ҫирӗппӗн тӳссе ирттерме пултарчӗ.

У Анны дрожали губы, но она сдерживалась, замолкала; потворствуя ему, терпеливо сносила все.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл кӗсре йывӑрӑшӗ туртса илнӗ ҫуна, ҫӗрлехи ҫӑлтӑрсен ҫуттинче яп-яка тупанӗсене йӑлтӑртаттарса, чӑнках ҫӳлелле ҫӗкленнине, унтан хурарах симӗс авӑра хӑвӑрт чӑмса ҫухалнине ҫеҫ курма пултарчӗ.

Он видел, как сани, увлекаемые тяжестью кобылы, поднялись дыбом, обнажив блеснувшие при звездном свете полозья, — скользнули в черно-зеленую глубину.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрӗн питне тутӑрпа кӗптесе ҫыхнӑ, ҫавӑнпа та Григорий унӑн тинкерсе пӑхакан, ҫавнашкалах йӑм хура куҫне ҫеҫ курма пултарчӗ.

У дочери Григорий видел только крохотные внимательные и такие же черные глазенки, — лицо ее кутал платок.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна ҫинчен тапратса калаҫас кӑмӑл халӗ ун пӗтӗм чун-чӗрине тытса илчӗ; вӑл вара ҫав тери пысӑк тӳсӗмлӗх ҫитернипе ҫеҫ ҫак туртӑма ирттерсе яма пултарчӗ.

Он испытывал почти непреодолимое желание говорить об Анне и сдержался лишь благодаря большому усилию воли.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Корнилов унӑн сӑмахӗсене пуҫа усса чӑтӑмсӑррӑн итлесе ларчӗ; анчах ҫак хушӑрах вӑл вичкӗн куҫӗпе Лукомскин сивлек пичӗ ҫине хытӑ пӑлханнӑран тапса тухнӑ пӑч-пач хӗрлӗ йӗрсене уҫҫӑн асӑрхама пултарчӗ.

Корнилов, склонив голову, напряженно вслушивался и все же своим острым глазом успел заметить, как холодное с виду лицо Лукомского волнение испятнило еле видным, скупым румянцем.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех