Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлет сăмах пирĕн базăра пур.
кӗлет (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлет патне кам та кам килсе сӑмсине чикет, ҫавсене пурне те совет влаҫӗн тӑшманӗсем тесе шутлатӑп!..

Всех, кто сунется к амбару, объявляю врагами Советской власти!..

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Авӑ епле?! — Нагульнов иккӗ сиксех кӗлет умне ҫитсе тӑчӗ, алӑк урати ҫинче тӑракан пӗр йӗкӗте чышкипе ҫапса сирпӗтрӗ, алӑка хыттӑн шалтлаттарса хупса хучӗ те ҫурӑмӗпе тӗреленсе тӑчӗ.

Вот как?! — Нагульнов в два прыжка очутился на приклетке амбара, ударом кулака сшиб стоявшего на порожке парня, резко захлопнул дверь и крепко прислонился к ней спиною.

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тараса ҫине васкасах тырӑ тултарнӑ михӗсене пыра-пыра ывтӑнтараҫҫӗ, лавсем умлӑн-хыҫлӑн ҫитсе чарӑнаҫҫӗ, казаксемпе хӗрарӑмсем тырра михӗсемпе те, чӗрҫиттисемпе те йӑтаҫҫӗ, ҫӗрте те, кӗлет умӗсенче те тӑкса пӗтернӗ тырӑ темӗн чухлех сапаланса выртать…

На весы в спешке кидали мешки с зерном, непрерывно подъезжали подводы, казаки и бабы несли хлеб в чувалах, в мешках, в завесках, рассыпанное зерно густо устилало землю и амбарные сходцы…

35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов ҫывӑхарахри кӗлет умне улӑхса тӑчӗ те Райполеводсоюз хушнипе вӑрлӑхлӑх тырра мар, тырӑ хатӗрлевӗ йӗркипе пухнинчен юлашки юлнине парса яма ирӗк пани ҫинчен лӑпкӑн ӑнлантарса пачӗ.

Давыдов взлез на приклеток ближайшего амбара, спокойно объяснил, что выдает он по распоряжению райполеводсоюза не семенной хлеб, а оставшийся по хлебозаготовке.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл — кӗлет айне, эпӗ — ун хыҫҫӑн, вӑл — крыльца айне, анчах эпӗ ӑна унтан та туртса кӑларатӑп, ҫаплах ҫунтаратӑп та ҫунтаратӑп.

Он — под амбар, я — за ним, он — под крыльцо, но я его и оттуда достану и все бью его, бью.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр ҫур сехетрен Кӗҫӗн Аким колхоз картишӗнчен вӑкӑрсем кӳлнӗ икӗ лав илсе килсе тӑратрӗ, Ванюшка хайхи, хуратутлӑ пичӗ ҫинчи вӗтӗ-вӗтӗ тар пӗрчисене шӑлкаласа, алласа тасатнӑ тулӑ миххисене арпалӑхран кӗлет умне йӑтма тапратрӗ, тулли тип-типӗ, шултӑра, ылтӑн тӗслӗн курӑнса йӑлтӑртатать.

Через полчаса Аким Младший вел с колхозного база две бычиные подводы, а Ванюшка с лицом, усеянным мелкими, как веснушки, бисеринками пота, таскал из мякинника на приклеток амбара мешки с подсеянной пшеницей, твердозерной и ядреной, отливающей красниной червонного золота.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ыттисем иккӗшӗ — Порфирий Лубно, патшалӑхӑн округри арманӗнче ӗҫлекен вальцовщик тата ҫу ҫапакан заводра ӗҫлекен комсомолец Иван Найденов — Гремячий ҫыннисене штаба чӗне-чӗне илеҫҫӗ, кӗлет заведующин списокӗ тӑрӑх, чӗнсе илнӗ гражданин мӗн чухлӗ вӑрлӑх хывнине тӗрӗслеҫҫӗ, вӑйӗсем ҫитнӗ таран, пултарнӑ таран агитацилеҫҫӗ.

Остальные двое — Порфирий Лубно, вальцовщик с окружной госмельницы, и комсомолец с маслозавода Иван Найденов — вызывали в штаб гремяченцев, проверяли по списку заведующего амбаром, сколько вызванный гражданин засыпал семян, в меру сил и умения агитировали.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хывӑх-арпине мучи кӗлет патӗнчен пуҫласа лупас айнелле ҫитиччен ансӑр сукмак пек сапса каять, унӑн урисем айӗнче тӑп-тулли чӑх кӗшӗлтетет, ҫиме хистекен: «Ка-ка-ка-ка-ка-ка-ка!» — тенӗ сасӑсем пӗр чарӑнми янӑраса тӑраҫҫӗ.

Сыплет дед озадки узкой стежкой от амбара к сараю, а под ногами у него варом кипят куры, непрестанно звучит торопливо-заботливое: «Ко-ко-ко-ко-ко-ко-ко!»

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗлет умӗнчен сиксе анчӗ, хӑйӗн куҫҫульне ҫынсенчен пытарса, картишӗнчен тухса утрӗ.

Спрыгнув с приклетка, зашагал с база, стыдясь, пряча от людей свои слезы.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Комисси малашне ӗҫлесе татмалла кӗпе-тумтир е урана тӑхӑнмалли памалла тунисем, телейлисем, кӗлет умӗнчех хывӑнаҫҫӗ те кӑмӑллӑн эхлеткелесе, куҫӗсене ҫиҫтерсе, палӑрмаллах мар куллипе сӑн-пичӗсене ҫутӑлтарса, хӑйсен кивӗ, саплӑк ҫине саплӑк лартса пӗтернӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк кӗпи-тумтирӗсене васкавлӑн пуҫтаркаласа хураҫҫӗ, ӳт курӑнман ҫӗнӗ кӗпе-тумтир тӑхӑнса яраҫҫӗ.

Счастливцы, которым комиссия определила выдать одежду или обувь в счет будущей выработки, прямо на амбарной приклетке телешились и, довольно крякая, сияя глазами, светлея смуглыми лицами от скупых, дрожащих улыбок, торопливо комкали свое старое, латаное-перелатаное веретье, облачались в новую справу, сквозь которую уже не просвечивало тело.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑнтах, кӗлет умӗнчи юр ҫинчех, ҫынсем урисене салтаҫҫӗ те кулаксен лайӑх атӑ-пушмакӗсене тӑхӑнса виҫсе пӑхаҫҫӗ, пусмаран ҫӗлетнӗ сӑхманӗсене, пиншакӗсене, кофтисене, кӗске кӗрӗкӗсене тӑхӑна-тӑхӑна яраҫҫӗ.

Тут же, возле амбара, прямо на снегу разувались, примеряя добротную кулацкую обувь, натягивая поддевки, пиджаки, кофты, полушубки.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Е вӑл, ҫав чӑх ӗнтӗ, анкартине вӗҫсе каҫать те пахча-ҫимӗҫ калчисене сӑха-сӑха, тӑпӑлтарса пӗтерет, е, пӑхатӑн та, вӑл — ҫӗр ҫӑтманскер — ҫӑмартине ӑҫта та пулин кӗлет айне ҫухатса хӑварать, е унӑн мӑйне пӑсара пӑрса татса каять…

То она, курица то есть, вскочит на огород и рассаду выклюет, то глядишь, а она — трижды клятая — яйцо где-нибудь под амбаром потеряет, то хорь ей вязы отвернет…

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун упӑшки патнелле Любишкинпа Нагульнов чупса пынине курсан, вӑл кӗлет умне чупса пычӗ, аҫа йыттине сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, йытти, тимӗр мӑйкӑчне чӑнкӑртаттарса, картиш тавра сиккипе чупса ҫаврӑнчӗ, унтан, Шукарь мучи сехри хӑпса тухнипе кӑшкӑрашнине илтсе тата юр ҫинче унӑн кӗрӗкӗ саркаланса выртнине курса, ун ҫине сиксе ларчӗ…

Видя, что к мужу бегут Любишкин и Нагульнов, она метнулась к амбару, спустила с цепи кобеля, тот, гремя железным ошейником, намётом околесил двор и, привлеченный испуганными криками деда Щукаря, его распластанной на снегу шубой, насел на него…

8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лешӗ, ҫула май вӑрӑм урапаран шертешник туртса кӑларса, кӗлет патнелле утрӗ.

Тот направился к амбару, по пути выдернув из арбы шкворень.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗлет ҫӑраҫҫине парӑр, — хушрӗ Андрей.

— Ключи от амбара, — потребовал Андрей.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тепӗр пилӗк минутран Любишкин, аллинчи шертипе хӑрата-хӑрата, аҫа йытта каялла чакарчӗ, кӗлет айне хӑваласа кӗртрӗ, ҫав вӑхӑтра Нагульнов витерен ҫӳллӗ хӑла лаша ҫавӑтса тухрӗ, ӑна лӑпкаса илчӗ те, ҫилхинчен ярса тытса, утланса ларчӗ.

Минут через пять Любишкин, вооружившись слегой, принудил кобеля к отступлению, загнал под амбар, а Нагульнов вывел из конюшни высокого серого коня, обротал его и, ухватившись за гриву, сел верхом.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Алӑк шашшулкки шалтлатнине илтсе, кӗлет айӗнчен кашкӑр тӗслӗ ҫав тери пысӑк сӑнчӑрта тӑракан аҫа йытӑ сиксе тухрӗ.

На звяк щеколды из-под амбара выскочил огромный, волчьей окраски цепной кобель.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, кӗлет айӗнчен тӑваттӑн йӑраланса та тухрӗҫ.

И вот четверо их вылезло из-под этого амбара:

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Вара эпӗ поляксене хупса лартнӑ кӗлет патне чупса кайрӑм.

Тогда я бросилась к амбару, где пели поляки.

II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех