Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттерес (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, яхӑнне те ямарӑм, ӗмӗрӗме тӑван ялӑмрах ирттерес терӗм.

Куҫарса пулӑш

Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Епле вӑхӑт ирттерес? Ҫимӗк кунӗ инҫе-ши?

Как бы время провести? Далеко ли до дня Симек?

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫаплах мероприятие ирттерес ӗҫе ПР Культура министерстви, ПР Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ те хастар хутшӑнчӗҫ.

Также в проведении мероприятия активно участвовали министерство культуры РБ, Дом дружбы народов РБ.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Комитет ятӗнчен Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкул директорне, ветерансен пӗрлешӗвне йӗркелекенсенчен пӗрне, асӑннӑ фестивале ирттерес ӗҫе хастар хутшӑннӑ Л.П.Михайлова Тав ҫырӑвӗпе чысларӗҫ.

От имени Комитета Благодарственным письмом отметили директора воскресной чувашской школы Калининского района, одного из организаторов ветеранской организации, активно участвовавшего в проведении вышеупомянутого фестиваля Л.П.Михайлова.

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Вӑл Тӑрӑмри шкулта учительте ӗҫленӗ вӑхӑтра тренировкӑсене Камалетдиновпа тата Бикчуринпа пӗрле ирттерес тӗллевпе ҫуллахи вӑхӑтра Шӑнкӑртама ятарласа ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

— Хамӑр ҫинчен пӗлтерес, тӑван район, ял ыйтӑвӗсене пӗрле татса парас, пӗр тӑрӑхра ҫуралса ӳснисене пулӑшса пырас, пӗрле вӑхӑта усӑллӑ ирттерес тӗллевпе ентешлӗх йӗркелеме шут тытрӑмӑр, — вунӑ ҫул каялла пуҫарнӑ ӗҫ-хӗл ҫинчен аса илчӗ Юрий Александрович.

Куҫарса пулӑш

Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Уява кашни ҫын кӑмӑлне тыткӑнламалла тата килӗшмелле ирттерес тӗллевпе йӗркелӳҫӗсем программӑна кашни ҫул ҫӗнӗ сӗм кӗртме тӑрӑшни куҫ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Чылайӑшӗ канӑва усӑллӑ та интереслӗ ирттерес тӗллевпе вӑрмансене шашлӑка тухать е ытти ҫӗрте кӑвайт чӗртет.

Многие с целью провести полезный и интересный отдых выходят в леса на шашлыки или разводят костер в других местах.

Кӑвайт чӗртме юрамасть // В.ПРОКОПЬЕВ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене, тракторсен, хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен, прицепсен техника тӗрӗслевне ӑнӑҫлӑ ирттерес енӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хирти техника ӗҫӗпе интересленнӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

«Умра — мина уйӗ. Унта мӗнле кӗмелле? Юрать-ха ку уйра пехота мини мар, танксене пӗтермелли иккенне ӑнлантӑм. Мина лартса хӑваракансем «растяжкӑсем» хунине те пӗлетӗп эпӗ. Вӗсем ҫине пуссан мина ҫурӑлать. Мӗн тумалла? Кӑшт йӑнӑшсанах вилетӗп, малалла каймасан тӑшман снайперӗсен аллине лекме пултаратӑп», — тем те тӳснӗ ветеран хумханнине ирттерес тесе куркари чейе сыпса илет.

"Передо мной - минное поле. Как туда пройти? Хорошо хоть понял, что на этом поле не пехотные мины, а противотанковые. Я знаю, что минеры расставляют и "растяжки". Если на них наступить, то мина взорвется. Что делать? Чуть ошибусь - погибну, если не идти вперед, то можно попасть под руки вражеских снайперов", - чтобы отвести волнение, пережившее всякое ветеран отхлебывает чай с кружки.

Аркадий Петров: Ҫара юрӑхсӑррине ҫирӗплетсен те вӑрҫа кайрӑм // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Ҫул ҫитмен ҫамрӑксене преступлени ҫулӗ ҫине тӑрассинчен хӑтарас тата вӗсемпе профилактика мероприяти-йӗсем ирттерес тӗллевпе республикӑра февралӗн 24 мартӑн - 24-мӗшӗсенче «Полици тата ачасем» акци пырать.

Куҫарса пулӑш

Ачасемпе тӗл пулаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫавӑн пекех канашлӑва хутшӑнакансем умӗнче 2016 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх перепиҫне ирттерес енӗпе яваплӑ уполномоченнӑй Марс Абдуллин хӑш-пӗр ӗҫ йӗркисемпе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Книжная столица» номинацире акци-конкурс ирттерес тӗлӗшпе чи лайӑх мероприяти хатӗрленӗ района палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайăххине пĕрле палăртар // А.ВОЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Экскурси ирттерес тӗллевпе ун патне ытти регион ҫыннисем час-часах шӑнкӑравлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Эпӗ Пӗтӗм тӗнчери V «Раҫҫей - спорт ҫӗршывӗ» спорт форумне хатӗрленсе ирттерес ӗҫе хутшӑннӑ Ҫӗнӗ Шупашкар тата Шупашкар хулисенче пурӑнакан мӗнпур ҫынна тав тӑватӑп.

Я благодарю всех жителей Чебоксар, всех жителей Новочебоксарска, участвовавших в подготовке и проведении V Международного спортивного форума «Россия – спортивная держава».

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех