Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

граждан сăмах пирĕн базăра пур.
граждан (тĕпĕ: граждан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн ҫӗршыва тапӑнса кӗрсенех, граждан вӑрҫи ветеранӗ Ҫтаппан Куропаткин ывӑлӗпе пӗрле фронта тухса каять («Тӑван ҫӗршыв чӗнет»), ҫамрӑксемпе ҫума-ҫумӑн тӑрса, тӑшмана тустарать.

Когда немецкие фашисты вторглись в нашу страну, ветеран Гражданской войны Степан Куропаткин вместе с сыном уходит на фронт («Родина зовет»), бок о бок с молодежью бьет врага.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Н. Мранька — граждан вӑрҫипе Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗ.

Н. Мранькка — ветеран Гражданской войны и Великой Отечественной войны.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Н. Мранька тӑшманла элементсем Совета хирӗҫле ӗҫсем тунине кӑтартакан, ҫавӑнпа пӗрлех вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан «Хатӗрленетпӗр», каппай та сӗмсӗр ҫынсене питлекен «Виҫҫӗшӗ те пӗр калӑпран», чӑваш ҫамрӑкӗсен граждан вӑрҫинчи паттӑрлӑхне мухтакан «Салют», совет саманинче хӗрарӑм пурнӑҫӗ те лайӑхланни ҫинчен калакан «Улшӑннӑ самана», ирсӗр фашистсем чӗртнӗ вӑрҫӑ вут-ҫулӑмӗ пирӗн ҫӗршыв ҫине сиксе ӳкес хӑрушлӑха асӑрхаттаракан «Тӑван ҫӗршыв чӗнет», иртнӗ вӑрҫӑра пурнӑҫне шеллемесӗр ҫапӑҫнӑ ентешӗмӗрсене мухтакан «Юншӑн — юн», «Амӑшӗн ҫырӑвӗ», «Амӑшӗ ылханни», «Юратакан чӗресем» пьесисемпе «Кӳршӗ хӗрӗ», «Урӑхла калама пултарайман эпӗ» калавӗсем те малтан ҫӳлерех асӑннӑ журналсенче кун ҫути курнӑ.

Пьесы Н. Мранькки: «Готовимся», изображающая враждебные элементы, противодействующие Советам, и вместе с тем выводящая их на чистую воду, «Все трое из одного теста», обличающая хвастливых и темных людей, «Салют», восхваляющая подвиг Чувашской молодежи в гражданской войне, «Изменившаяся эпоха», рассказывающая об улучшении жизни женщины в советское время, «Родина зовет», предупреждающая об опасности обрушения на нашу страну огня войны гнусных фашистов, «Кровь за кровь», «Письмо матери», «Проклятие матери», «Любящие сердца», прославляющие земляков, самоотверженно сражавшихся в прошедшей войне войну, — и рассказы: «Соседка», «Иначе я не мог сказать», — ранее вышли в свет в вышеперечисленных журналах.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вунҫичӗ ҫула ҫитсен, хӑй ирӗкӗпе граждан вӑрҫине кайнӑ, Колчак эшкерӗпе ҫапӑҫнӑ, аманнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑннӑ.

Когда исполнилось семнадцать лет, ушел добровольцем на гражданскую войну, сражался с полчищами Колчака, после ранения вернулся в родную деревню.

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куна эпир революци, граждан вӑрҫи, Павлик Морозов ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем вуласа хатӗрленнӗ, вӗсенчен вӗренсе тӑшмана курайми пулнӑ.

Мы готовы были к этому с первых книжек о революции, о гражданской войне и о Павлике Морозове.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑлах граждан вӑрҫинче те пулнӑ (ку ӗнтӗ мана, Геннадий Васильевич калашле, тахҫан авалах пулнӑ пек туйӑнать, тен, тӗрӗсех калать кивӗ револьвер хуҫи? Райкомри калаҫӑва астӑватӑп-ха эпӗ), анчах эп ун ҫинчен темшӗн нихҫан та ыйтса пӗлмен.

Мой отец, который участвовал в гражданской войне (мне, как и Геннадию Васильевичу, казалась она очень далекой, но, может быть, прав — я помнил разговор в райкоме — старый владелец револьвера?), о чем я почему-то никогда не спрашивал его.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Кайран вунтӑххӑрмӗш ҫулта, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче, хам утнӑ.

Потом в девятнадцатом, в гражданскую, сам.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сӑмахран, миҫере пулнӑ тетӗн эс мана граждан вӑрҫи пуҫланнӑ ҫулхине?

Сколько мне было лет, когда гражданская началась?

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Ну, граждан вӑрҫи вӑл, Ваҫҫа тете, тахҫанах пулнӑ, — интересленсех ҫавӑркаларӗ револьвере секретарь.

— Ну гражданскую, дядя Вася, это когда было, — Геннадий Васильевич с любопытством рассматривал оружие.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Эп вӑл музейпе пӗтӗм граждан вӑрҫи витӗр тухнӑ, — кӳреннӗ пек пулчӗ тӗлӗнтермӗш револьвер хуҫи.

— Я с музеем этим всю гражданскую прошел, — не без обиды сказал владелец диковинного револьвера.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Айванла пулнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ тахҫан авал, ҫирӗм ҫула яхӑн каяллах кӗрлесе иртнӗ граждан вӑрҫинче пулма ӗмӗтленни.

Глупо же мечтать об участии в гражданской войне, которая была давным-давно, чуть ли не двадцать лет назад.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫулпуҫсемпе граждан вӑрҫи пирки те шарламастӑп.

Не писал о вождях и о гражданской войне.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Граждан вӑрҫи чухнехи йывӑр ҫулсенче Островскийӗн сывлӑхӗ начарланса ҫитет, унӑн шӑмӑ чирӗ пуҫланать, ҫурӑм шӑмми хытма тытӑнать, йывӑр чире пула ҫамрӑк коммунист вырӑн ҫинчен тӑрайми пулать, анчах, партишӗн усӑллӑ ҫын пулас тесе ҫав тери хыпса ҫуннипе, чирлӗ вӑхӑтра та вӑл политика ӗҫне пӑрахмасть: ун патне ҫамрӑксем вӗренме ҫӳреҫҫӗ, хӑй те вӑл ывӑна пӗлми вӗренет.

В тяжелые годы Гражданской войны здоровье Островского ухудшается, у него начинается костная болезнь, начинает затвердевать позвоночник, из-за тяжелой болезни молодой коммунист не может встать с постели, но жаждя быть полезным для партии, даже во время болезни он не прекращает политическую деятельность: к нему ходит учиться молодежь, и сам он учится неутомимо.

Николай Островский // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 400-401 с.

Граждан вӑрҫинче пӗтӗм арми масштабӗпе паллӑ ҫын пулнӑ.

В гражданскую войну ковырял в армейском масштабе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ӑсату маршӗн хурлӑхлӑ кӗвви янранӑ хушӑра хӗрлӗпе чӗркенӗ тупӑка йӑтса тухаҫҫӗ те площаде, граждан вӑрҫинче вилнӗ большевик-партизансене пытарнӑ ҫӗре илсе кайса, чавнӑ шӑтӑк патне лартаҫҫӗ.

Под печальные звуки прощального марша вынесли запеленатый в красное гроб и поставили на площади, где была вырыта могила рядом с похороненными в гражданскую большевиками-партизанами.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кунта граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче кӑларнӑ брошюрӑсем, Марксӑн «Капитал», унтах «Железная пята» тата ӑнсӑртран ҫакланнӑ темиҫе кӗнеке.

Здесь были собраны случайно попавшие брошюры периода гражданской войны, «Капитал» Маркса, «Железная пята» и еще несколько книг.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пампассем мӗншӗн пушанса юлнине сержант ҫителӗклех ӑнлантарса пачӗ: индеецсен мӗнпур йӑхӗсем апла та, капла та пурпӗрех Аргентина ҫӗрӗн ҫурҫӗр енче граждан вӑрҫинче ҫӳреҫҫӗ.

Сержант дал вполне правильное объяснение причины обезлюдения пампасов: все индейские племена так или иначе принимали участие в гражданской войне на северо-аргентинской территории.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Бразили хутшӑннӑ хыҫҫӑн пуҫланнӑ граждан вӑрҫи республикӑна икӗ лагере уйӑрни ҫинчен Талькав илтмен те пулмалла, е илтсен те маннӑ пулӗ.

Талькав, очевидно, забыл или не знал, что гражданская война, вызвавшая впоследствии вмешательство Бразилии, разделила республику на два лагеря.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Граждан вӑрҫи? — тесе ыйтрӗ Паганель.

— Гражданская война!.. — повторил Паганель.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Граждан вӑрҫи…

Война гражданская…

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех