Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӳрт хушшисемпе чиркӳ леш енче кӑвак юханшыв тӑсӑлса выртнӑ, тата леререх каллех тӗтреллӗ инҫет кӑвакарать.В промежутках между изб и за церковью синела река, а за нею туманилась даль.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӳрт умӗнче Егорушка хура пар лаша кӳлнӗ чаплӑ кӳме курчӗ.У порога дома Егорушка увидел новую, роскошную коляску и пару черных лошадей.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӳрт таврашӗнче, ҫеҫенхирсӗр пуҫне, урӑх нимӗн те курӑнмасть, илтӗнмест те.Больше же около дома не было видно и слышно ничего, кроме степи.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Чӑн та, шӑпах ҫав пӳрт ҫунать…
XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав хут ҫине тата кермен кӗтессине те пулин ӳкерсе хумалла; вӑл, ҫавна курсан, кермен хут ҫине ӳкернӗ пӳрт пек япала маррине, унӑн, чӑнах та, ахаль ҫуртран пысӑках мар пулмаллине, пурте ҫавӑн пек е унран лайӑхрах ҫуртсенче пурӑнма тивӗҫ иккенне ӑнланса илет.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лаҫсемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курман ҫын лӑчӑр-лачӑр, ахаль пӳрт ӳкернӗ хута курсан та кермен ӳкернӗ тесе шутлама пултарать.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сӑмахран, эпӗ ҫурт ӳкерес тетӗп пулсан, ман ӑна ҫурт пекех ӳкерсе памалла: вулакан ӑна лаҫ мар, дворец та мар, шӑп та шай пӳрт тесе шутлатӑр.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӳрт тӳпине бамбук туйипе ҫапнӑ сасӑ кӑна илтӗнет, — Гэнсан Чу унта ҫакса янӑ кушӑхтарнӑ хур ашне илесшӗн тӑрмашать иккен.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Чэнь пӳлӗмрен тарса тухрӗ те пӳрт ҫивитти ӳкерекен мӗлке хӳттине пытанса тӑчӗ.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Пӗррехинче Чэнь чавса пытарнӑ укҫа шӑпах ҫав Тан ҫемйине тара панӑ пӳрт айӗнче пулма кирлӗ тесе ӗнентернӗ хӑйне, анчах унта кайса чавма ниепле те хӑю ҫитереймен.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Ҫулласенче вӑл каҫхи апат яланхи пекех пӳрт умӗнче ҫиет, иртен-пырансем ӑна пурте ӑшшӑн саламлаҫҫӗ.Летом он, как всегда, ужинает у ворот своего дома, и все весело его приветствуют.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Ци-цзинь катӑлнӑ чашӑкне илчӗ те пӳрт умне табак туртма ларчӗ.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Ҫапла майӗпен пурте саланса пӗтрӗҫ, пӳрт алӑкӗсене питӗрсе, ҫывӑрма выртрӗҫ.Постепенно все разошлись по домам и, заперев двери, улеглись спать.
Хускану // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 54–66 стр.
Нагульнов сӑмсине пӳрт ӑшши, ҫӗнӗ хӑмла шӑрши кӳ-ӳ! пырса ҫапрӗ, анчах унӑн шӑрша-марша уйӑрса тӑма вӑхӑт пулмарӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Иккӗленнипе аптранӑ, ҫӗре ҫывӑрмасӑр ирттернипе ывӑннӑ, сыхласа ларни ним усӑ та парас ҫуккине ӗненсех ҫитме пуҫланӑ Разметнов кил картине йӑпшӑнса кӗчӗ те пӳрт алӑкӗ умӗнче ҫенӗкрен тухакан амӑшне тӗл пулчӗ.
XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ют ҫынсен пӳрт хыҫӑсенче миҫемӗш кун тӗршӗнсе выртатпӑр ӗнтӗ, лаша вӑррисем е вак-тӗвек вӑрӑсем пек пытанатпӑр, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастпӑр, анчах ним усси те ҫук!
XXVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Патмар, ытла сарлака хул пуҫҫиллӗ кӗтӳҫӗ те, чӑпӑрккине выляткаланӑ май пӗр тимлемесӗр тенӗ пек кил картине, пӳрт-ҫурта, пӳрт кантӑкӗсене, маччана улӑхмалли ҫӑт хупнӑ алӑка пӑхса ҫаврӑнса, ун хыҫҫӑн лӑпӑстатрӗ…
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шкул патӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чух манӑн туйӑма тыткӑна илнӗ тутлӑ шӑрша сисрӗм те, Шпыня учителӗн пӳрт умӗнчи пахчине кӗрсе кайрӑм, унта вара, хамӑрӑн йӗрӗнчӗк пурнӑҫа кӑшт та пулин илемлетме тесе; икӗ клумбӑна та ҫурмашар тӑпӑлтарса тухрӑм.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗррехинче, уйран таврӑннӑ чух, вӑл хӑй килӗ патне ҫитеспе амӑшӗ юратакан ватӑ кушак, пӗтӗм пӗвепе улӑм ҫине йӑпшӑнса, пӳрт тӑрринче шуса пынине, унтан ҫурри уҫӑ кантӑк хуппи ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе анса, хӳрине пӗтеркелесе, сикме хатӗрленсе ларнине асӑрхарӗ.
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Хӑнасем мар, хуҫасем вӗҫсе килчӗҫ!» — ача пекех савӑнса шухӑшларӗ Разметнов, пӳрт алӑкӗ патне ҫитсе тӑрсан.