Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӗччен сăмах пирĕн базăра пур.
Пӗччен (тĕпĕ: пӗччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ пӗччен мар, эпӗ вӗсене хирӗҫ партипе пӗрле, халӑхпа пӗрле вилесле ҫапӑҫӑп!..

— А я не один, а вместе с партией и народом буду с ними намертво драться!..

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Мӗнех тӑвайратӑн-ха эсӗ пӗччен?

— Что же ты один сделаешь?

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ытлашши тырра патшалӑха панине е сутнине хирӗҫ мар, анчах вӑл сан тырру мар вӗт, колхозӑн, ҫӗр улпучӗ пек мӗншӗн пӗччен тыткалатӑн-ха эсӗ ӑна?

Я не против того, чтобы лишний хлеб сдать или продать государству, но ведь это не твой хлеб, а колхозный, почему же ты им распоряжаешься один, как помещик?

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ларура ял Совечӗн председателӗ Екатерина Черкашина та, мӑнтӑр та сарлака хулпуҫҫиллӗ хӗрарӑм пулнӑ, вӑл алӑк патнех пӗччен ларнӑ, Черкашина Егор пуринчен малтан курчӗ те савӑнса кайрӗ, ӑна кӑчӑк туртса хӑй патне чӗнчӗ.

Особняком держалась на заседании и председатель сельского Совета Екатерина Черкашина — дородная, крутоплечая женщина, пристроившаяся у самой двери, она первая увидела Егора и оживилась, поманив его пальцем.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗччен мӗн тӑвайратӑн эсӗ усалсемпе?

— Что ты один-то сделаешь с лиходеями?

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сулӑнкӑсенче ҫуна сулӑна-сулӑна каять, Егор пасарнӑ куҫ хӑрпӑкӗсене уҫса пӑхать те пӗрмаях пӗр евӗрлӗ шап-шурӑ уйсем тикӗссӗн сарӑлса выртнине курать, ҫул хӗрринчи пӑрланнӑ тӗмӗсем кантӑк пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, карӑнса тӑракан, шерепеллӗ-шерепеллӗ телеграф пралукӗсем юпа патӗнчен юпа патне чупаҫҫӗ, ҫул ҫинче пӗччен ула кураксем сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.

Розвальни пошатывало на раскатах; Егор приоткрывал ресницы, уже запушенные инеем, и видел все одно и то же — ровно стлались вокруг белые поля, придорожные кусты стекленели ледяными блестками, бежали от столба к столбу провисшие, в колючей бахроме, телеграфные провода, прыгали одинокие вороны на дороге.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени пӗчӗк уҫланкӑра, манах пек кичем ҫӳлӗ чӑрӑш патӗнче пӗччен тӑнине курсан, Константинӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе килчӗ: вӑл Васена мар, Ксени иккенне Константин тин палласа мар, туйса илчӗ.

Константин задохнулся, увидев Ксению одну на небольшой полянке у высокой, по-монашески мрачной ели; он скорее угадал, чем узнал, что это Ксения, а не Васена.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫак ухмахла канӑҫсӑрлӑха тӳссе пыриччен, чӑматансене йӑтса, ҫак пылчӑк тӑрӑх пӗччен утсан луччӑччӗ ӗнтӗ.

Уж лучше бы одному тащиться по этой слякоти пешком, нести свои чемоданы, чем испытывать эту несуразную горькую неприкаянность.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах вӑл халӗ те пӗччен пулсан?»

А если она по-прежнему одна?»

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл тӗлӗк курнӑ, ӑна Игнат Савельевич хӑйӗн ҫуртне вут тӗртнӗ пек, Костьӑна унта пӗччен хупса хӑварнӑ пек курӑннӑ.

Ему снилось, что Игнат Савельевич поджег свой дом, оставив в нем одного Костю…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Асту, аптраса ан ӳк — пӗччен юлман эсӗ ҫут тӗнчере, йӗри-таврах ҫынсем…

Смотри духом не падай — не один остался на свете, люди кругом…

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗмӗр тӑршшипех пӗччен пурӑннӑ!

Весь век жила бобылкой!

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Темиҫе минут хушши пурте чӗнмерӗҫ, Пробатов хӑй кунта пӗччен маррине пӗр вӑхӑта маннӑ пек, аллине ҫурӑм хыҫне тытса, каллех пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ.

Несколько минут все молчали, а Пробатов опять начал расхаживать по комнате, сцепив за спиной руки, словно забыл на время, что он здесь не один.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пурте кунта килсен, хулара пӗччен юлмастӑн вӗт-ха эсӗ?

Не останешься же ты один в городе, когда все сюда поедут?

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Халӗ хӑй пӗччен маррине курса, спекулянт сасартӑк сулахай аллипе Мажарова кӑкӑртан ҫапнӑ.

Увидев, что он уже не один, спекулянт вдруг размахнулся и левой рукой изо всех сил толкнул Мажарова в грудь.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӗччен пурӑнатӑп, сатту хамшӑн хам хуҫа, — хуравларӗ Ксени хуллен, хӑйӗн умнелли резинӑ ботӑ айӗнче лачӑртатакан хура пылчӑк ҫине пӑхса.

— Живу одна, зато никто надо мной не стоит, — глядя себе под ноги на чавкающую под резиновыми ботами жирную грязь, тихо ответила Ксения.

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Е пӗччен пурӑнса йӑлӑхтармарӗ-и-ха?

Иль не надоело бобылкоя жиить?

17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Часах Пробатов облаҫри паллӑ профессора кунта яратӑп тесе, сывпуллашрӗ те, Бахолдин пӗччен Выртса юлчӗ.

Скоро Пробатов, пообещав прислать известного в области профессора, распрощался, и Бахолдин остался один.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр чухне выртатӑн ҫакӑнта пӗччен, тӗттӗм, таҫта йытӑсем вӗреҫҫӗ, хӑвна пӗр шухӑш хыҫҫӑн тепри кансӗрлет…

Лежишь иной раз тут один, темень, собаки где-то лают, и сосет тебя, сосет одна мысль за другой…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна шухӑш-кӑмӑл енчен хатӗрлес пулать-ҫке-ха, вӑл пӗччен юлмастӑп, малтанхи пекех, кама та пулин кирлӗ пулатӑп тесе кӑшт та пулин йӑпанма пултартӑр.

Ведь его нужно было морально подготовить и внушить ему хотя бы слабое утешение, что он не останется в одиночестве и по-прежнему будет кому-то нужен.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех