Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умӗн (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суламифь бассейна кӗрес умӗн ҫамрӑк хӗрарӑм-тарҫӑсем унта малтан ароматлӑ шевексен хутӑшӗсене янӑ, ҫавсене пула шыв шуралса, кӑвакланса кайнӑ та сӗт тӗслӗ опал йӑлтӑрккисемпе ҫиҫсе выляма пуҫланӑ.

Перед тем как войти Суламифи в бассейн, молодые прислужницы влили в него ароматные составы, и вода от них побелела, поголубела и заиграла переливами молочного опала.

VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Кӑшт тӗттӗм пулнӑ-пулманах ӑҫта та пулин сурӑх пӑвӑнса та кӗскен мекеклетсе макӑрса яни, вилес умӗн сысна нӑриклетсе ҫухӑрса янӑ сасӑ шӑплӑха пӑраласа ҫурса илни е пӑру муклатни илтӗнсе каять.

Чуть стемнеет, и уже слышно, как где-нибудь приглушенно и коротко заблеет овца, предсмертным визгом просверлит тишину свинья или мыкнёт телка.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пусса пӑрахас умӗн пысӑк мӑлатукпа ҫапса анратнӑ вӑкӑр пек, Никита ҫавӑнтах чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ, унтан ерипен месерле йӑванса кайрӗ.

Как бык перед зарезом, оглушенный ударом молота, рухнул Никита на колени и мягко завалился на спину.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун хыҫҫӑн хӑйне яланах йӗркеллӗ тытакан Атаманчуков васкамасӑр тухса кайрӗ, каяс умӗн хӑйӑлтатарах паран сассипе ҫинҫен кӑна ҫапла каласа хӑварчӗ:

За ним степенно вышел Атаманчуков, тоненько и хриповато сказав на прощанье:

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич, сӑхманне уртса ярса, Борщев патне каҫ пулас умӗн пырса кӗчӗ.

Яков Лукич, закутавшись в зипун, пришел к Борщеву перед вечером.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каялла тул ҫутӑлас умӗн тин таврӑнчӗ.

Вернулся перед светом.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тул ҫутӑлас умӗн вӑл кӑштах тӗлӗрсе кайрӗ.

Перед светом он забылся в дреме.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Саккӑрмӗш хут тухсан кӑна, тул ҫутӑлас умӗн, ӗне карти алӑкне уҫса яричченех ун хӑлхине тарӑннӑн та йывӑррӑн йынӑшнӑ сасӑ кӗрсе кайрӗ.

И только на восьмой, уже перед светом, еще не открыв дверцы на коровий баз, услышал глубокий и трудный стон, вошел.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах ҫав ӗне, ытти мӗнпур ватӑ ӗнесем пекех, пӑрулас умӗн пӗр уйӑх малтан, — ноябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче, тапратма пуҫларӗ.

Но она започинала в конце ноября, как и все старые коровы, — за месяц перед отелом.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Каҫ пулас умӗн Андрей Разметнов хӑйпе пӗрле ӗҫленӗ чухӑнсенчен тунӑ пулӑшу ушкӑнне килӗсене салатрӗ, раскулачить тунӑ Гаевӑн картишӗнчен конфискациленӗ пурлӑха юлашки лав ҫине тиесе Титок килне, кулаксен пурлӑхӗсене пурне те турттарса пуҫтарнӑ ҫӗре, ӑсатрӗ, хӑй ял Советне кайрӗ.

Уже перед вечером Андрей Размётнов распустил работавшую с ним группу содействия из бедноты, отправил со двора раскулаченного Гаева последнюю подводу конфискованного имущества к Титку, куда свозили все кулацкие пожитки, пошел в сельсовет.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов килсе кӗрес умӗн те ҫакнашкал калаҫрӗ-ха вӑл:

Он так перед приходом Давыдова и говорил:

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗр ҫын, вилес умӗн, хӑйӗн пӗтем пурлӑхне ик ывӑлӗнчен пӗрне, тивӗҫлӗреххине, хӑваратӑп тенӗ-мӗн.

Один человек, умирая, сказал, что он оставляет все свое имущество достойнейшему из двух его сыновей.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Вилес умӗн ашшӗ каланӑ вӗсене:

Отец их перед смертью сказал им:

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Шурӑмпуҫ килес умӗн вара хӗрарӑм ҫапла ыйтрӗ:

Уже перед зарей она спросила:

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗттӗм пулас умӗн хӗрарӑм ҫакна пӳрте чӗнсе кӗртрӗ, йӑпӑр-япӑрах сӗтел ҫине апат хатӗрлесе хучӗ, чашӑкпала хӑяр-кӑшман яшки лартрӗ, Андрей чӗрҫийӗ ҫине тӗрлесе эрешленӗ тап-таса алшӑлли пырса витрӗ, хӑй, шӑмми шӗвӗрӗлсе тӑракан пит-ҫӑмартине алтупанӗпе тӗревлесе, ӑна хирӗҫ ларчӗ.

Перед сумерками она позвала его в хату, расторопно накрыла стол, поставила чашку с борщом, кинула на колени Андрею расшитый чистый рушник, сама села напротив, подперев остроскулую щеку ладонью.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вилес умӗн ҫырса хӑварнӑ сӑмахсем тӑван сасӑ янӑранӑ пекех янӑраса илтӗнчӗҫ:

И, словно родной голос, зазвучали смертные слова:

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вилес умӗн вӑл мана мӗн калама хушса хӑварчӗ?

Чего она мне переказывала перед смертью?

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Андрей, шап-шурӑ кӑпӑка ӳкнӗ юланутпа, каҫ пулас умӗн хутора вӗҫтерсе пырса кӗчӗ.

Андрей на взмыленном коне прискакал под вечер в хутор.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑрҫӑ пӗтес умӗн Андрей арӑмӗ кӗркунне авӑн ҫапма тара кӗрӗшнӗ, кӑштах укҫа пухкаланӑ та, упӑшкине курма фронта тухса вӗҫтернӗ.

К концу войны Андреева баба с осени нанималась на молотьбу, скопила деньжат, поехала на фронт проведать мужа.

5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ленин юлташ, вилес умӗн, мӗн каланӑ-ха?

Товарищ Ленин перед смертью что говорил?

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех