Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑна сăмах пирĕн базăра пур.
кӑна (тĕпĕ: кӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Контрасене хаяррӑн ҫӗмӗрнӗ ҫулсенче сарлака кӑкӑрлӑ гварди батареецӗ мӗнле кӑна чӗтресе ҫӳремерӗ-ши?

Сколько страху пережил грудастый гвардейский батареец за лютые на расправу с контрой года!

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫынсем, ял Советӗнче ӗҫлекенсем ан асӑрхаччӑр тесе, Борщев патне ҫуртсен хыҫӗсемпе, анкартисем урлӑ пӗрерӗн-икшерӗн кӑна ҫӳреме пуҫларӗҫ.

Обычно днем, для того чтобы оградить себя от подслушиваний и досмотра, сходились к Борщеву по одному, по два, пробираясь задами и гумнами, чтобы не шибалось людям в глаза, чтобы не привлечь внимания сельсовета.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов райкома юланутпа ятарласа ҫын ячӗ, халлӗхе колхоза вӑтӑр икӗ процент кӑна пӗрлештертӗмӗр-ха, анчах колхоза кӗртес ӗҫ ударлӑ хӑвӑртлӑхпа пырать, тесе пӗлтерчӗ.

Давыдов послал в райком коннонарочного с сообщением о том, что в колхоз вовлечено пока только тридцать два процента, но что работа по вовлечению в колхоз продолжается ударными темпами.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах Давыдов ҫиелтен пӑхма хӑйне малтанхи пекех лӑпкӑ тытрӗ, тутипе питҫӑмарти хӗррисенче кӑна унӑн ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлне кӑтартакан тарӑн йӗрсем палӑрма пуҫларӗҫ.

Но Давыдов по-прежнему хранил наружное спокойствие, лишь резче легли у него над губами, по обочинам щек глубокие складки упорства.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Амур кӑна: «Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах!» тенӗ пекрех вӗсем еннелле тинкерсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Мӗнле кӑна шухӑш пырса ҫапмасть пулӗ ҫав вӑхӑтра пуҫа.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

— Амур, Амур, — сас пачӗ лашине Лекҫей, — пӗртен-пӗр шанӑҫ эсӗ кӑна, пӑрахса тартӑн пулсан пӗтрӗ пуҫ.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Юрать, аякрах мар-ҫке, пилӗк-ултӑ ҫухрӑм кӑна, тӳртен кайсан, виҫҫӗрен ытла та мар.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Хуллен, юрттарса кӑна чупать юланут.

Куҫарса пулӑш

Амур // Любовь Мартьянова. Тантӑш, 2015.12.10, 50(4464)№

Ку вӑл малтанлӑха кӑна ҫапла.

Это попервоначалу.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗнине ҫавӑтса тухма ӑна пит ҫӑмӑлах пулман, ҫакна питҫӑмартинчи тин кӑна чӑрмаласа янӑ йӗр те аванах кӑтартса парать.

Ему с немалым трудом удалось увести корову, свежая царапина на щеке была тому свидетельством.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Эпӗ, Кондрашка, пӗртен-пӗр ӗнене кӑна шеллетӗп.

— Мне, Кондраша, одну корову жалко…

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кондрат, пӗр ырхан лашапа кӑна пурӑнса, нуша ӑшне мӑй таранах путса ларнӑччӗ.

А нужды с одной лошаденкой хватнул Кондрат по ноздри.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Саккӑрмӗш хут тухсан кӑна, тул ҫутӑлас умӗн, ӗне карти алӑкне уҫса яричченех ун хӑлхине тарӑннӑн та йывӑррӑн йынӑшнӑ сасӑ кӗрсе кайрӗ.

И только на восьмой, уже перед светом, еще не открыв дверцы на коровий баз, услышал глубокий и трудный стон, вошел.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Николай усал сӑмахпа шӑппӑн кӑна вӑрҫса илчӗ те лачлаттарса сурчӗ.

Николай только плюнул, шепотом матерясь.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пухура ларакан икҫӗр вунҫичӗ кил хуҫинчен утмӑл ҫиччӗшӗ кӑна алӑ ҫӗклерӗҫ.

Из двухсот семнадцати присутствовавших домохозяев руки подняли только шестьдесят семь.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кил хуҫисем кӑна ҫӗклеҫҫӗ.

Одни хозяева дворов подымают.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫлекен алӑсем — акӑ вӗсем, ҫаксем кӑна.

Рабочие руки — вот они, одни.

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Тракторпа кӑна пыйтӑсене таптаса петӗреймӗн!

— Вшей одних трактором не подавишь…

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

(Ҫынсем кулкалани хуллен кӑна илтӗнсе кайрӗ.)

(Зашелестел смешок.)

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех