Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑна сăмах пирĕн базăра пур.
кӑна (тĕпĕ: кӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн тӗллев ветерансемпе сусӑр ҫынсемшӗн, ватӑ ҫынсемпе нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн палӑртнӑ социаллӑ гарантисене сыхласа хӑварасси кӑна мар, вӗсене социаллӑ хӳтлӗх памалли майсене тӑтӑшах вӑйлатса пырасси те пулса тӑрать.

Наша цель – не только сохранять социальные гарантии ветеранам, инвалидам, пожилым гражданам, многодетным семьям, но и постоянно усиливать меры их социальной защиты.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Пысӑклатасси ҫинчен йышӑну тусан халӑха муниципалитет тата патшалӑх пулӑшӑвне парассин пахалӑхӗ тата унпа усӑ курмалли майсем сыхланса юлмалла кӑна мар, унчченхинчен те лайӑхрах пулмалла.

В случае принятия решения об укрупнении, качество и доступность муниципальных и государственных услуг населению должны не только сохраниться, но и повыситься.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Тата тепӗр сӑлтав вӑл – муниципалитет заказӗн тытӑмне централизациленине чакарни, муниципалитетсенче полномочиллӗ органсем пулманни, ҫакӑ бюджет тухӑҫлӑхне кӑна мар, ҫавӑн пекех муниципалитет контракчӗсен пахалӑхӗ тата вӗсене пурнӑҫламалли срок ҫине те япӑх витӗм кӳрет.

Еще одна причина – децентрализация системы муниципального заказа, отсутствие уполномоченных органов в муниципалитетах. Это отрицательно сказывается не только на бюджетной эффективности, но и на качестве и сроках исполнения муниципальных контрактов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Хамӑр пурнӑҫа эпир тӑрӑшса ӗҫлесе кӑна лайӑхлатаятпӑр.

Только упорно работая, мы сделаем нашу жизнь лучше.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ҫар пӗлӗвӗ паракан вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене 16 ҫултан пуҫласа 22 ҫулхи ҫар ретне тӑман каччӑсене кӑна йышӑнаҫҫӗ, ҫар ретне вара 24 ҫулччен илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене — ҫарпа патриотизмла воспитани // Пирӗн пурнӑҫ. http://www.krchet.cap.ru/Publication.asp ... 19&size=20

Хӗллен ҫак тапхӑрӗнче кӑна, юр ларнӑранпа, мӗн чухлӗ йӗлтӗрҫе хатӗрлемен-тӗр вӑл!

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Режиссёрӗ хамӑрӑн маррине кура пулас йӗри-тавра Раҫҫей ялавӗсене кӑна вырнаҫтарнӑччӗ.

Из-за того, что режиссер был не местным, вокруг были размещены только флаги России.

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

«Ху чӑваш пулнишӗн ӑҫта сан мӑнаҫлӑх? Пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем ҫав виҫӗ тӗслӗ ялава кӑна мухтама хӑйсен пуҫӗсене хунӑ-ши?» — текен ыйту парас килет вӗсене.

«Где твоя гордость за свой чувашский народ? Наши деды и прадеды разве только ради этого трехцветного флага свои головы сложили?» — именно такой вопрос хочется задать им.

Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html

Ҫук, спорт министрне ҫапла кирлӗ-кирлӗ мар ыйтусемпе кӑна аптратмарӗҫ.

Нет, министра спорта такими ненужными вопросами не стали беспокоить.

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Игорь Юрьевич «манӑн укҫа ҫук» теме пӑхрӗ те - депутатсенчен тахӑшӗ ӑна «министр шалӑвӗпе форма кӑна туянма пулать ӗнтӗ» тесе вырӑна лартрӗ, унӑн шалӑвӗпе кӑсӑкланчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Фракципе кӑна мар, партипе те.

Куҫарса пулӑш

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Кӗтмен хыпарсем ҫакӑнпа кӑна вӗҫленмеҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Хутсене ҫунтараҫҫӗ, тимӗр-тӑмӑра йышӑну пунктне ӑсатаҫҫӗ… Трофимовсен туслӑ та тӗслӗхлӗ ҫемйине ӑмсанмалла кӑна: мӑшӑрӗпе, Ираида Никифоровнӑпа, ҫӗршыва тивӗҫлӗ ачасем ҫитӗнтернӗ вӗсем – икӗ хӗр те виҫӗ ывӑл.

Бумагу жгут, металлолом отправляют в пункты приема... Дружной семье Трофимовым можно только позавидовать: со своей женой, Ираидой Никифоровной, они вырастили достойных детей для государства — два дочери и три сына.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Ӑна тивӗҫнисемшӗн «ҫавра сӗтел» усӑллӑ та кӑмӑллӑ калаҫупа кӑна мар, республика Пуҫлӑхӗн аллинчен Свидетельство илнипе те асра юлӗ.

В их памяти останется не только приятная и полезная беседа за "круглы столом", но и миг получения Свидетельства от рук Главы республики.

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ӑсран кӑна кӑларнипе те ҫырлахмасть — леш тӗнчене ӑсатать.

И не ограничивается лишь сведением с ума - отправляет на тот свет.

Вика Сорокина // Эрех леш тӗнчене ӑсатать. http://chuvash.org/news/11600.html

Ҫулӗсем ҫитсен тракторист кӑна мар, уй карапӗпе ҫӳрекен те пулнӑ вӗсен йышӗнчен.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Яшсем кӑна мар, ватти-вӗттипе ача-пӑча та.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Хӗсметрен таврӑннӑ Николай салтак кительне те хывман-ха, шурӑ халат тӑхӑннӑ вунсаккӑрти Евдокия вара тин ҫеҫ хут уйӑрттарнӑ мӑшӑрӗпе савнийӗпе тӗл пулнӑ пек кӑна курнӑҫаять - ӗҫлемелле, Тӑван ҫӗршыва ура ҫине ҫӗклемелле...

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Пысӑк хырӑмлӑ хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлеме пултарать /кулать/.

Женщине с большим животом может перечить только безумный мужчина / смеется/.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Пӗр япала кӑна ҫитмест пире.

Только одного нам не хватает.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех