Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑна сăмах пирĕн базăра пур.
кӑна (тĕпĕ: кӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ахаль кӑна, Давыдов юлташ…

— Так, товарищ Давыдов…

16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хайсен ҫурчӗ патӗнчен иртнӗ чух вӑл хӑй халь кӑна тухнӑ алӑк, шурӑ стена питтинче хура тӑваткӗтеслӗх пек карӑлнӑскер, ҫаплах уҫӑ тӑнине курать.

Проходя мимо своего дома, она видит, что дверь, из которой она только что вышла, так и осталась отворенной, зияя черным четырехугольником на белой стене.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Анчах ҫул ҫинче никам ҫук ӗнтӗ, вӑл ирхи сӑрӑ тӗксӗмлӗхри хурарах тӗмсем хушшине пӗчченнӗн кӑна шуралса выртать.

Но никого уже нет на дороге, которая одиноко белеет среди темных кустов в серой утренней мгле.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Килӗсене саланнӑ чухне хутор ҫыннисем нимех те шарламарӗҫ, шкултан тухсан кӑна, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйрӑлса кайса, утнӑ май пӗр-пӗринпе сӑмахлама тытӑнчӗҫ.

Расходясь, хуторцы помалкивали и, только выйдя из школы и разбившись на группы, на ходу стали обмениваться мнениями.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пухӑва Гремячи ҫыннисенчен ҫурри кӑна пынӑ.

На собрание пришла только половина гремяченцев.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗнер эпӗ: «Ну, ӳкӗте кӗртрӗм пулас-ха!» тесе пӗр картишӗнчен тухнӑччӗ кӑна, илтетӗп, пӗрин ҫӑвӑр сысни ҫӗҫӗ айне лекнипе: «Нӑрик-и-ик, нӑрик-и-ик!» — тӑвать.

Я вчера только с базу выхожу, думаю: «Ну, кажись, уговорил!» выйду и слышу: «Куви-и-и, куви-и-и!» — подсвинок какой-нибудь уж под ножом визжит.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӗрарӑм вӑл ытахальтен кӑна.

Баба так, между прочим.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Мӗнле калаҫмалла-ши санпа? — Нагульнов пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ, пӳрнисене шӑтӑртаттарса илчӗ, хуллен кӑна, ытарлӑн, йӑл кулса илчӗ.

— С тобою как говорить-то? — Нагульнов ходил по комнате, похрустывал пальцами, тихо, с лукавинкой улыбался.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тимофей кӑна, хӑйӗн йӑпӑлтатас йӑлипе, чӗререн тухан намӑссӑрлӑхӗпе, Лушкӑн ачаш чунне пӑлхатса яма пултаратчӗ.

Только Тимофей мог лестью и сердечным бесстыдством ворохнуть Лушкину душеньку.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Икӗ каҫ хушшинче Гремячири ӗне-выльӑхсен хисепӗ ҫурри кӑна тӑрса юлчӗ.

В две ночи было ополовинено поголовье рогатого скота в Гремячем.

15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫапла, Яков Лукич, кӑна эсӗ фактически каларӑн.

— Да, Яков Лукич, это ты фактически говоришь.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ, сӑмахран, эпӗ агрономсен журналне ҫырӑнса илеттӗмччӗ, ҫавӑнта пӗр питех те нумай пӗлекен ҫын, леш, студентсене вӗрентекеннисенчен, ҫапла ҫырнӑччӗ: ҫӗр ҫап-ҫара выртсан, ун ҫине юртан тунӑ тумтир витмесен, ыраш калчи шӑнать кӑна мар, пӗтсех ларать, ҫӗр ҫуркаланса каять те хӑйпе пӗрле калча тымарӗсене те таткаласа пӗтерет, тенӗччӗ.

Вот, к примеру, выписывал я агрономовский журнал, и в нем один дюже грамотный человек из этих, какие студентов обучают, писал, что, мол, жито даже не мерзнет, а гибнет через то, что голая земля, на какой нету снежной одежины, лопается и вместе с собой рвет коренья.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Уншӑн пулсан, ама йытӑ ҫуратса янӑскершӗн, ҫулла килхушшинче кизяк касса хатӗрлесе хума вӑхӑт ҫук иккен, кахалӗ хӑйӗнчен те маларах ҫуралнӑ, алли ҫумне ҫыпӑҫать-ҫке-ха унӑн, анчах хӑй ҫакна тӑна илеймест: хӗвелҫаврӑнӑш тунисем, пуҫӗсене кӑна касса илсен, юр тытса хӑвараҫҫӗ, вӗсем хушшинче ҫил ытлашши асса ҫӳреймест, юра ҫырма-ҫатрасене вӗҫтерсе каяймасть.

Ему, сукину сыну, на базу кизек летом нарезать некогда, лень вперед него родилась, залипает ему, а того не разумеет, что будылья, ежели резать одни шляпки на подсолнухе, будут снег держать, промеж них ветер не разгуляется, снег не унесет в яры.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн пирки сивӗ тивнипе шӑнать-ши вӑл, мӗншӗн теҫеттин пуҫне, лайӑх пулнӑ чух та, ҫирӗм пӑта яхӑн кӑна тухать-ши е нумайӑшӗ акнӑ вӑрлӑхне те каялла тавӑраймаҫҫӗ-ши?

Через чего вымерзает и приходится на десятину, это красно, ежели пудов двадцать, а то и семена не выручают многие?

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Яков Лукич кинӗ ун патӗнчен пушӑ чашӑк илсе тухма ӗлкӗрнӗччӗ кӑна, тулта кӗҫӗн алӑк чӗриклетни илтӗнсе кайрӗ.

Едва лишь сноха вынесла от него пустую миску, как на базу скрипнула калитка.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна тин кӑна сурӑх какайӗпе пӗҫернӗ купӑста яшки тата ҫуне ирӗлтерсе илнӗ хӳре кӑмӑрчакӗсене кӗрсе лартса пачӗҫ.

Ему принесли свежих щей с бараниной, вышкварок из курдюка.

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫил-тӑвӑлра тирексемпе юмансем кӑна, хуҫӑла-хуҫӑла анса, тымарӗ-мӗнӗпе тӑпӑлса ӳкеҫҫӗ, хытхура — тимӗр тӑпри курӑкӗ ҫӗр ҫумне ӳксе тайӑлать, саркаланса выртать, ҫапах та кайран каллех ҫӗкленсе ларать Анчах Яков Лукичӑн «ура ҫине тӑрасси» пулаймарӗ ҫке-ха!

В бурю лишь тополя да дубы ломает и выворачивает с корнем, бурьян-железняк только земно клонится, стелется, а потом снова встает, но вот «встать»-то Якову Лукичу и не пришлось!

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эх, ҫав асран кайми вӑхӑтсенче, пурнӑҫ унӑн аллинче, асаматла кӑвакӑн-симӗсӗн курӑнакан екатериновка текен хут укҫасем пекех, ҫутӑлса кӑпӑртатса тӑнӑ чухне, мӗнле кӑна тӗлӗксем куҫкӗретӗнех тӗлленмен-ши Яков Лукич!

Эх, да мало ли что снилось наяву Якову Лукичу в те незабываемые времена, когда жизнь сияла и хрустела у него в руках, как радужная екатериновка!

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл япала ӗнер кӑна пуҫланнӑ пулсан, татахчӗ, эпӗ ӗнтӗ тертленсе ҫитнӗ… кӑштах тӑхтам-ха, каярахпа унта…

Ежели б это вчера началось, а то я уж обтерпелся… погожу чудок, потом…

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Макарӑмҫӑм, чӑнах-и? — Лушка сасси, тин кӑна вӑраннипе ӑшшӑн илтӗнекенскер, савӑнӑҫлӑн чӗтренсе илчӗ…

— Макарушка, взаправди? — Голос Лушки, теплый спросонок, дрогнул радостью.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех