Шырав
Шырав ĕçĕ:
59. Турӑ илтнӗ те — ҫилли вутла хыпса илнӗ, Израильрен пачах та сивӗннӗ; 60. вара Вӑл Силомри кӗлӗ чатӑрне, этемсем хушшинче пурӑнакан килне, пӑрахнӑ; 61. Хӑйӗн тӗреклӗ вырӑнне, Хӑйӗн мухтавлӑхне тӑшман аллине тыткӑна панӑ, 62. Хӑйӗн халӑхне хӗҫ айне ӳкернӗ, Хӑйӗн еткерне ҫилленсе ҫитнӗ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Анчах вӗсен кӑмӑлӗ туличченех, апачӗ ҫӑварӗнче чухнех 31. вӗсене Турӑ ҫилли ҫитнӗ, Израилӗн паттӑр ывӑлӗсене тата яш ачисене вӗлерсе тӑкнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Вӑл Хӑй халӑхне ҫӑкӑр та пама пултараять-ши, ун валли аш хатӗрлеме пултараять-ши?» 21. Ҫӳлхуҫа ҫакна илтнӗ те — ҫилли тулса ҫитнӗ, вара Иаков ҫине вут-ҫулӑм тухнӑ, Израиль ҫине ҫилӗ ҫитнӗ, 22. мӗншӗн тесессӗн вӗсем Турра ӗненмен, Вӑл ҫӑласса шанман.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эй Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ ҫыннисем, Ӑна мухтаса юрлӑр, Унӑн сӑваплӑхне асӑнса аслӑлӑр: 6. Унӑн ҫилли — саманта анчах, ырӑ сунни — ӗмӗр тӑршшӗне: каҫхине йӗртет, ирхинех савӑнтарать.
Пс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Унӑн Ывӑлне хисеплӗр — Вӑл сире ан ҫиллентӗр, сирӗн хӑвӑр ҫулӑр ҫинче пӗтмелле ан пултӑр: акӑ Унӑн ҫилли часах хыпса илӗ.
Пс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Асту, сана Турӑ ҫилли ҫитсе ан ҫаптӑр!
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Унӑн ҫилли тӳрех ҫитменнине кура Вӑл усал ӗҫе курмасть тетӗн-им?15. Но ныне, потому что гнев Его не посетил его и он не познал его во всей строгости,
Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫав виҫӗ ар хирӗҫ тавӑрса калайманнине курсассӑн Елиуйӑн ҫилли тулса ҫитнӗ.5. Когда же Елиуй увидел, что нет ответа в устах тех трех мужей, тогда воспылал гнев его.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иов хӑйне ҫав-ҫавах айӑпсӑр ҫын вырӑнне хунине курсассӑн, хайхи виҫӗ ар унпа тавлашма чарӑннӑ, 2. вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Рам йӑхӗнчен тухнӑ Вуз ҫынни — питӗ хытӑ тарӑхса кайнӑ: Иов хӑйне Турӑран та ытла тӳрре кӑларса калаҫнӑшӑн унӑн ҫилли вутла хыпса илнӗ.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсир ҫул ҫӳрекенсенчен ыйтман-им, вӗсем мӗн асӑрханине пӗлместӗр-им: 30. пӗтес кунхине усал ҫын хӑтӑлса юлать, Турӑ ҫилли унӑн айккинчен иртсе каять.
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Унӑн ҫуртӗнче пухӑннӑ мул пӗтсе ларӗ; Турӑ ҫилли ҫитнӗ кун пӗтӗмпех саланӗ.28. Исчезнет стяжание дома его; все расплывется в день гнева Его.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн ҫилли асаплантарать, мана хирӗҫ тӑрать, мана хирӗҫ шӑлне хӑйрать; тӑшманӑм ман ҫине шӑтарасла пӑхать.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша ҫилли тинех пусарӑннӑ.
Эсф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та патша хапхи умӗнче ларакан Мардохее курсан, лешӗ ун умӗнче ура ҫине те тӑманнине, вырӑнтан та сикменнине курсан, Аманӑн ӗнтӗ ҫилли тулса ҫитнӗ.
Эсф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мардохей пуҫ тайманнине, хӑйӗн умне ӳксе пуҫҫапманнине курсассӑн, Аман тарӑхса кайнӑ, унӑн ҫилли тулса ҫитнӗ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫилли иртсе кайсассӑн, Артаксеркс патша Астине, вӑл мӗн тунине, ӑна халӗ мӗн кӗтнине аса илнӗ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах ушкӑнӑмӑр йышлӑ, вӑхӑчӗ те хӗллехи вӑхӑт, эпир уҫӑ ҫӗрте тӑма пултараймастпӑр, ӗҫӗ вара пӗр-ик кун хушшинчех тумалли ӗҫ мар, мӗншӗн тесессӗн эпир ку ӗҫре ытла та ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр; 12. ҫавӑнпа та ушкӑн пуҫлӑхӗсене лартса тухмалла, вара пирӗн ялсенче пурӑнакансем, ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем, палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта 13. ҫав ялсен аслӑ ҫыннисемпе, тӳрисемпе килччӗр — ӗнтӗ ҫак ӗҫе пула хыпса илнӗ Турӑ ҫилли пирӗнтен сирӗлинччӗ, тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ ҫак ҫылӑха пула Туррӑмӑрӑн вут-ҫулӑмла ҫунакан ҫилли пирӗнтен сирӗлинччӗ! тенӗ.доколе не отвратится от нас пылающий гнев Бога нашего за это дело.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Туррӑмӑр умӗнче йӑвашланас, хамӑршӑн, хамӑр ачасемшӗн тата хамӑрӑн мӗнпур пурлӑхшӑн ӑнӑҫлӑ ҫул ыйтас тесе, Агава юханшывӗ хӗрринче эпӗ типӗ тытмалли ҫинчен пӗлтертӗм, 22. мӗншӗн тесессӗн хамӑра ҫул ҫинчи тӑшмансенчен сыхласа пыма патшаран ҫарпа юланутсем ыйтма эпӗ иментӗм: патшапа сӑмахласа, эпир ҫапла каланӑччӗ: Хӑй патне пыракансемшӗн пирӗн Туррӑмӑрӑн алли — ырӑлӑх кӑтартакан алӑ, Хӑйне пӑрахакансене вара пурне те Унӑн хӑвачӗ, Унӑн ҫилли ҫитет! тенӗччӗ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.